Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакци тĕпелне пирĕн пĕр вулакан кĕрсен питĕ çивĕч ыйту хускатрĕ. Хăйĕн аллинче – вĕри кукăль тултарнă хутаç.
«Мĕншĕн Чĕмпĕрте «Чăваш кухни» е «Чăваш апат-çимĕçĕ» текен пĕр суту-илӳ вырăнĕ те çук/ Акă Сентябрĕн 12-мĕшĕ урамĕнче çума-çумăн «Русская выпечка» тата «Татарская выпечка» киосксем хĕрсех ĕçлеççĕ. Унта яланах вĕри кукăль таврашĕ сутăнать, халăх черет тăрсах туянать вĕсене. Вырăссемпе тутарсем пĕçерсе ĕлкĕреймеççĕ... Мĕн, пирĕн чăвашсем кукăль пĕçерме манса кайнă-им/ Е ку ĕçе пуçăнакан усламçă çук-и/»-терĕ хăна тутар киоскĕнчен туяннă ырă шăршăллă вĕри кучченеçне сĕтел çине хурса.
Çакă чăнах та шухăша ячĕ. Ăста чăвашсем çук мар-ха. Кашни чăваш хĕрарăмĕ кукăль-хуплу пĕçерме маçтăр. Апла мĕншĕн никам та услам ĕçне пуçăнма васкамасть-ха/ Тен, вăл тупăшлă ĕç мар... Камăн йĕркелесе тăмалла-ха çакна/ Мĕншĕн Чĕмпĕре килсе тĕпленнĕ ытти халăхсен (еврейсен, азербайджансен, эрменсен,грузинсен, вьетнамсен, китайсен, украинсен, яппунсен) кăмпасем пек пĕрин хыççăн тепри кафе е ресторан уçăлать/ Тутарсене асăнмастăп та – вĕсен тахçанах пур. Пирĕн вара/ Ресторан, кафе тытакан ентешсем çук мар-ха, анчах вĕсен менювĕнче йăлтах вырăссен е китайсен апачĕ. Тен, чăвашсен апат-çимĕçĕ чухăнрах е начартарах...
Тĕплĕнрех тишкерер.
Чăваш апат-çимĕçĕ пирĕн патăмăра нумай ĕмĕр витĕр килнĕ. Аталаннă май тĕрлĕ çимене чăваш кӳршĕ вырăс, тутар, мари халăхĕсенчен курса, вĕренсе хăй енлĕ пĕçерме тытăннă. Чăваш апачĕ хăйнеевĕ-рлĕхне çухатман, тĕсĕсем расналанса та пуянланса çеç пынă.
Ĕçчен чăваш мĕн авалтан тыр-пул, пахча çимĕç акса тунă, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп ĕрчетнĕ. Вăрман пуянлăхĕпе те анлă усă курнă вăл: улма-çырла, кăмпа, мăйăр пуçтарнă. Çавăнпа апат-çимĕçĕ те тĕрлĕ енлĕ пулнă чăвашăн. Тулă тата ыраш çăнăхĕсенчен çăкăр, кукăль, пӳремеч, çӳхӳ, хуплу таврашĕ пĕçернĕ. Ăшлăхне кирек мĕнрен те тума пултарнă чăваш хĕрарăмĕ.
Хĕлле те чăвашăн пӳлми чухăн пулман. Аш-пăшран шăрттан туса хатĕрленĕ. Ăна çур çул та упрама пултарнă. Уяв сĕтелне яланах хуплу, тултармăш е шăрттан илемлетнĕ.
Сăра тăвас енĕпе вара чăваша çитекен пулнă-ши/ Çук та пулĕ. Кашни кил хуçи арăмĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ пулнă, салатне вара ял хĕррине лартнă ятарлă пĕчĕк çуртра черетпе хатĕрленĕ.
Çавăнпа та чăвашăн уяв сĕтелне чухăн тееймĕн. Паян та чăваш ĕлĕкхи рецептсене манман. Сăра та вĕретет, шăрттан тума та пĕлет. Анчах ăна кашни хăй валли хатĕрлет-çке, сутма мар. Ăçта тутанса пăхма пулать-ха чăваш апат-çимĕçне/ Шупашкарти суту-илӳ вырăнĕсенче, столовăйсемпе ресторансенче сăйланма май пур-ха... Чăвашсем тĕпленсе пурăнакан ытти хуласенче вара ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех-ши/
Ульяновскри Çĕнĕ хулара çулталăк каялла аш-пăшран хатĕрленĕ тавар сутакан «Санар» лавкка уçăлчĕ. Унта Чăваш Енри Вăрнар поселокĕнче туса кăларакан кăлпасси, шăрттан таврашĕ сутма тытăнчĕç. Йӳнех мар çими, анчах вăл чăн ашран тата хамăрăн – чăвашăн. Унăн продукцине чăвашсем çеç мар, ыттисем те юратсах туянаççĕ. Унсăр пуçне пирĕн облаçри киосксенче тата супермаркетсенче «Букет Чувашии» фирма туса кăларакан тĕрлĕ сăра сутăнать. Унăн пахалăхĕ ытти фирмăсеннинчен пĕрре те начар мар, ирттерет те.
«Акконд» фирмăн канихвечĕсене Раççей телеканалĕсем реклама параççĕ. Апла ку продукци те начар мар. Анчах ку таварсене йăлтах Шупашкар туса кăларать. Мĕншĕн Чĕмпĕр облаçĕнче (95 пин чăваш пурăнакан регионта) чăваш таварĕсем сутăнакан пĕр пĕчĕк киоск та çук/ Чăваш менювĕнчен тăракан кафе е ресторан пур-и/ Çук.
Юлашки 10-15 çул хушшинче Ульяновск хулине мĕнле кăна халăх килсе тымар ямарĕ пулĕ—пурте хăйсен ресторанне е кафене уçрĕç. Тĕслĕхрен: «Ереван», «Ашхана», «Баку», «Шеш-беш», «Хуторок», «Гопак», «Пекин», «Харбин», «Шафран», « Чайхана» тата ытти те. Вĕсен хушшинче чăвашла çырнине курасчĕ.
Ульяновск хулин çурçĕр пайĕнче «Наци ялĕ» пуласси пирки эпир темиçе хутчен те çырнăччĕ. Унта чăваш кил-çурчĕ те пулмалла. Унта – музей, кафе, хăна çурчĕ, лавкки... Çакăнта йăлтах чăвашла пуласса шанас килет.
 
: 765, Хаçат: 18 (1316), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: