Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăхĕн вĕçĕнче Барăшра иккĕмĕш хут облаçри ача-пăча пултарулăх «Радуга» фестиваль иртнĕ. Унта Пасарлă Сăскан, Чăнлă, Николаевка, Вешкайма, Барăш районĕсенчи усрав çемьесемпе ача çурчĕсен çĕр ытла воспитанникĕ хутшăннă.
 
Ашшĕ-амăшĕпе ачасене малтан район пуçлăхĕ Сергей Кочетков саламланă. Фестиваль Барăш районĕнчи çемье кунĕпе пĕрле иртнине палăртнă.
Çемье уявне хутшăнакансем хушшинче Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан Лянкинсен усрав çемйи те пулнă. Вĕсем фойере ачасем тĕрленĕ, çыхнă, ӳкернĕ япаласемпе тата алăпа маçтăрланă теттесемпе пуканесен куравне йĕркеленĕ. Сцена çинчен «Хĕвел» ансамбль виçĕ номер кăтартнă: Çĕнĕ çул уявне паллă туни пирки сценка, «Ян-ян каять» юрă тата чăваш ташши. Куракансем виççĕшне те хытă алă çупса йышăннă. Жюри вара «Хĕвел» артисчĕсен ташшине хапăл тунă. Ачасем «Хореография» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсене диплом тата сувенир парса хавхалантарнă.
-Пирĕн пĕчĕк артистсем канмалли вăхăтра та канмарĕç, пĕтĕм халăха фойере чăвашла ташлаттарчĕç, - каласа пачĕ Е.Н. Лянкина.
 
: 772, Хаçат: 18 (1316), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: