Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашсен аслă педагогĕ,
халăха çутта кăларас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕçленĕ Иван Яковлевич Яковлевăн апрелĕн 25-мĕшĕнче çуралнă кунĕ пулчĕ.
 
Çавна май Кăнна Кушки чăвашĕсен ырă ĕçĕ çинчен каласа парас килет. Иван Яковлевич амăшне Наçтаç тесе чĕннĕ. Вăл тăлăх чăваш хĕрарăмĕ пулнă. Упăшкинчен виçĕ ачапа тăрса юлнă: икĕ ывăл тата Кулине ятлă хĕрĕ. Тăваттăмĕш ачи Иван – Ласка Иванĕпе çыхланса пулнă ача. Ачине çуратсан Наçтаçĕ виççĕмĕш кун ирхине вилсе кайнă.
Çав тери йывăр вăхăтра виçĕ кунхи ачана пĕтĕм ял-йыш вăй хурса, пăхса çитĕнтернĕ. Ят хунă чухне хĕреснашшĕ Яков Яковлев пулнă. Хушамачĕпе ашшĕ ятне хĕреснашшĕнне панă. Хĕреснамăшĕ Салман ялĕнчи хресчен хĕрарăм шутланнă. Вĕсен ялĕ Кăнна Кушкинчен икĕ çухрăмра пулнă. Тăлăх ачана кӳршĕри Пахом Энтрийĕн кил-йышĕ усрава илнĕ. Кăкăр ĕмĕртме вара кӳршĕре пурăнакан чăваш хĕрарăмĕ, Суеçĕ Хĕветĕр хресчен арăмĕ, шеллесе çӳренĕ. Уншăн вăл никамран та нимĕн ыйтман. Çакăн пек ырă ĕç туни никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар. Чăвашсем ĕлĕкренех ачасем тăлăха юлсан вĕсене килĕрен салатнă, тăван хĕр-ывăлпа пĕр тан пăхса ӳстернĕ. Чăвашсем тăлăха тăрса юлнă вырăс ачисене те усрава илнĕ. Çавăн пек йăла-йĕрке пулнă. Çуралнă ачана пысăк вырăна хурса хакланă.
Ача çурални кил-йыша пысăк уяв кӳнĕ. Çуралнă ачана чысласа чӳк ирттернĕ. Сăмах каланине чăваш чи аслă хăватсем вырăнне хурса хакланă. Хастар чĕлхеллĕ пулма ятарласа кĕлĕсем ирттернĕ, сăпкана вырттарсан та юрăпа çывăрттарнă. Ача-пăча – чун йăпатмăш, ачасăр кил-йыш телейсĕр, ырлăхсăр шутланнă, ача – пурнăç чечекĕ тенĕ. Ырра ĕмĕтленекен чăваш сак тулли ача кĕтнĕ. Аслă уявсенчи кĕрекере юрă пуçласа сумлă ватăсем çапла юрланă:
- Уя пĕр тухсан мĕн хавас/
- Ака-суха сасси пит хавас.
- Анкартине кĕрсен мĕн хавас/
- Тăпачă сасси пит хавас.
- Киле пĕр кĕрсен мĕн хавас/
- Ывăл-хĕр сасси пит хавас.
 
Иван
 
Чĕмпĕртен инçех те мар
Кăнна Кушки ялĕ пур.
Малтанах çакна калар –
Чăваш çынни пит маттур.
 
Хăйĕн йăли-йĕркине
Ĕлĕкрен çирĕп тытать.
Килĕштерсе пĕр-пĕрне
Пĕр çăвартан пурăнать.
 
Ача çураличченех
Тĕрлĕ йăла ирттерет.
Пулас ача амăшне
Пысăк чăтăмлăх ыйтать.
 
Кăнна Кушки ялĕнче
Ырă хыпар сарăлать.
Наçтаç аппа килĕнче
Ывăл ача çуралать.
 
Амăш пĕчĕк пепкине
Парать хăйĕн пехилне:
- Пысăк пул, телейлĕ пул,
Хурçă пек эс çирĕп пул.
 
Çын сăмахĕ ан çиттĕр,
Çилĕ, хаяр ан ӳктĕр.
Улăп пекех вăйлă пул.
Пурнăç эрехетне кур.
 
Яту халăх хушшинче
Ырăпала сарăлтăр.
Чăвашсен çĕршывĕнче
Çăлтăр пулса çуталтăр!
 
Виççĕмĕш кун ирхине
Хĕрарăм вилсе каять
Амăш панă пехиле
Пӳлĕхçĕ илтсе юлать.
 
Тăлăх юлнă ачана
Пĕтĕм ял-йыш пулăшать:
Пĕри парать кăкрине,
Тепри çăвать кипкине.
 
Ачана шыва кĕртсе
Пир кипкепе чĕркеççĕ,
Такана çине лартса
Кăмака ăшне хураççĕ.
 
Ача кӳпчĕкне илсе
Çăпата çине хураççĕ.
Çын курман чухне хире
Çĕр ăшне чиксе хураççĕ.
 
Унтан эпи карчăкĕ
Тăвар шывĕ хатĕрлет.
Вĕтĕ-вĕтĕ пашалу
Вучах çинче пĕçерет.
 
Ача çуралнă тĕле
Апата кайса хурать.
Каламаллине пĕлет,
Кĕлĕ сăмахĕ вулать.:
 
- Çĕр ашшĕ,çĕр амăшĕ,
Куç пек сыхлăр ачана,
Ан ярăр чир таврашĕ,
Пире кирлĕ çав кăна.
 
Тĕп чăвашсен йăлипе
Ачана тĕне кĕртнĕ.
Чăн-чăн ашшĕ ячĕпе
Иван тесе ят панă.
 
25.04.2008.
 
Пушкăртстан,
Мияки районĕ,
Кекен ялĕ.
 
: 695, Хаçат: 15 (1313), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: