Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кирек мĕнле ялта та Культура çурчĕ е пĕчĕк клуб та пулин пулмаллах. Шел, Чăнлă районĕнчи пур ял та Культура çурчĕ пуррипе мухтанаймасть. Кивулхашсем ку енĕпе телейлĕ темелле. Вĕсен пысăк, хăтлă кермен. Вăхăтĕнче кунта 50 çынран тăракан сумлă хор пулнă. Анатолий Марков ертсе пынипе вăл 1985 çулта «Халăх хорĕ» ята тивĕçнĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче çак хисеплĕ ята тепĕр хут çирĕплетнĕ. 1987 çултанпа Культура çурчĕн ĕçне Людмила Шываева ертсе пырать.
 
-Эпĕ ку яла килнĕ çĕре хор пурччĕ ĕнтĕ. Малтанах колхозра счетовод-кассирта ĕçлерĕм. Кайран библиотека ĕçне шанса пачĕç. Эпĕ хора çӳреме пуçларăм. Юрă-ташăпа ачаранах туслăччĕ,- каласа парать Людмила Михайловна.
Вăл Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Матак ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсенех хăй пурнăçне Чĕмпĕрпе çыхăнтарнă. Тăватă çул автозаводра сверловщицăра вăй хурать. Кив Улхаш ачипе çемье чăмăртасан ку ял уншăн тăван ял пекех пулса тăрать. Пултарулăхне кура ăна часах Культура çурчĕн пуçлăхĕн тилхепине шанса параççĕ.
-Юрлама пĕлни кăна çителĕксĕр пуçлăх ĕçĕнче. Çавăнпа та эпĕ1991 çулта Ульяновскри культура училищине вĕренме кĕтĕм. Куçăмсăр майпа виçĕ çул клуб ĕçĕсен режиссерĕн вăрттăнлăхĕсене алла илтĕм. Малтанах питĕ йывăрччĕ. Хор йышлăччĕ. Халĕ çирĕме яхăн юрăç. Вĕсен шутĕнче ача садне çӳрекенсем, шкулта вĕренекенсемпе çамрăксем те. Паян пирĕнпе Николай Мускин баянист ĕçлет. Кăмăллă, пултаруллă çын. Шел, ăна çур ставка çеç уйăраççĕ. Ĕçне вăл ставка çурăлăх та пурнăçлать. Ташă ушкăнĕ те пур пирĕн. Ăна Татьяна Эльмукова ертсе пырать,- каласа парать ертӳçĕ.
Татьяна Николаевна 1990 çултанпах вăй хурать кунта. Пултаруллă хореограф хорта та юрлать. Юрă ушкăнĕн шăнăрĕсенчен пуçлăх чи малтан Т. Эльмукова, С. Рахманова, Л. Пономарева, В.Имангулова, Н.Чугунова, И. Ванюшкина, Г. Микка юрăçсене асăнса хăварчĕ. Пултаруллă ачасенчен – Анастасия Унерке, Кристина Имангулова, Наташа Рахманова, Марина Сяськина, Яна Эльмукова, Софья Патькова, Полина Семеленова, Оля Шурекова, Наташа Суркова, Валентина Шарайкина ырă сăмахсене тивĕçрĕç.
Паллах, артистсен сăн-сăпачĕн чи курăмлă пайĕ – унăн тумĕ. Паян халăх умне тухакан тĕрĕллĕ кĕпесем вăтăр ытла çул каялла пăхма пит илемлĕ пулнă-ха. Тăтăшах тухса çӳренипе самаях сарăхнă, тĕррисем шупкалнă.
-Пире çĕнĕ кĕпесем кирлĕ. Районти ытти ушкăнсене йăлтах çĕлесе пачĕç. Пире кашни суйлав умĕн шантараççĕ – паян кунччен те çук-ха. Ачасене те çĕнĕ тум тăхăнтарсан илемлĕ пулĕччĕ. Хăвăр куратăр, облаçри сцена çине паян мĕнлерех чаплă кĕпесемпе тухаççĕ... Эпир час-часах концертсемпе çӳретпĕр – укçи-тенки йăлтах хамăртан тухать. Пирĕнпе ачасем те çӳреççĕ вĕт-ха, вĕсене çитермелле, ĕçтермелле... Йăлтах хамăрпа илсе çӳреме тивет. Шел, ун валли укçа-тенкĕ уйăрмаççĕ,- пăшăрханса калаçать Людмила Михайловна.
Темле пулсан та вăл çунатлă ĕмĕтсемпе пурăнать.
– Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче эпир ташлакансен пӳлĕмне йĕркене кĕртесшĕн. Унта тĕкĕрсем вырнаçтарасшăн. Ун валли каллех укçа кирлĕ. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та укçа патне пырса тăрăнатăн. Телее, пирĕн савăнăç та пулчĕ. Пире кăçал çĕнĕ насос тата çĕнĕ кăмака, счетчик лартса пачĕç,- тет йăл кулса ертӳçĕ.
Культура çурчĕ ял чиркĕвĕпе, ял тăрăхĕпе килĕшсе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Унччен Сергий аттепе, халĕ нумаях пулмасть килнĕ Владимир аттепе (вăл чăваш) çак ĕçе пĕрле туса пыраççĕ. Чиркӳри вырсарни шкулне çӳрекенсем нумай енлĕ аталанаççĕ: ал ĕçĕсем ăсталаççĕ, юрăсем вĕренеççĕ. Культура çуртĕнче куравсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ял халăхне кăтартаççĕ. Унсăр пуçне кунта çулсерен пĕртăван Майрабеевсен призĕшĕн спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ, вĕсем Шупашкартан артистсене илсе килсе ял халăхне савăнтараççĕ.
-Эпир «Жили-были в Алгашах» проект тăратнăччĕ. Ăна Чăвашкассинче ирттертĕмĕр. 250 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илтĕмĕр.
Манăн районти культура пайĕн пуçлăхне Валентина Фоминана тав сăмахĕ калас килет. Вăл кашни артистăн ятне тата хушаматне пĕлет, мероприяти хыççăн кашни артиста тав тăвать, - тет Людмила Михайловна.
Вăл Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ, районти культура пайĕн тата облаçри культура департаменчĕн, район администрацин наградисене тивĕçнĕ. Чи хакли – РФ культура министерствин Хисеп грамоти. Унăн сăнӳкерчĕкне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
Юлашкинчен вăл чун ыратăвне уçса пачĕ:
-Пирĕн ялсем ĕçчен, анчах культура мероприятийĕсене çӳресех каймаççĕ. Шупашкартан артистсем тӳлевсĕр концертпа килнĕччĕ – халăх пуçтарăнмарĕ. Ку енĕпе пирĕн чăвашкассисенчен тĕслĕх илмелле.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 658, Хаçат: 19 (1317), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: