Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александр Павлов 49 çулта. Чăваш Енри Патăрьел районĕ-нчи Аслă Чеменре çуралнă. Нумай çул культура ĕçĕнче вăй хунă. Аварие лекнĕ хыççăн Самар облаçĕнчи Похвиçнĕ районĕнче пурăнать. 1-мĕш ушкăнри инвалид. Вырăнпах выртать. Сăвăсем çырать. «Хыпар» тата «Сувар» хаçатсенче пичетленнĕ.
 
ПУРНĂÇ ÇУЛĔ
 
Пурнăç çулĕ çывăх мар,
Утса тухма çăмăл мар.
Такăнсассăн çул çинче
Тăрса утма çăмăл мар.
 
Симĕс курăк çийĕнче,
Ĕнер кăна çӳреттĕм.
Чун аманчĕ çул çинче.
Ăçта халь çав вăхăтсем/
 
Манас çук эп иртнине,
Эп юрлаттăм чĕререн.
Тĕнче пиллет ырлăхне,
Ма манатпăр кунсерен/
 
Халь çыратăп сăвăсем
Куçăма шывлантарса.
Лăпланасчĕ чунăмăн
Тунсăха лăплантарса.
 
Çакă ырă çуркунне,
Хĕвел саврĕ ăшăтса.
Парнелерĕ шевлине,
Чун-чĕрене йăпатса.
 
Турă, тӳсĕм пар мана
Малти куна ирттерме.
Пурнăç ялан малалла,
Пурăнма çеç пĕлмелле.
 
ШУРĂ ХУРĂНСЕМ
 
Савнипе эпир утатпăр
Вăрмана, хурăнлăха.
Çак илемлĕхе куратпăр
Куç хывса тавралăха.
 
Çамрăк хурăнсем ӳсеççĕ,
Пĕринчен пĕри хитре.
Хĕвелпе вĕсем çиçеççĕ,
Вăй выляççĕ шевлипе.
 
Кайăксем хитре юрлаççĕ
Шăратса пур таврана.
Курăксем те ешереççĕ,
Çурхи çил савать чуна!
 
Шурă хурăн, шурă хурăн,
Савнă тусăм ман хитре.
Шурă хурăн, шурă хурăн,
Чун савни, эс ман пĕрре!
 
Малалла пĕрле çул пултăр,
Алăран алла тытса...
Пурнăç çулĕ тикĕс пытăр,
Пурăнар-ха юратса!
 
Самар облаçĕ,
Похвиçнĕ районĕ.
 
: 608, Хаçат: 19 (1317), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: