Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕпе Наци культурисен центрĕ йĕркеленипе ача-пăча пултарулăхĕн «Туслăх çăлтăрĕ» фестиваль-конкурс тăваттăмĕш хут иртрĕ. Чăваш, тутар, вырăс ачи-пăчи Тутар культура центрĕнче пухăнчĕ.
 
Кăçалхи фестивале Аслă Çĕнтерӳ 70 çул çитнине халалланă. Куракансем умне тухнă кашни юрă-ташă, сăвă вăрçăпа çыхăнчĕ.
Фестивальте пурĕ 18 номер пулчĕ, вĕсенчен 3-шĕ чăвашла, 9-шĕ тутарла, ыттисем вырăсла. Пултарулăхне Ульяновскри 1-мĕш гимнази, 35, 46, 48, 55, 58, 64, 69, 74-мĕш шкулсен вĕренекенĕсем кăтартрĕç.
Чăваш культурине 46-мĕш шкулта вĕренекен Мария Ямщикова тивĕçлипе кăтартрĕ. Вăл «Катюша» юрра чăвашла чуна пырса тивмелле юрласа пачĕ. Тăваттăмĕш класра вĕренекен хĕрача питĕ пултаруллă. Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта вĕренекен Настя Прокопьева «Куртăм вăрçă килнине» чăвашла сăвă вуларĕ. Вĕсене иккĕшне те 64-мĕш шкулти Чăваш культура центрĕн вĕрентекенĕ Екатерина Воробьева (Лашманова) хатĕрленĕ. Ульяновскри 55-мĕш шкулта вĕренекенсемпе Светлана Марышева (чăваш чĕлхипе литературине предмет мелĕпе вĕрентет) «Анне пилĕ» литературăпа музыка композицине хатĕрленĕ. Куракансем хăйсене вăрçă пуçланнă куна лекнĕн туйрĕç: шкул вĕренсе пĕтернисен савăнăçлă каçĕ вĕçленсе пĕтеймерĕ - радиопа Юрий Левитан дикторăн сасси янăрарĕ, экран çинче – самолетсем бомпа пăрахрĕç, снарядсем сирпĕнчĕç, салтаксем çапăçăва кĕчĕç. Вăрçа кайма тухнă салтака амăшĕ пиллерĕ, кайран тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем вăрçă пирки чăвашла сăвăсем каларĕç.
Ульяновскри 1-мĕш гимназири «Феличита» ансамбле çӳрекенсем пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Çак вĕренӳ учрежденийĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Ильдар Насыров «Катюша», Ринат Санжаров (64-мĕш шкул) «В землянке» юрăсене тутарла илемлĕ юрларĕç, Диляра Акбарова (74-мĕш шкул) Муса Джалилĕн «Варварство» сăввине тутарла чуна тивмелле каларĕ. Чĕлхене ăнланмасан та нумайăшĕн куççулĕ тухрĕ.
Фестивале хутшăннисене Ульяновск хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Роза Халиуллова тата «Русский дом» обществăлла организаци çыннисем саламларĕç, дипломсемпе парнесем пачĕç.
 
: 784, Хаçат: 17 (1315), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: