Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕçĕн Нагаткин шкулĕнчи химипе биологи вĕрентӳçи Зинаида Николаевна Илямакова (хĕр хушамачĕ Крикова) Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван ял шкулĕнче пĕлӳ пухнă.
 
Дневникри яланхи паллăсем унăн «пиллĕк», сайра хутра «тăваттă» пулнă. Вăл пур предметпа та олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсем йышăннă – вырăс чĕлхипе те, математикăпа та, химипе те, физикăпа та... Çав вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсенче малтисен хушшинче пĕри пулнă, шкулта комсомол организацийĕн секретарĕн ĕçне илсе пынă.
-Учитель пуласси пирки эпĕ иккĕленмен. Умра пĕр ыйту кăна тăнă - мĕнле предметпа вĕрентекен пуласси/ Анчах юратнă вĕрентекене – Анастасия Петровна Кустована (Князькина) пула химипе биологи суйларăм. Чăн-чăн учитель сăнарĕ халĕ те куç умĕнче. Çамрăк педагога эпĕ хисеплеттĕм, юрататтăм. Маншăн вăл вĕрентӳçĕн кăна мар, хĕрарăмăн мĕнле пулмалли тĕслĕхĕччĕ. Вăл питĕ илемлĕ-ччĕ, ырă кăмăллăччĕ, тем тума та пĕлетчĕ. Ташлама та вăл вĕрентрĕ. Çавăнпа химипе биологи суйласа илтĕм. Куншăн математика учителĕн кăмăлĕ юлнăччĕ. Математикăна та питĕ лайăх вĕрентнĕ пире. Паянччен маншăн ăсра шутласси пит çăмăл япала. Н.К.Кадебин обществăлла ĕçре хастар пулма хăнăхтарчĕ. Мана пединститутра пĕлĕве ӳстернĕ вăхăтра профорга суйларĕç. Нихăçан та обществăлла ĕçрен пăрăнман эпĕ. Партие кăна кĕрсе ĕлкĕреймерĕм, пиçсе çитеймерĕм пулмалла, - аса илет Зинаида Николаевна.
Диплом илнĕ хыççăн Зинаида Николаевнана Анат Тимĕрçен шкулне яраççĕ. Кунта икĕ çул ĕçлет. Малашне вара урăх çĕре куçса кайма тивет.
Сăлтавĕ те куçăмлă: çамрăк та илемлĕ хĕр ял каччипе Валерий Нафанаилович Илямаковпа çемье çавăрать. Институтра зоотехник профессине илнĕ çамрăк арçынна Кĕçĕн Нагаткина яраççĕ. Çĕнĕ мăшăр çак яла куçса килет. Зинаида Николаевна валли шкулта вырăн тупăнать. Çапла Кĕçĕн Нагаткин шкулĕнче 1982 çултанпа вăй хурать вăл. Нумай вăхăт шкул директорĕн воспитани енĕпе, 2005 çултан вĕренӳ енĕпе пулăшаканĕ пулса тăрăшать.
З. Н.Илямакован шкулти ĕç стажĕ пурĕ 35 çул. Çав вăхăтра ачасем шутсăр хытă улшăннă тесе каламасть вăл. Пĕр уйрăмлăха кăна палăртать - ачасем халь унчченхинчен самай хăюллăрах тата вĕсен аталанмалли майĕ ытларах. Кашни килте компьютер, Интернет. Кирлĕ информацие шыраса вулавăшра кĕнекесем хушшинче чакаланса лармаççĕ хальхи çамрăксем. Интернетра мĕн интереслентернине веçех тупма пултараççĕ. Çавăнпа та уроксенче ыйтусем ытларах параççĕ.
- Урокра темăпа ыйту панине эпĕ ырлатăп. Пĕлмен е ăнланман япалана ыйтмалла, вăтанмалла мар. Хам предмета эпĕ хытă юрататăп, ачасене те лайăх ăнлантарас, юраттарас килет. Вĕренсе пĕтерекенсем малашнехи профессине химипе, биологипе çыхăннисене суйласан, паллах, савăнатăп. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнисенчен тухтăрсем, медицина сестрисем чылай. Хамăрăн виçĕ ачаран пĕртен-пĕр хĕрĕм медицина енĕпе кайнăшăн хĕпĕртетĕп. Халь учитель пуласшăнах мар ачасем, – каласа парать вĕрентӳçĕ.
Олимпиадăн районти тапхăрĕнче биологипе, химипе Таня Вражкинапа Ульяна Чебакова малти вырăнсем илнипе савăнать вĕрентӳçĕ. Таня Вражкина облаçра та пиллĕкмĕш вырăн çĕнсе илет, химипе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне парса облаçра 13-мĕш пулать, мĕнпур ыйтăвăн 98 процентне тĕрĕс хуравлать.
Илямаковсем нумай çул «Канаш» хаçата çырăнса илеççĕ. Эпир пынă чухне те Зинаида Николаевнăн аллинче хаçатăн çĕнĕ номерĕччĕ.
-Питĕ юратса вулатпăр чăваш хаçатне, пурте килĕшет унта. Хаçат çырăнма тытăннăранпа çĕнĕрен чăвашла вулама хăнăхрăмăр. Унăн страницисем урлă палланă çынсен пурнăçĕсем çинчен пĕлетпĕр. Вĕренмелли те нумай унта: ырă сĕнӳ-сем, сипленмелли, хĕле хатĕрленсе консервламалли, апат пĕçермелли рецептсем, психологсен сĕнĕвĕсем. Çынсен пурнăçĕсем пирки те вуласа пĕлме питĕ интереслĕ. Мĕнле кăна шăпа çук çут тĕнчере! Хамăрăн тăвансене те, пур чăваша та «Канаш» хаçата çырăнма сĕнетĕп, - тет Зинаида Николаевна калаçăва вĕçленĕ май.
 
: 696, Хаçат: 18 (1316), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: