Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мадуровсен çуртне кĕрсенех урайĕнче тĕрлĕ кире пуканĕсене, маччаран çакса хунă бокс миххине асăрхатăн. Пуçа çĕклерĕм те -- çакăнтах турник. Василий Леонидовичран: «Кам аппаланать кусемпе/» - тесе ыйтрăм.
Кил хуçи: «Хам аппаланатăп, ывăла та хăнăхтаратăп, - терĕ сывлăх сунса. -Маншăн спорт вăл – пурнăç. Эпир ывăлпа хĕлле ирхине пилĕк сехетре вăранатпăр та йĕлтĕр сыратпăр, унтан хир тăрăх виçĕ çухрăм чупса килетпĕр. Кайран эпĕ ĕçе каятăп, вăл – шкула. Çулла та кун сиктермесĕр çакăн чухлех чупатпăр. Спортпа аппаланнă хыççăн хама çамрăк вăхăтри пекех туятăп. Эпир çак çула çитсе аптекăран эмел туянса курман. Эпĕ çулла уйра тата вăрманта ӳсекен сиплĕ курăксене, чечексене пуçтаратăп та типĕтсе хуратăп. Вара хĕлĕпех çавсемпе усă куратпăр. Ку япалана мана атте вĕрентсе хăварчĕ. Спорт тата сиплĕ курăксем сывлăха тытса тăма питĕ пулăшаççĕ».
Унтан кире пуканĕсене илсе вылякалама пуçларĕ. Темле те аппалантарать вăл вĕсене. Паллах, куллен хăнăхмасан ун пек тăваймастăн.
Вăл кăçал 55 çул тултарать. Çуралма вара Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче (Тутарстан) йышлă çемьере çуралнă. Василий икĕ класс пĕтерсен Мадуровсен çемйи Чăнлă районĕнчи Васильевка ялне куçса килет. Арçын ача Хирти Репьевка ялĕн шкулне çӳрет. Васильевка ялĕ пĕтсен вара çемье кӳршĕ яла – Норовкăна куçса ларать. Василий сакăр çуллă шкултан вĕренсе тухсан Ульяновскри 2-мĕш училищĕре станоксем юсакан слесарь профессине алла илет. Автозаводра вăй хурать. Икĕ çул çурăран салтака илсе каяççĕ ăна – Германие лекет. Унта икĕ çул иртет.
Ĕнерхи салтак тăван ялне таврăнать те Аслă Нагаткинти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне сварщика ĕçе кĕрет. 1985 çулта çемье çавăрать. Сергей ывăлĕ – Мадуровсен питĕ вăрах кĕтнĕ ачи, вăл туй хыççăн 17 çултан тин çуралать. Çавăнпа тата хаклăрах вăл çемьешĕн.
Юлашки 22 çулне Василий Леонидович «Газпром газораспределение Ульяновск» уçă обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕнче вăй хурать. Чăнлă районĕнчи нумай яла газ кĕртет вăл ĕçлекен бригада. Чăваш ачи хăйне шанса панă тивĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа, юратса пурнăçлать. Шанчăклă çын вăл, çавăнпа пуçлăхсем те хисеплеççĕ ăна. Ун сăнӳкерчĕ-кне яланах Хисеп хăми çине кĕртеççĕ, Хисеп грамоти те темиçе. Ылтăн алăллă теççĕ Василий Леонидович пек çынсене. Вăл спорт ăмăртăвĕсене те яланах хутшăнать: кире пуканĕ йăтса, йĕлтĕрпе чупса облаçри «Газпром» тытăмĕнче призлă вырăнсем те пĕрре мар çĕнсе илнĕ.
Эпĕ хамăн пĕр сăвăра:
Ӳркенмен, ĕмĕр ĕçленĕ,
Хĕретмен чăваш питне,-
тесе çырнăччĕ.
Ку сăмахсем шăпах В.Л.Мадурова пырса тивеççĕ!
 
 
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 592, Хаçат: 18 (1316), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: