Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 17-мĕш наци библиотекинче Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнине, И.Я. Яковлева тата Литература çулталăкне халалласа çавра сĕтел иртрĕ.
 
Ăшă тĕлпулăва облаçри чăваш поэчĕсем, хуламăрти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе ачасем, культурăра вăй хуракансем тата «Канаш» хаçат ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Тĕрлĕ нацисене пĕр кăшăла пуçтарса тăракан библиотекăн заведующийĕ Ольга Алькина хăй сăмахне И.Я. Яковлев чăвашсене çырса хăварнă Халалран тытăнчĕ. Пĕр сыпăкне вуласа пачĕ. 44-мĕш гимназире 4-мĕш класра вĕренекен Анастасия Яковлева экран çинчи слайдсем тăрăх Патриархăмăрăн пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Калаçăва УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев тăсрĕ.
-Çак Халалри хаклă сăмахсене çамрăк ăру патне çитересчĕ. Эпир ун пирки нумай калаçатпăр, «Канаш» хаçат страницисенче те тăтăшах çырса тăратпăр. Шел, хаçатăмăра пурте çырăнса илмеççĕ. Манăн вĕрентӳçĕ-сене чĕнсе калас килет: атьăр-ха çак илемлĕ хаçата кашни чăваш çемйине çитерер. Чăвашла вулама пăрахса эпир хамăра хамăр пĕтерекенсем пулса тăрар мар,- терĕ вăл.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов çак çивĕч ыйтăва малалла тăсрĕ.
-Калаçма пĕлетпĕр, анчах вулама пĕлместпĕр теççĕ. Ку сăлтав çеç. Чăвашла çырнине чăваш ăнланманнине эпĕ шанмастăп. Пирĕн хаçата çырăнса илекенсен хушшинче вырăс çыннисем те пур. Хаçатăн сăн-сăпачĕ самай лайăхланчĕ. Эпир вырăнта лармастпăр. Тăтăшах тухса çӳретпĕр. Çапах та тираж ӳсмест. Ман шутпа, чĕлхене вĕрентес ĕçе ашшĕ-амăшĕнчен тытăнмалла. Енчен те килте вырăсла çеç калаçаççĕ пулсан шкул çак йăнăша мĕнле тӳрлеттĕр-ха/ Йăлтах çемьерен тытăнать,- терĕ вăл пăшăрханса.
Облаçри инноваципе вĕренӳ центрĕнчи этнокультура уйрăмĕн специалисчĕ Вера Архипова хăш-пĕр шкулта чĕлхемĕре вĕрентес ĕçе шкул директорĕсем чарса тăни пирки пĕлтерчĕ. Çакна УОЧНКА ертӳçине Владимир Сваева çитес вĕренӳ çулĕ тытăниччен татса пама ыйтрĕ.
Ульяновскри вĕренӳ департаменчĕн инспекторĕ Лариса Васильева пултаруллă ачасене тата вĕсемпе ĕçлекенсене тимлĕх сахалтарах уйăрнине палăртрĕ. «Ачасемпе ашшĕ-амăшне кăштах хавхалантарма Шупашкара экскурсие илсе кайма май тупма çук-ши/»-терĕ.
Чăваш культура центрĕн пуçлăхĕ Ираида Гаврилова чăваш чĕлхи урокĕ-сене тата кружоксене писательсене чĕнсен, районсене тухса çӳренĕ чух та пĕрле илсен аван пулмалла терĕ.
«Канаш» хаçат журналисчĕ Алена Алексеева кăçал Раççейĕпех литература çулне палăртнине тата чăваш тĕнчи вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине анлă паллă туни пирки, апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тумалли пирки аса илтерчĕ. «Нарспи» поэма чăнах та вилĕмсĕр, ăна тĕнчери нумай-нумай чĕлхене куçарнă»,- терĕ.
Анатолий Ырьят чĕлхе ыйтăвне çĕклерĕ.
-Йăлтах хамăртан килет. Эпир хамăра хамăрах таптаса пыратпăр. Çамрăк çыравçăсем çук тетпĕр. Ăçтан пулччăр вĕсем енчен те чĕлхене килте те, шкулта та вĕрентмесен/!-терĕ вăл пуринчен те ыйтнăн. Унтан вăл «Эп чăваш» сăввине чĕрене тивмелле вуласа пачĕ.
Тĕлпулăва пуçтарăннă çыравçăсемпе поэтсем – Аслă Нагаткинта пурăнакан литературăри шурсухал Анатолий Юман, Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчен килнĕ Нина Васильева тата Ульяновскра пурăнакан Василий Журавлев чĕлхемĕре юратма чĕнекен сăввисене çĕкленӳ-ллĕн вуларĕç. Кашни хăй кĕнекине библиотекăна парне турĕ.
Çак тĕлпулăва шкул ачисем килни савăнтарчĕ. Вĕсем пурте юрă-ташă хатĕрленĕ.
64-мĕш шкулта вĕренекен Ксения Узалуковапа Кристина Шубина, Анастасия Прокопьева, 46-мĕш шкултан килнĕ Мария Ямщикова чăваш юррисене илемлĕ шăрантарчĕç.
Тĕлпулура çĕкленĕ чи çивĕч ыйтусене пĕтĕмлетсе çапла калас килет. Чăвашсем вырăсланса пынин айăпĕ йăлтах хамăрта: ашшĕ-амăшĕнче, вĕрентекенсенче. Чĕлхемĕре сыхласа хăварас тесен чи малтан хамăртан тытăнмалла. Çак сăмахсене уйрăмах чăваш ялĕсенче пурăнакансем патне çитерес килет.
 
: 708, Хаçат: 15 (1313), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: