Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çул Мускавра Çĕнтерӳ парачĕ иртет. Пĕрремĕш парада пирĕн ентеш Александр Федорович Капустин та хутшăннă.
 
А.Ф.Капустин Анат Тимĕрçенте 1914 çулта çуралнă. 1931 çулта Ульяновскра çичĕ класс пĕтернĕ, унтан тракториста вĕреннĕ. 1936 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1939 çулта финн вăрçи пуçлансан Капустин унта çулталăк çурă çапăçнă.
Аслă вăрçă тытăнсан 1941 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Александр Капустин Тăван çĕршывшăн çапăçакансен ретне тăнă. Ывăлĕ Василий Александрович каласа панă тăрăх, вăл 43-мĕш уйрăм танк бригадинче тăшманпа çапăçса Ельцк, Тихвин хулисене ирĕке кăларнă çĕрте пулнă. Курскри хаяр çапăçăва та хутшăннă. 1943 çулта çапăçура аманнă хыççăн вăл виçĕ уйăх госпитальте сипленет. Радистсен курсне пĕтерет, унтан 5-мĕш танк çарĕн159-мĕш танк бригадин йышĕнче Витебск, Орша, Рига тата ытти хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнса хастар çапăçнă.
1945 çулта Мускаври Çĕнтерӳ парачĕ çĕртмен 24-мĕшĕнче пулнă. Çав парадра танк бригадин йышĕнче танк радисчĕ А.Ф. Капустин та пулнă. Парада тухма тренировкăсене хулари урамсенче машинасем сахаллансан каçпа ирттернĕ. Вĕсемпе пĕрле Хĕрлĕ площадьре шурă лашапа К.К.Рокоссовский маршал та çӳренĕ.
Орден кĕнекинче палăртнă тăрăх, А.Ф. Капустин гварди аслă сержант хастар çапăçнăшăн, тăшманпа кĕрешсе паттăрлăх кăтартнăшăн 1944 çулхи утăн 22-мĕшĕнче 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ. Ăна тата «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă.
1945 çулта А.Ф. Капустин тăван яла таврăннă, вырăнти колхозра трактористра, платникра вăй хунă. Мария Ивановна мăшăрĕпе вĕсем пилĕк ача çуратса ӳстернĕ: тăватă ывăл та пĕр хĕр.
А.Ф. Капустин 1978 çулта вилнĕ, ăна ялти масара пытарнă.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 672, Хаçат: 17 (1315), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: