Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
А.Салюкова (хĕр хушамачĕ Долгова) Мускавра çуралнă – ашшĕ-амăшĕ унта вăхăтлăха ĕçлеме кайнă пулнă. Нумаях та вăхăт иртмест – çемье тăван ялне Кивĕ Йĕлмелне таврăнать.
 
Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче Санькка акка тем те курнă: ултă çултах аннесĕр юлнă, вăхăчĕ-вăхăчĕпе выçă ларнă, тăхăнмалли пулман. Çапах та вăл çитĕнсе çитсен 10 çул тракторпа ĕçленĕ, пĕччен пурăнсан та пĕчĕк пӳрт лартма пултарнă.
-Ачалăхăм питĕ нушаллă килчĕ,- каласа парать 95 çулхи Александра Ананьевна. – Атте вербовкăпа Хабаровска тухса кайрĕ. Кăштă вăхăт иртнĕ хыççăн анне те унта кайрĕ. Часах вăл унта вилсе каять. Вара атте киле таврăнчĕ, анчах аванпа мар. Вăл, ĕçме вĕреннĕскер, пӳрте сутрĕ те каялла кайрĕ. Эпир, ачасем, урамра тăрса юлтăмăр. Пире кукамай хăй патне пурăнма илчĕ. Вăл вилсен вара аттепе пĕртăван акка – Татьяна – патне куçрăмăр, пире вăл пăхса ӳстерчĕ. Мĕнле кăна ĕç туман эпир! 12 çулта колхоз хирне çумланă, лашапа кĕлте турттарнă. Эх, пăвансем хытă çыртатчĕç те вара! Пĕррехинче 1 гектар та 20 сотăй çĕр çине вăкăрпа çĕрулми акрăм, сухапуçне веçех хам тытрăм. Аслисем мана йăрансене аван тăватăн тесе мухтанăччĕ. Вунвиççĕре пысăк алапа ыраш алама, тăпачăпа саккăрла çаптарма вĕрентĕм. Хамăн пахчана пӳлнĕ чухне тăватă кун пĕр арçынпа ĕçлерĕмĕр, хулăн пĕренесене вăрăм пăчкăпа иксĕмĕр çуртăмăр. Иртсе каякансем: "Хĕрарăм çурать-и/" - тесе тĕлĕнсе иртсе каятчĕç. Нуша тем тума та вĕрентрĕ мана.
1938 çулта пире, виçĕ тăлăх хĕре, Кивĕ Чукал МТСне тракториста вĕренме ячĕç. Кайран вара эпĕ 10 çул тимĕр шăллă урапаллă тракторпа ĕçлерĕм. Çапла аппаланкаласа пĕчченех хам валли пӳрт лартрăм. Унта 13 çул пурăнтăм. Мĕн кăна туман тракторпа: сухаланă, культиваци тунă, АМКОпа çапнă, комбайн, лафет сĕтĕрнĕ, арман авăрттарнă. Икĕ смена ĕçлеттĕмĕр. Канмалли кун та, уяв та пулман пирĕншĕн. Çулла – хирте, хĕлле МТСра – юсавра. Пĕррехинче Çимĕк кунĕнче ман тантăшсем вăрмана савăнма каяççĕ. Эпĕ вара тракторпа хирте ĕçлетĕп, ниçта та пăрахса кайма май çук. Чунăм кутсе килнипе, хурланнипе хир варрине чарăнса ларса йĕтĕм. Кивĕ Йĕлмел, Çĕнĕ Йĕлмел, Чăваш Çĕпрел хирĕсене эпĕ урлă-пирлĕ миçе хут тухман-ши! Трактора çавăрса тивертмеллеччĕ. Арçынсем эп тивертнине пăхса тăратчĕç те санра хăват пур, Санькка, тетчĕç.
Трактор çĕмĕрĕлесси те пулкалатчĕ. Пĕррехинче муфта уйăрма пăрахрĕ, педаль анса кайрĕ. Никамран та пулăшу кĕтмелли çук. Пралук тупса хамах юсарăм. Тепрехинче каçа хирĕç трактор сӳнсех кайрĕ. Курăнмасть, сивĕ. Çапах мĕн те пулин тумаллах. Карбюратора сӳтрĕм те - жиклер хĕсĕнсе ларнă. Шăнса кайрăм пулин те трактора тивертрĕ-мех. Кайран чирлемерĕм те.
Вăрçă вăхăтĕнче хĕлле виçĕ уйăха Санькка аккана Течче окоп чавма та янă. «Малтан çичĕ çухрăм сивĕре пăр тăрăх çуран каяттăмăр. Унтан кунĕпе выçăлла-тутăлла шăн çĕре чаваттăмăр. Пуçлăхсем хăйсем аш çиетчĕç»,- тет вăл ăна аса илсе.
Хутмалли пулманнипе пĕр килте виçĕ çемье пурăннине те астăвать вăл. Ун чухне çынсем масар çинчен хĕрессене касса килсе çунтарнă, шăнса вилесрен хăтăлма тăрăшнă.
Вăрçă çулĕсенче Саньккана Хусана çар заводне ĕçлеме те ăсатнă пулнă, анчах кăштах тăрсан унтан вăл тарса килет. «Фронт валли туса кăларнă тара (порох) миххе тултараттăмăр та йăтса кайса пĕр çĕре купаласа хураттăмăр эпир заводра. Тăрăшса ĕçленине кура пире хĕрарăм пуçлăх ниçта та ан кайăр, кайран вĕренме кĕртеп тесе калатчĕ. Укçине те йĕркеллех тӳлетчĕç. Анчах ман хама пăхса ӳстернĕ аккана чăтма çук курас килетчĕ, çавăнпа хамăр ял хĕрĕпе Никишкина Марьепе яла пăрахса килтĕмĕр. Ак хайхи – пире Хусантан шырама килнĕ! Тĕрмене хупасран пире вырăнта ĕçлекен Хатуматов Çинави (хамăр ял çынни) кăна хăтарса хăварчĕ. Пире, çамрăксене, шеллерĕ пуль. Тавах ăна!
Ялан ялта пурăннă Санькка акка 50 çула çитеспе Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен Ульяновска килсе тĕпленет. Ун пирки вăл çапла каласа парать:
-Мана, шавах пĕччен пурăннăскере, хамран 17 çул аслă арçынпа паллаштарчĕç. Ун арăмĕ вилнĕ, виçĕ ачи пур. Çапла вара Андрей Салюковпа пĕрлешрĕмĕр, унпа 12 çул кăштăртăтса пурăнтăмăр. Эпĕ радио ламписем тăвакан заводра ĕçлесе пенсие кайрăм. Арçыннăм вилнĕ хыççăн каллех пĕччен кун кунлатăп ĕнтĕ. Анчах эпĕ йăлт пĕччен мар, мана иккĕмĕш сыпăкри тăванăн хĕрĕпе ун мăшăрĕ – Мария тата Алексей Мресовсем -- кашни кун тенĕ пекех килсе пăхаççĕ: лавккаран апат-çимĕç илсе килеççĕ, апат пĕçерсе параççĕ, кил-çурта тирпейлеççĕ, мунча кĕртеççĕ. Пӳрте ăшă паракан пăрăхсем те кĕртсе пачĕç. Ырлăх халь. Мана тата мĕн кирлĕ!
 
: 694, Хаçат: 19 (1317), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: