Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çыннăн – хăйĕн шăпи. Çавăнпа хамăн пурнăçăм çинчен – хуняма пире çемьеллĕ пурăнма паманни – пĕлтерес, чунăма уçас килчĕ.
Упăшка хваттер тара тытма килĕ-шменрен мăшăрлансан хуняма-хуняçапа пĕрле пурăнма тиврĕ. Хуняман хăтланăвĕсене веçех çырса кăтартаймăп, çапах хăшĕ-пĕрне асăнмасăр иртеймĕп. Ӳссе çитнĕ ывăлне амăшĕ сăпкара выртакан ача вырăнне хуратчĕ. Каçхи апата ларсан ун умĕнче тăпăртататчĕ. «Ывăлăм, ĕçре ывăнтăн пулĕ, чăхă тукмакне çи-ха. Тăрантăн-и/ Катлет ăшаласа парас мар-и/»- тесе тăратчĕ. Мана, кинне, хăйĕн ывăлне кӳлешетчĕ. Апатланнă вăхăтра та иксĕмĕрĕн хушша кĕрсе ларатчĕ. Эпĕ сăмах хушсан мана чаратчĕ, хăйĕн юмахне юптаратчĕ. Килте те, çын хушшинче калаçнă чухне те пĕртен-пĕр ывăлĕ пирки сăмах ваклатчĕ. Унăн тума пĕлмен ĕçĕ çук имĕш. Эпĕ вара упăшкапа виçĕ çул пурăнса вăл пăта çапнине те, пӳлĕмре мĕн те пулин çĕнетнине те курман. Хваттерĕнче ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ – балкона та чӳрече лартман, хĕлле юр вĕçтерсе тултарать. Урай хăми те чĕриклетет. Çакна курса тăрса ывăлне мĕншĕн мухтамалла-ши/ Ку çеç те мар. Миша икĕ çĕрте ĕçлет тесе янăратнăран хăлха йӳçетчĕ. «Пĕр пусĕ те курăнмасть. Мĕнле ĕçсенче тар тăкать-ши вăл/» – шухăшлаттăм ăшăмра. Пурăна киле унăн иккĕмĕш ĕçĕ çинчен пĕлтĕм – астармăш вăйă автомачĕн салонĕнче «пилĕкне авать» иккен. Пĕрремĕш ĕçĕнче панă мĕнпур укçана çавăнта кайса çилпе вĕçтерет.
Хуняма упăшкине те кӳлешетчĕ. Манăн унпа калаçма та юрамастчĕ. Пĕррехинче: «Пӳтсĕр хĕрарăм, кĕççе пит, эсĕ манăн икĕ чи çывăх çынпа выртса тăратăн»,- терĕ. Çав кунах япаласене пуçтартăм та хĕр пĕрчийĕ-ме çавăтса тухса кайрăм. Упăшкам таврăнма ӳкĕтлерĕ, килĕшмерĕм. Судпах уйрăлтăмăр. Çулсем иртсен малтанхи мăшăрăм пурнăçĕ çинчен пĕрлехи туссенчен ыйтса ĕлтĕм. «Аван» пурăнаççĕ иккен. Миша хăйĕн астармăш вăййисенчен уйрăлайман – 300 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. Хайхискере çавăншăн вĕлерес патне çитсен хуняма банкран кредит илнĕ. Халĕ çавна тӳлесе пурăнать. Пурăнччăрах.
Упăшкаран уйрăлнăшăн халĕ савăнатăп та. Уншăн хунямана тав тумалла-ши/ Хăй вăхăтĕнче вăл мана, йĕркеллĕ кинне, тем те пĕр каласа хăртман тăк упăшка пӳтсĕрлĕхне пула самаях нуша курăттăм. Ачаш ача çивĕч ыйтусене татса парасса, пурнăçа йĕркелессе шанма çук.
 
: 281, Хаçат: 19 (1317), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: