Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра Вăрçă ачисене халалласа палăк уçнă.
 
Унта область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлеме шаннă çынни Павел Астахов хутшăннă.
Ку палăк мĕнлерех пуласси пирки иртнĕ çултанпах калаçнă. Çак ĕçе пуçараканĕ – облаçри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ. Çавăн чухнех палăкăн проектне тума конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕ. Хăйсен эскизĕсене Ульяновск, Санкт-Петербург, Мускав тата ытти хула скульпторĕсем тăратаççĕ. Жюри Мускав облаçĕнчи Жуковское хулинчи çамрăк скульпторăн Мария Галасăн проектне çирĕплетет. Малтанах проектра хĕрачапа арçын ача пулнă. Хĕрача аллинче – хĕскĕч, арçын ачан – витре. Ку вариант нумай тавлашу кăларса тăратнă. Акан 28-мĕшĕнче Çĕнтерӳ 30 çул ячĕллĕ лапамра палăк çĕнĕ вариантпа çĕкленсе ларать. Кивĕ, хăйне самай пысăк фуфайка тăхăннă хĕрача аллине чăпта (кулек) тытнă, арçын ачи малахайлă çĕлĕкпе тата кивĕ кĕрĕкпе тăрать, пĕр аллипе çунашка сĕтĕрет.
Ку палăка тума халăхран укçа пуçтарнă. Уйăх çурăра миллион çурă тенкĕ пуçтарăннă. Тепĕр миллион çурă регион тата хула бюджечĕсем уйăрнă.
Çак кун тепĕр пысăк пулăм иртнĕ: Çĕнтерӳ 30 çул ячĕллĕ лапамра йывăçсем лартнă, ăна «Çĕнтерӳ вăрманĕ» тенĕ.
 
: 550, Хаçат: 17 (1315), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: