Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисенчен пĕртен-пĕр ветеран – Иван Ефимович Рдюков тăрса юлнă. Кăçал вăл 90 çул тултарнă. Вăрçă ветеранĕпе унăн мăнукĕ Наталья Уба калаçнă, аса илĕвĕсене çырса илнĕ.
-Мана анне 1925 çулта раштавăн 19-мĕшĕнче çуратнă. Эпир чиркӳ урамĕнче хĕвеле хирĕç ретре катара пурăннă. Анне каланă тăрăх, Крещенке уявĕ умĕн ялти чиркӳ пупĕ çырмана вакă касакансем патне аннă. Анне ăна тархасласа ача патне чĕнсе кĕнĕ, таса шыв сапса кĕлĕ вулама ыйтнă. Таса атте хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланă. Çавăнпа эпĕ вилĕмпе темиçе хут тĕл пулсан та вăрçăра сывă юлнă. Турă мана вилме памарĕ.
Эпир шкултан инçех пурăнман. Йывăçран тунă шкул чиркӳ картишĕ-нчеччĕ, икĕ хутлăччĕ. Пирĕн пата хваттере учительсене яратчĕç. Пĕр учитель ĕç хыççăн мана вулама, кăшт çырма вĕрентрĕ, сăвăсем калаттăм. Çавăнпа шкула кайсан та аван вĕрентĕм.
Колхоз йĕркеленнĕ вăхăтра пирĕн аттепе анне унта кĕмен. Влаçсем вара пире хĕсĕрленĕ, пурăнма паман. Выракан машина пурччĕ, ăна сутса лашапа вăрăм çула тухрăмăр. Хулара лашана сутса пуйăс çине лартăмăр, Инçет Хĕвелтухăçнелле кайрăмăр. Свободный ятлă хулана çитрĕмĕр. Улхашра пĕр класс пĕтернĕччĕ, çĕнĕ çĕрте тата ултă çул вĕрентĕм. ФЗО текен шкулта шахтер ĕçне алла илтĕм. Ĕçлеме Кузбаса, Ленинск-Кузнецка, илсе кайрĕç. Вăрçă тапранчĕ. 1943 çулта мана, 17-ри çамрăка, салтака илчĕç. Пуйăспа кайрăмăр. Тĕрмерен тухнă çынсем нумайччĕ. Çул çинче курнине каласа пама уйрăм вăхăт кирлĕ. Украинăна çитсен малалла çул çук терĕç те çуран уттарчĕç. Пуйăс каялла кайрĕ. Ыраш хирĕ урлă каçнă чухне пĕчĕк ача виллине куртăм. Хăраса, шеллесе, тĕлĕнсе кайрăм. Ку ача ашшĕ-амăшĕнчен çухалса юлса выçă вилнĕ терĕмĕр.
Пехотăра службăра тăтăм. 1944 çулта Корсунь-Шевченко патĕнче хаяр çапăçусем пычĕç. Эпĕ 576-мĕш дивизиреччĕ. Кĕçĕн сержант ятне пачĕç. Эпĕ вырăсла лайăх пĕлеттĕм. Разведкăна çĕрле кăна çӳреттĕмĕр. Мана çамрăк тесе шеллетчĕç пулĕ, ытларах аслăраххисене яратчĕç. Львовра медаль те панăччĕ. Çухалчĕ, те вăрларĕç. Амантрĕç. Львов хулинче госпитальте выртрăм.... Çар тухтăрĕсем аван пăхнипе, тен, çамрăк пулнипе ура çине час тăтăм. Комисси: «Годен!», – терĕ. Виççĕмĕш Белорусси фронтне ячĕç. Кунта çут çанталăк урăхларахчĕ: шурлăх, вăрмансем. Танксем çӳрейместчĕç, пуçĕпех анса каятчĕç. Вăтăр тонна таякан танк ăçтан шурлăх тăрăх çӳретĕр/ Танкистсем пирĕн пекех нумай вилетчĕç, танк ăшĕнчен тухаймасăр çунса вилетчĕç, кăларма çук.
Рокоссовский çарне çитрĕм. Эп командир, мана вунă салтак пăхăнать. Вăрман касса шурлăхра çул турăмăр. Çав çулпа пĕр-пĕрне путма памасăр мăй таран пылчăк ăшĕнче, пăшалсене çӳлелле çĕклесе Польша çĕрĕ çине тухрăмăр. Польшăра хаяр çапăçусем пулчĕç. Салтаксем нумай вилчĕç. Пульăсем вĕçни çил сасси пекчĕ. Граната, мина, снаряд çурăлатчĕ. Çӳлтен самолетсем бомба пăрахатчĕç. Темле сывă юлнă эпĕ – халĕ те тĕлĕнетĕп. Малалла каятпăр. Лашапа, машинапа тата çуран утса Балтика тинĕсĕ хĕррине çитрĕмĕр. Миçе çĕр çухрăм утман-ши вăрçă çулĕпе!
Эпĕ аван переттĕм, мишене те, тăшмана та лектереттĕм. Командирсем мана мухтатчĕç. Ĕçлеме те ӳркенмен. Унта хирĕç калама çук. Мĕн хушнă – çавна тумалла.
Германие çитрĕмĕр. Нимĕçсем аван, тирпейлĕ пурăнаççĕ иккен. Пур çĕрте те чул çул. Ураран аманса каллех госпитальте выртрăм. Утакан пулсан урама тухаттăм. Çĕмрĕк велосипед тупса юсарăм, камера вырăнне хытă шланг лартрăм. Вăрларĕç велосипеда, нимĕçсем мар, хамăрăннисем.
Тăваттăмĕш хут амантрĕç. Берлинта пулаймарăм, вăрçă пĕтнĕ терĕç. Аманса госпитальте выртнă хутсене эпĕ çухатман, пуçтарса пынă. Виçĕ хут аманнисене киле ячĕç. Кам хучĕсене çухатнă – ячĕç. Мана киле кайма ирĕк пачĕç. Эх, мĕнле савăнтăм, каласа пама сăмах çук! Инçет Хĕвелтухăçнех билет илтĕм, аттепе аннене (Вера Кирилловнапа Ефим Дмитриевича) кайса курас килчĕ. Пĕр уйăха яхăн кайрăм. Çимелли çук. Ялсене, хуласене анса юлса çынсем патĕнче çăкăрлăх ĕçлесе илеттĕм. Çапла киле çитрĕм. Тăвансем мана паллаймарĕç. Шахтера вĕренме кайнăранпа мана курман вĕт, вăрçăра виçĕ çул çӳренĕ. Улшăннă пуль.
Доломит заводне ĕçлеме кĕтĕм. Ĕç питĕ йывăрччĕ, чул кăлараттăмăр. Нумаях ĕçлеймерĕм, пăрахса кайрăм. Пуйăс çине ларса Куйбышева çитрĕм. Пăрахутпа Ульяновска кайрăм. Вокзалта çӳреп. Хам питĕ выçнă. Пĕр çын çăкăр çисе ларать. «Виçĕ кун çăвара тĕпренчĕк хыпман, кăштах çăкăрна хуçса пар-ха», - терĕм. Ырă çын пулчĕ, кăшт хырăма улталамалăх пачĕ. Орловка ялне кукамай патне çуранах çитрĕм. Мĕн вăл маншăн 60 çухрăм утасси! Çăмăл – пăшал тавраш, япала йăтман.
Ялта колхоза ĕçе çӳреп. Ĕç кунне лартса пыраççĕ. Улхашран питĕ лайăх хĕр тупса пачĕç - Дарья Емельяновна Кадебина. Пурăнмалла кăна. Мана милици шыраса тупрĕ, чул кăларнă çĕртен пăрахса кайнăшăн 4 уйăха тĕрмене хупрĕç. Унтан тухсан васкаса киле килтĕм, Тярккапа пĕрлешсе çемье чăмăртарăмăр. Колхозра комбайнпа тырă выртăм, вăрман ĕçне те кăмăлланă, платник та пулнă, завода тухса кайса та ĕçленĕ. Ĕлĕкхи самана йывăр пулнăран-и – пирĕн тăватă ача çамрăклах вилчĕ, тăваттăшĕ пурăнать. Манăн халь 18 мăнук, 19 кĕçĕн мăнук. Аван пурăннă çемьепе, мăшăрăм вилни 10 çул ĕнтĕ. Çапла иртрĕ ман ĕмĕр. Ялан ĕçленĕ, ӳркенмен.
Эп хама телейлĕ çын тесе шутлатăп. Çав вăрçă витĕр тух-ха! Кам шутланă сывă юласса/ Ялтан вăрçа 700 çын тухса кайса 300-ĕшĕ таврăнчĕ. Паян ялтан эп кăна ура çинче! Вăрçă пĕтнĕ-ренпе 70 çул çитнине курасчĕ-ха!
Анчах тĕнчи пăсăлчĕ, çав пăшăрхантарать. Унта та кунта вăрçă пырать. Украина тата... Эпир ăна юлташсемпе пĕрле фашистсенчен тасатнă. Çамрăксем вара нимĕн те ăнланмаççĕ.
 
 
: 599, Хаçат: 17 (1315), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: