Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чкалов ячĕллĕ Культура керменĕнче «Подводный флот России: прошлое, настоящее, будущее» ятпа курав уçăлчĕ. Ăна Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă уява халалланă.
 
Курава йĕркелекенсем – облаçри шывай флочĕн морякĕсен пĕрлĕхĕ (ертӳçи Николай Власов) тата атомлă энерги енĕпе ĕçлекен информаци центрĕ (ИЦАЭ).
Курава ИЦАЭ пуçлăхĕ Игорь Мандрашов уçрĕ.
- Çакăн евĕрлĕ анлă курав Чĕмпĕрте унччен пулман. Пирĕн тĕллев--çамрăк ăрăва Тинĕс çар, шывай флочĕсен историне каласа парасси, Аслă вăрçăра Тăван çĕршыва шывай флочĕ мĕнле хӳтĕленине, асаттесем мĕнле кимĕсемпе, çар хатĕрĕсемпе усă курнине кăтартса парасси.
Курав хăйăвне моряксен йăлипе «касрĕç». Хăю вырăнĕнче --хулăн сăнчăр. Урлă карса хунăскере пăхăр чана икĕ хут çапнă хыççăн тин сирчĕç.
Запасри иккĕмĕш ранглă капитан Александр Емелькин пухăннисене (ытларахăшĕ Суворов училищинче вĕренекенсем) куравпа паллаштарчĕ. Малтанах куç тĕлне тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ кимĕсем çинче çӳренĕ кивĕ ялавсем тĕл пулаççĕ. Çаплах орденсемпе медальсен, кăкăр паллисен стенчĕ сумлă вырăн йышăнать. Çамрăксене уйрăмах шывай кимĕ морякĕсем (А. Мордовкин, А Сапожников, А.Емелькин) тата ачасен пултарулăх çуртĕнчи техника кружокне çӳрекенсем ăсталанă кимĕсен моделĕсем кăсăклантарчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн тата хальхи вăхăтра шыв айĕнче çӳрекен моряксен гидротумĕсем (çулла, хĕлле тăхăнмаллисем) чылай.
Вăрăм сĕтелсем çинче навигаци приборĕсем, водолаз шлемĕсем, шыв айĕнче сывламалли аппаратсем, Тинĕс çар флочĕ çинчен тĕрлĕ авторсем çырнă кĕнеке-журнал тата харпăр архивра упранакан документсем, Тав хучĕсемпе Грамотăсем, çырусем.
Экспонатсемпе паллашнă хыççăн пурте мультимеди залне куçрĕç. Сăмах Димитровградри атомлă реакторсен ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн (НИИАР) тĕп сотрудникне, техника ăслăлăхĕн докторне Евгений Клочков профессора пачĕç. Вăл сарлака экран умне тăрса пирĕн Раççейре тата Çĕр чăмăрĕ çинче атом вăйĕн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа-кăтартса пачĕ, атомлă шывай флочĕн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ, нумай çĕннине пĕлтерчĕ.
- Раççее атом вăйĕпе тивĕçтерекен чи хăватлă реактор—Димитровградра. Вăл çĕршыври мĕнпур ядерлă энергетикăн 80 проценчĕпе танлашать,- терĕ Евгений Петрович.
Юлашкинчен пухăннисене Аслă вăрçă паттăрĕсем çинчен «Командир счастливой Щуки» илемлĕ фильм кăтартрĕç.
 
: 736, Хаçат: 18 (1316), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: