Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни халăхăнах тăван чĕлхене юратса, ăна хӳтĕлесе, унпа мăнаçланса çырнă писательсемпе поэтсем пур. Вĕсен сăмахĕсем ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн та кивелмеççĕ, пачах урăхла, çĕнĕ саманара çĕнĕ тĕс илсе çамрăк ăру çыннисене халăхăн чи ырă йăли-йĕркине, унăн чĕлхине, çав шутра тăван халăха хăйне те упраса хăварма пулăшаççĕ.
1968-1973 çулсенче Дагестан халăх поэчĕн Расул Гамзатовăн «Мой Дагестан» ятлă икĕ кĕнекеллĕ проза хайлавĕ çапăнса тухнăччĕ. Ăна авар чĕлхинчен вырăсла Владимир Солоухин куçарнăччĕ. Çак сăрт-ту çĕршывĕ-нчи пĕчĕк халăхăн пысăк сăмах ăсти çырнă тĕрленчĕксенчи кашни йĕрке ăс пĕрчисемпе калама çук пуян. Сăввисем пирки те çакнах каламалла. Ку вăл ăнсăртран мар ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕ-нче унăн ашшĕ те Гамзат Цадас паллă поэт революционер пулнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕ-сенче шкулсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентмелли программăна хĕстерсе çитернĕ чухне мана уйрăмах Расул Гамзатовăн сăввинчи официаллă наци политикине яр уççăн хирĕçлекен çак йĕркесем хăйсен чăнлăхĕпе тата хăюлăхĕпе тĕлĕнтернĕччĕ:
Кого-то исцеляет от болезней
Другой язык, но мне на нем не петь.
И если завтра мой язык исчезнет,
То я готов сегодня умереть.
Вĕсем мана тӳрех Çеçпĕл Мишшин «Йывăр шухăшсем» сăввине аса илтерчĕç.
«Мой Дагестан» кĕнекере поэт тата çапла каланă:
«Для меня языки народов – как звезды на небе. Я не хотел бы, чтобы все звезды слились в одну огромную, занимающую полнеба звезду. На то есть солнце. Но пусть сияют звезды. Пусть у каждого народа будет своя звезда».
Тĕрлĕ вăхăтра пĕр-пĕрин çинчен пĕлмесĕр пурăннă икĕ поэт тăван чĕлхе çинчен пĕрешкел шухăшлă сăвăсем çырнă вĕт-ха. Çеçпĕл Мишшин тăван чĕлхе çинчен çĕкленӳллĕ çырнă сăввисем те пур. Куннехинче акă унăн сăвви хăйĕн тарăнлăхĕпе тата трагедилĕхĕпе татăклăн уйрăлса тăрать:
Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ/
Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ/
Е ют чĕлхесем ӳснĕ майĕ
Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ/
Е чăваш çынни, чăваш ялĕ
Сарлака çĕр çинчен çухалĕ/..
Апла пулсан чĕрем хыпса çунтăр,
Чĕрем хыпса çунса сив кĕл пултăр.
Сив кĕл хаяр çилпе вĕçсе пĕттĕр.
Сивĕ çапнă чуна вилĕм кĕтĕр.
Ват асатте çиллĕ тăвăл витĕр
Мана масар çине кайса чиктĕр.
Тăпрам çинче ĕмĕр çил улатăр,
Ватă йăмрасене суллатăр.
Вилтăпри вĕлтĕрен тăхăнтăр,
Пуçăм çинче çĕлен шăхăртăр.
Пирĕн вăхăтра ачи-пăчине хăвăртрах вырăс чĕлхине лайăхрах вĕрентес тĕллевпе тăван чĕлхе çине алă сулаççĕ. Чăннипе вара тăван чĕлхене пĕлни ют чĕлхесене вĕренме пĕртте чăрмантармасть, пач урăхла, пулăшать кăна. Çакна хăй вăхăтĕнче чăваш халăхĕн аслашшĕ, пирĕн Иван Яковлевич Яковлев пĕр хутчен мар: "Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс!" – тесе пусса палăртнă. Тăван чĕлхепе каланă сăмах вара пĕр-пĕрин патне хăвăрт çитет, этем чĕри патне тӳрĕ çул тупать. Халăх хăй сывă чух тăван чĕлхе нихăçан та пĕтмест. Тăван чĕлхене манăçа хăварма сĕнни вăл халăха вилĕм сунниех пулать тенĕ пирĕн патриархăмăр. Мĕншĕн тесен чĕлхе вăл хăй тĕнче, туйăмпа, ăнланупа, халăхăн мĕнпур чун пуянлăхĕпе çыхăннă. Иван Яковлевича илес пулсан вăл нумай халăх чĕлхине пĕлнĕ. Вырăсла, латинла, нимĕçле, грекла, французла, тутарла лайăх калаçнă.
Чĕлхене кĕве пек çиекен тепĕр пулăм – йăлари сӳрĕклĕх. Вăл тăван-пĕтене маннă манкурт сăмаха çывăх. Унашкал этемккесем те тĕрлĕ вăхăтра кашни халăхăнах пулнă, пур. Аса илер-ха вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн Константин Ивановăн «Хальхи самана» сăввинчи çак йĕркесене:
Анчах чăваш хушшинче
Чунĕ хытнă çынсем те
Тапаланма пуçларĕç.
Тăрса çапла каларĕç:
«Чаплă вырăн тупасчĕ,
Часрах улпут пуласчĕ».
Тĕрлĕ çутă тӳмешĕн
Тĕнки тухать ав лешĕн.
Чăвашла та калаçмасть,
Тăванне те астумасть:
Чĕри шăнса кайнă çав,
Чĕрĕ виле пулнă çав.
Тăван чĕлхе шăпи чăваш литературин тепĕр классикне, чăваш халăх писательне Çемен Элкере ĕмĕр тăршшĕ-пе канăç паман. 1917 çулта «Хыпар» хаçатра пичетлесе кăларнă хăйĕн «Ху чĕлхӳне ан хурла», «Пурнăçра икĕ япала кирлĕ», «Йывăр вăхăт», «Чăваш хаçачĕ», каярах 1960-мĕш çулсенче çырнă «Чăваш халăхĕ хăй телейсĕр пулни çинчен», «Çамрăксене хам çинчен» аса илĕвĕсенче чăваш хресченĕ-семпе çыннисене, çамрăксене ĕмĕрхи ыйхăран вăранма, пĕр шухăшлă пулма, чăваш хаçатне ытларах çырăнса илме йыхăрать. «Хам чăваш, ачасем - вырăс», «Чăваш йышĕ хăвăрт ирĕлет», «Утмăл çул тултартăм» статйисенче тăван литературăна юратма вĕрентет.
«Тăван халăха хисеплемелле, тăван чĕлхене лайăх пĕлмелле, - тет вăл пăшăрханса. – Хамăр тăван чĕлхене хамăр та юратмасан – ăна кам юратĕ тата/ Хамăр тăван халăха хамăр та хисеплемесен – ăна кам хисеплĕ-ха апла/»
И.Я. Яковлев хăйĕн Халалĕнче «чăваш хушшинчи пĕр-пĕр час-час тĕл пулакан килĕшӳсĕр ĕçе» асăрхаттарнă пекех, писательсем хушшинчи унашкал япалана та астутарать: «Халь пирĕн хăш-пĕр писательсем юлташĕн ӳсĕмĕ çине лайăх мар кăмăлпа хапсăнса пăхни те пур... Ку тĕрĕс мар! Ку вăл хăй кăна литературăра паллă вырăн йышăнса умра пыма хапсăннинчен килет».
Çирĕммĕш ĕмĕр варринче «Тĕрлĕ çутă тӳмешĕн тĕнки тухакан» тӳресен айăпĕпе чăваш чĕлхи çĕнĕрен хĕсĕнсе ларма пуçланăччĕ. Çавна май 1961 çулта Çемен Элкер КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.М. Ислюков патне çырнă çырăва халĕ те пăлханмасăр вулама çук. Çав çырура поэт чĕлхе кризисне пĕтерсе хурас тĕлĕшпе республика пуçлăхне ун чухне уçăмлăн калама юраман сăмахсене калать.
1999 çулта Чăваш Республикинчи Шупашкар район центрĕнчи Кукеç хулин пысăках мар типографийĕнче «Тăван сăмах – чăваш чĕлхи» ятлă пысăк мар брошюра çапăнса тухнăччĕ. Ку вăл – чăваш чĕлхи çинчен каланă ытарлă сăмахсен пуххи. Ăна филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ П.Н. Метлин пухса хатĕрленĕ. Çак ĕçе ЧР вĕренӳ министерствин ăслăлăхпа методика совечĕ çирĕплетнĕ. Тăван чĕлхепе чăваш халăхне çитес ăру çыннисем валли чăннипех те упраса хăварас тесен пирĕн классиксен ăслă шухăшĕсене мĕнпур чăваш ялĕсемпе хулисенче пурăнакансем патне çитерни кирли куçкĕрет. Асăннă брошюра пурĕ те 1000 экземплярпа тухнăскер, тахçанах сутăнса пĕтнĕ. Апла пулсан халĕ ăна çĕнĕ кăларăмпа пичетлесе кăларни И.Я. Яковлев пуçарнă «чăваш ĕçĕнче» специалистсене пысăк пулăшу панă пулĕччĕ.
 
: 610, Хаçат: 18 (1316), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: