Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтелĕнче тăрăшуллă та ĕçчен хĕрарăмсем сахал мар. Раиса Петровна Тимиркинанах илер. Вăл Анат Тимĕрçентен качча килсе мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ӳстернĕ, мăшăрлантарса килтен вĕçтерсе кăларнă. Нумай çул дояркăра, шкулта техничкăра вăй хунă. Кăçал вăл 60 çул тултарнине паллă тунă.
-Мана çамрăклах йывăр ĕçре пилĕке авма тиврĕ. Ĕнисене кана-кана сума пулать-ха, тулли флягăсене те хамăрах йăтаттăмăр вĕт...Телее, хуçăлмарăмăр. Качча кайса ача çуратма юрăхлă пултăмăр. Упăшка крановщикра вăй хучĕ. Ялти мĕнпур фермăна вăл тунă тесен те йăнăш мар пулĕ. Шел, вăл вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Ачасене ӳстерме хуняма нумай пулăшрĕ. Пирĕн вăхăтра хальхи пек виçшер çул ача пăхса ларман вĕт... - тет Раиса Петровна.
Фермăран шкула куçсан вăл пилĕк техничкăран пĕри пулса тăрать. 22 çул ĕçленĕ вăл кунта.
-Эпĕ пуçланă çулсенче шкулта 210 ачаччĕ. Вăл çулсенче хальхи пек иккĕмĕш пушмак илсе çӳрес йăла пулман. Урам пылчăкĕ йăлтах шкула кĕретчĕ – атăсене çутарса кĕртнĕ пулин те. Çитменнине, столовăйпа туалет та урамраччĕ. Кашни переменăрах урама чупатчĕç. Эх, урай çуса тертленнĕ эпир вăхăтĕнче... Халĕ пачах урăхла. Ачасен шучĕ те чакса ларчĕ, 60 яхăн çеç тăрса юлчĕ, - тет вăл.
Халĕ Раиса Петровна тивĕçлĕ канура. Пĕр мăнукĕ Валерия ун патĕнче ӳсет. Ашшĕ-амăшĕ хулара. Хĕрача 5-мĕш класра вĕренет, ялта вăл 1-мĕш класранпах пурăнать. Килти хуçалăхра хаваспах пулăшать: кĕтӳ те кĕтет, урайне те çăвать, тирпейлет те, пулă тытма та çӳрет.
Калаçу пенси калăпăшĕ çине куçсан Раиса Петровна чун ыратăвне пытармарĕ.
-Эпир ирхи тăваттăра тăрса ĕçе тухса кайнă. Гектар-гектарĕпе чĕкĕнтĕр çумланă. Ачасемпе пĕрле виçшер хут та çумран тасатнă уйăрса панă йăрансене. Апла пулин те пире патшалăх чи пĕчĕк пенси шутласа пачĕ. Питĕ кӳренмелле çакă... Ялта ман пек сахал илекенсем татах пур,- терĕ вăл пăшăрханса. –Юрĕ, ачасем вилмех памĕç. Сывлăх çеç пултăр.
Аслă хĕрĕ Лена ял ачине Сергей Портнова качча кайнă. Вĕсем пысăк хуçалăхпа пурăнаççĕ, нумай выльăх усраççĕ. Ыттисен те йăлтах йĕркеллĕ. Çакă мар-и амăш телейĕ/
 
Чăнлă районĕ.
Пухтел ялĕ.
 
: 691, Хаçат: 19 (1317), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: