Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнине халалланă регионти «Педагогика фестивалĕ» конкурсăн район тапхăрĕнче «Художественное слово» номинацире Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Геннадьевна Яргункина пĕрремĕш вырăн йышăннă.
 
Вăл жюри умĕнче ачаранпа юратнă тутарсен паллă поэчĕн Муса Джалилĕн «Варварство» сăввине чуна тивмелле каласа панă.
Жюри çĕнтерӳçĕсене тăватă номинацире палăртнă.
С.Г.Яргункина – учительсен династийĕнчен. Унăн амăшĕ Нина Владимировна Ледюкова çак шкулта ачасене 42 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Светлана Геннадьевна Яргункина (качча кайнă хушамачĕ) та 34 çул вăй хурать. Ултă çул каялла шкула унăн хĕрĕ Алеся Ивановна ĕçлеме килнĕ. Вăл та филолог. Пурĕ вĕсен çемйин педагогикăри ĕç стажĕ 82 çул.
- Атте, Геннадий Яковлевич Ледюков, колхоз председателĕ пулнă. Анне мĕнпур вăхăтне шкула панă. Ачаранпах çав шкул, кĕнекесен сывлăшĕпе ӳснĕ эпир. Мĕн хама астăвассах анне каçсерен сĕтел хушшинче тетрадьсем тĕрĕслесе ларатчĕ. Кун пек самантсенче ун çумне кĕрсе лараттăм. Хам аслă классенче вĕреннĕ чухне вара тетрадьсене тĕрĕслеме те пулăшнă. Икĕ сменăпа ĕçленипе тетрадьсем пайтах пухăнатчĕç. Анне эп вĕреннĕ класпа ĕçлеместчĕ. Професси суйласа илме мана вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Ольга Павловна Куянова пулăшрĕ. Ăна эпĕ питĕ юрататтăм. Урокра хуравласан е темăна каласа парсан мана ялан мухтатчĕ, сана çур сăмахран ăнланма пулать, вăт санран аван учитель пулать тесе хавхалантаратчĕ. Сочиненисем те аван çыраттăмччĕ, сăвăсем шăрçалаттăм. Юратнă учитель пек пулас килнипех пединститута кайрăм. Тăван яла хытă юратнипе каялла таврăнтăм. Ятарласа направлени хамăр шкула илтĕм. Халь ачасемпе ĕçленĕ май анне урока хатĕрленнине аса илетĕп. Вăл кăсăк грамматикăпа усă куратчĕ, ачасемпе урокра ирĕклĕ калаçу йĕркелетчĕ. Хуть те мĕнле темăпа калаçнă чухне вăл ваттисен сăмахне е пĕр-пĕр афоризм хушса хуратчĕ. Литература произведенийĕсен сăнарĕсене пăхса тухнă май пурнăçри тĕслĕхсем илсе парса çирĕплететчĕ. Сăнарсемпе пĕрле темле пысăк пурнăç пурăнса ирттернĕ пек туйăнатчĕ ун чухне. Вăл «Евгений Онегин» сăвăллă романа веçех пăхмасăр пĕлетчĕ. Хам та уроксенче аннен методикипе усă куратăп. Шел, халĕ уроксенче питĕ васкатпăр. Темăсене пăхса тухмалли сехетсем сахал, - каласа парать Светлана Геннадьевна.
Кивĕ Улхаш шкулĕнче патшалăхăн пĕрлĕх экзаменне çулсерен аван парса пыраççĕ, «иккĕ» илекенсем çук. Нумай балл пухакансем те пур, тĕслĕхрен, пĕлтĕр Наталья Суркова 89 балл пухнă. Вырăс чĕлхипе литературине юратакансем, хăйсен пурнăçне малашне çак ĕçпе çыхăнтарма шутланисем Светлана Геннадьевнан вĕренекенĕсем хушшинче чылай. Вĕсен хушшинче «Канаш» хаçата вулакансем лайăх пĕлекен Ирина Кашеева тата педуниверситетри вырăс чĕлхипе литература факультечĕн деканĕ çумĕ Ольга Узикова.
С.Г. Яргункинан класĕнчи пĕр стена ачасен çитĕнĕвĕсене кăтартать, кунта вĕсен грамотисемпе дипломĕсем. Пĕр пулăм кăна пăшăрхантарать вĕрентекене: юлашки çулсенче ачасем кĕнеке вулама пăрахни. Тен, çавна пулах патшалахăн пĕрлĕхлĕ экзаменне панă чухне литература предметне суйласа илекен çук.
Юлашки пилĕк çул Кивĕ Улхаш шкулĕнче вĕренекенсем районти тата регионти олимпиадăсенче малти вырăнсем йышăнаççĕ, районти сочиненисен конкурсĕ-сене хутшăнаççĕ. «Мĕн вăл маншăн Тăван çĕршыв/», «Эпĕ район пуçлăхĕ пулнă пулсассăн» тата ытти сочиненисен конкурсĕнче кивулхашсем пĕрремĕш вырăнсем илнĕ. Хăй вĕрентекен ачасем хушшинче педагог тĕрлĕ уявсем тĕлне сăвă калакансен конкурсне йĕркелет.
С.Г.Яргункина – пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен, Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, ĕç ветеранĕ, нумай çул Улхаш ял тăрăхĕн канашĕн депутачĕ пулнă. Вăл шкулти методика пĕрлĕхĕн тата профсоюз организацийĕн ертӳçи. Район тата область шайĕ-нче вырăс чĕлхипе тата литературипе иртекен олимпиадăсен комиссине кĕрет.
Светлана Геннадьевна хăйсен икĕ хĕрĕнчен пĕри – Алеся - йăх профессине малалла тăснишĕн, тăван шкулне таврăнса вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнишĕн питĕ савăнать. Иккĕмĕш хĕрĕ медицина енĕпе кайнă, Мускавра пурăнать. Виçĕ мăнукĕнчен пĕри те пулин династи ĕçне тата малалла тăсасса шанать.
 
: 687, Хаçат: 19 (1317), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: