Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуянрах çынсене Çĕпĕре ярасси пирки яла хыпар çитсен ман аттене – Николай Иванович Русскова (вăл 1905 çулхи) çăлса хăварас тесе 15 çултах авлантараççĕ, 15 çулхи хĕре илсе параççĕ. Ял тулашне çурт лартса уйăрса кăлараççĕ.
Пирĕн асаттепе асаннене тата вĕсен Петĕрпе Санюк ывăлĕсене вара Çĕпĕре ăсатаççĕ.
Фашистла Германи СССРа тапăнсан аттене вăрçа илсе каяççĕ. Анне пилĕк ачипе килте тăрса юлать. Выçлăх, çуклăх халăха çунтарать. Юрать-ха, пирĕн ĕне пулнă. Апла пулсан та ачасем сĕт, çу, çăмарта çисе курман – патшалăха панă, сурăх çăмне те памалла пулнă.
Ун чухне хĕлсем сивĕччĕ – 38-40 градус таранччен тăратчĕ. Чӳречесем пĕр хутлă, пасарса шăнса ларатчĕç. Ĕнене пӳрте кĕртсе сăватчĕç. Пăрăвĕ, сурăх путеккисем те пӳртреччĕ.
Краççын çук, хĕллехи çĕр вара вăрăм. Анне хăйă чĕлсе çутă тăватчĕ, хăйă çутипе авăрлатчĕ, çыхатчĕ. Хутмалли те пулман. Кӳршĕ-аршăпа пуçтарăнса колхоз хирĕсене эрĕм, хĕвел çаврăнăш аврисене пуçтарма каятчĕç.
Пирĕн анне чиркӳ прихут шкулĕнче тăватă класс вĕреннĕ. Вăл питĕ илемлĕ çыратчĕ, вырăсла та лайăх пĕлетчĕ. Анне час-часах каçпа пире кравать çине пуçтарса ларатчĕ, çиелтен ăшă витетчĕ те çветтуйсем пирки каласа паратчĕ. Хăш-чухне вара халапсене аса илетчĕ.
Анне хĕлле те, çулла та колхоза ĕçе кайнă. Манран аслисем шкула çӳретчĕç. Эпĕ вара, 3-4 çулхи ача, киле пĕччен юлнă. Чӳрече çине хăпарса тăраттăм та шăннă кантăка тутапа ăшăтаттăм. Вара урамалла пăхса тăраттăм. Пирĕн урампа (хирти урамччĕ) ун чухне кашни кун 1-3 виле масар çине илсе каятчĕç. Тупăкĕсене çуна çине хуратчĕç, çунине малтан вĕренпе иккĕн туртатчĕç, тепри хыçалтан тĕртсе пыратчĕ. Çапла пытарма кайнă. Ун чухне выçăпа та, чирпе те çемйи-çемйипе вилнĕ. Пытарма çынни те пулман.
Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн патра окоп чавакансем пурăнатчĕç. Вĕсем каçхине урайне улăм кĕртсе пăрахатчĕç те кăшт ăшăнсан çав улăм çинче çывăратчĕç.
Эпир, ачасем, тăхăнмалли пулманнипе кăмака çинчен анман, унтах çывăрнă, вăрансан та сивĕ урайне анман.
Пирĕн пӳрт хирелле пăхса ларатчĕ. Урампа кунĕпе те пĕр-икĕ çын кăна иртетчĕ.
Çулла урамра курăк çӳллĕ ӳсетчĕ, çур метр таран. Эпир çав чечексене татса сĕткенне ĕметтĕмĕр е çиеттĕмĕр. Пӳрт умĕнчи каçалăкра колхоз хирĕччĕ. Ун чухне кашкăрсем нумайччĕ. Пăхса тăнă çĕрте пӳрт умĕнченех хурсене тытса каятчĕç.
Ачасем валли вылямалли теттесем пулман. Эпир анкарти чавнă чухне тухакан чӳлмек е кантăк катăкĕсене пуçтарса вылянă. Тутăрпа саппунран пукане тунă.
Анне кăмака хутсан эпир çăварĕ умĕнче икерчĕ пиçессе кĕтсе пăхса тăнă. Анне пире: «Кайăр-ха кунтан!» - тесе хăваланине пĕрре те астумастăп. Пĕрремĕш çатми пиçсе тухсан пусма çине тухса аттене икерчĕ çиме кил тесе кăшкăрса чĕнеттĕмĕр. «Çапла чĕнсен аçу часрах вăрçăран çаврăнса килет», - тетчĕ анне. Эпир ăмăртмалла аттене чĕнеттĕмĕр.
Атте вăрçăран аманса таврăнчĕ. Килте пĕр-икĕ уйăх пурăнчĕ. Кайран Свияжск хулине ĕçлеме илсе кайрĕç. Унта вăрçă валли тем хатĕрленĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче ыйткаласа çӳрекенсем пайтахчĕ. Вĕсем хушшинче ачасем те.
Пĕррехинче пирĕн аннерен Витали ятлă ыйткалакан ача каç выртма ыйтрĕ. Анне килĕшрĕ. Выртма кăмака çумне урайне улăм сарса пачĕ. Тепĕр кун эпир вăраннă çĕре ку ача тухса кайнă.
«Витали выртнă çĕре ан пырăр-ха, кĕçех чукунра шыв вĕреме кĕрет, малтан урайне вĕри шывпа çуса илем. Витали кĕçĕр çĕрĕпе çывăраймарĕ. Кĕпине хывса çĕввисем тăрăх пыйтисене кăшларĕ, хыçаланчĕ», - терĕ анне.
Çакна курса ку ачана çитес шăматкун мунча кĕме килме чĕнтĕмĕр.
Пирĕн тăм мунчаччĕ. Касăри виçĕ килĕ пуçтарăнса ăна виçшер кун хутатчĕç.
Мунча кĕмелли кун Витали чăнах та килчĕ. Анне картишĕнче унăн çӳçне касса ячĕ. Çӳçĕ вăрăмланса шĕлепке пекех кĕççеленсе ларнăччĕ. Анне аран çав шĕлепкене хачăпа касса илчĕ. Çӳçĕ çинче пыйтăсем хĕвĕшетчĕç. Анне ăна мунча кăмакине пăрахса çунтарчĕ.Тумтирне мунчана вĕри чул çумне çакса хучĕ, хăйне тăхăнма тетен кĕпи-йĕмне пачĕ. Кун хыççăн Витали тата 3-4 хутчен пирĕн пата мунча кĕме килчĕ. Кайран çухалчĕ, урăх килмерĕ. Анне çав ачана шав аса илетчĕ, кĕтетчĕ. Вилес умĕн те аса илчĕ. «Çав Витали ăçта çӳрет-ши/ Тен, вĕренсе пысăк çын та пулчĕ пуль, килсе тăринччĕ халь ман ума»,- тесе вилсе кайрĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче шкулта вĕренме кĕнеке, тетрадь, ручка, кăранташ пулман. Астăватăп-ха, учителĕн кăна пĕр кĕнеке пурччĕ. Класс тулли ача.
Вунă-вунпĕр çулта эпĕ аннепе колхоз хирне çумлама çӳренĕ. Çумне пуçтарса пынă, каçпа таратайкăпа выльăхсем валли киле кӳнĕ.
Халĕ пурнăç аван. Хамăр кăна ватăлтăмăр. Пенси килех кӳрсе параççĕ. Самана кăна чипер тăтăр, ачасемпе мăнуксен сывлăхĕ пултăр!
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш ялĕ.
 
: 684, Хаçат: 19 (1317), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: