Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕрентӳçĕ пулас тесе вĕренме кĕнĕ
 
Кăçал Ульяновскри педуниверситетри филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен пиллĕкĕн вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пĕри кăна – Ирина Николаевна Кашеева – малашнехи пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. “Эпĕ вĕрентӳçĕ пулас тесе вĕренме кĕнĕ, çавăнпа урăх çĕре кайма шутламан”,- тет вăл.
 
Çамрăк вĕрентӳçĕ Ульяновскри 28-мĕш шкулта 5 –6-мĕш классене вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕлӳ парать, 5 “б” класс ертӳçи. Сăмах май, 28-мĕш вăтам шкул – хулари чи лайăх шкулсенчен пĕри. Кăçалхи ЕГЭ пĕтĕмлетĕвĕпе шкул пĕрремĕш вырăнта. Азгат Агзамович Фаизов директор шкула çирĕп пĕлӳллĕ те тăрăшуллă педагогсен коллективне пуçтарма пултарнă.
Ирина Кашеева, вĕрентĕçĕ пулас шухăша нихăçан та пăрахманскер, аллине диплом иличченех ĕç шырама пуçлать. Тĕрлĕ шкулсене çитет. Асăннă шкула вара ăнсăртран пырса кĕрет. Директор студентка хăй пирки çырса кăтартнипе паллашсан кăмăллă юлать. Дипломлă пулсан ĕçе вырнаçма пыма чĕнет. Курать вăл, кун пек тăрăшуллă хĕр чăн-чăн вĕрентӳçĕ пулатех. Ирина университетра вырăс чĕлхипе литератури, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентӳçи пулма кăна вĕренмен-çке, пĕр вăхăтрах вăл “Мировая художественная культура”, “Школьный психолог”, “Основы журналистики”, “Педагогический менеджмент”, “Сценическое и ораторское искусство” специализацисем иртнĕ. Апла вăл çав предметсене вĕрентме те, кружок ĕçне йĕркелеме те пултарать.
Çамрăк вĕрентӳçĕн ачасемпе ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулни, чĕри çав хĕлхемпе çунса тăни те пĕрре курсанах палăрать. Ирина Николаевнан куçĕ савăнăçпа тулли, ĕçлес килни тапса тăрать, ачасене чунтан юратать. Ĕçĕ пирки каласа панă чухне çак хĕлхем пушшех палăрать.
-Вĕрентӳçĕн нихăçан та ачасемпе ĕçленине манмалла мар. Вĕсен шавлас та, чупас та, выляс та килет. Вĕсене ăнланмалла. Пĕлӳ парасси пĕрремĕш вырăнта пулсан та ăшă сăмах тата юрату мĕнне манмалла мар. Вĕрентӳçĕн ачасене хăйĕн кăмăлне, куллине парнелемелле. Вĕсем вĕт ун çине мĕнле шанса пăхаççĕ! Пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан çӳхе кăна сассисемпе: “Ирина Николаевна-а-а”,- тесе шанăçлă куçĕсемпе пăхсан эс ачасене чăннипех кирлине туятăн,- тет вăл.
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш хĕрĕ Ирина Кашеева пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех умне вĕрентӳçĕ пулас тĕллев лартнă. Тĕслĕх уншăн вырăс чĕлхипе литературине илсе пыракан Светлана Геннадьевна Яргункина пулнă.
-Светлана Геннадьевна пире пиллĕкмĕш класран вĕрентрĕ. Пĕрремĕш урокранах эп ăна кăмăлларăм. Ӳссен ун пекех пулма тĕллев лартрăм. Манăн та юратнă вĕрентӳçĕ пек пулас килетчĕ. Çавăнтанпа эп шухăша улăштарман. Шкула “ылтăн медальпе” пĕтертĕм те документсене тӳрех педуниверситетри филологи факультетĕнчи наци уйрăмне патăм. Урăх професси суйласси пирки шухăшламан та. Аттепе анне ман суйлава хирĕç пулмарĕç. “Хăвăн чĕрӳ ăçта туртать, çавăнта кай. Мĕнле пулсан та эпир сан шухăшупа килĕшетпĕр”, - терĕç.
Университетра пĕрремĕш курсранах манăн çул такăр пулчĕ. Педагогсем – Е.С.Нагорновапа О.Г.Узикова пулăшса пычĕç. Эпир, чăвашсем, университетра йĕркеленекен пур мероприятисене те хутшăнма тăрăшнă, - каласа парать Ирина Кашеева.
Университетра вĕреннĕ чухне Ирина çинчен илтмен мар. Ячĕ час-часах “Канаш” хаçат страницисенче те курăнатчĕ. Вăл тĕрлĕ тĕрленчĕксем, калавсем, студент пурнăçĕнчи сăнарлăхсене ярса паратчĕ. Хастар студенткăна иккĕмĕш курсран Ульяновск облаçĕнчи чăваш çамрăкĕсен канашĕн председательне суйлаççĕ. Студент пурнăçĕ чăннипех хĕрӳ иртет.
-Манăн вĕреннĕ вăхăтри пĕр минута та ахаль ирттерес килместчĕ. Студент пурнăçĕ пĕрре кăна пулать, çавăнпа пур çĕре те ĕлкĕрмелле тесе шутлаттăм. Ытти студентсемпе эпир чăвашсен мероприятийĕсене хутшăнса ертсе пынă, регионсем хушшинчи конкурссене хутшăнса çĕнтернĕ. Малашне ĕçре кирлĕ пулĕ тесе пилĕк хушма курсра вĕренсе çĕнĕ специализаци илнĕ, спорт секцисене те ĕлкĕрнĕ, спортклубра кикбоксинга çӳрерĕм. Вăхăт çитменни кăна кансĕрлетчĕ. Талăкра мĕншĕн 24 сехет кăна-ши тесе ӳпкелешеттĕм.
Çав вăхăтрах Ирина вĕренӳ тата тĕпчев ĕçĕсем пирки те манмасть. Пиллĕкмĕш курсра вăл “Изучение поэмы Гомера “Иллиада” в школе с применением современных педагогических технологий” наука ĕçне çырса конкурса хутшăнать. Облаçри аслă вĕрентӳ заведенийĕсенчи гуманитари наукине вĕрентекен факультетсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет. Халĕ унăн ĕçне Мускава янă. Çитес вăхăтрах конкурсăн тепĕр тапхăрĕ пулмалла.
Университета Ирина хĕрлĕ дипломпа пĕтерет.
Шкулта ĕçленĕ май, Ирина Николаевна университетра пĕлӳ пухнă тепĕр специальность пирки те манмасть. Вăл чăваш чĕлхипе литературин кружокне уçасшăн. Ачасене пухать. Директор та çак ĕçе ырлать. Çитес “Путенене” ачасене пуçтарса хатĕрлесе конкурса хутшăнасшăнах вăл.
Юлашки вăхăтра вĕрентӳçĕ ĕçĕн сумĕ чакнă май, педуниверситетран диплом илсе тухакансем шкула ĕçлеме каясшăнах мар. Ирина Кашеева кун пирки çапла калать: “Учитель профессине пилĕк çул вĕреннĕ пулсан – ĕçлесе пăхмаллах. Пĕр ĕç те çăмăл мар, çавăнпа пире укçа тӳлеççĕ те. Шкултан, ачасенчен хăрамалла мар. Ачасемпе ача пек пулма пĕлсен – шкулта аван”.
 
: 1165, Хаçат: 40 (1132), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: