Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
у уйăхĕн юлашки вырсарникунĕ - СПИДпа вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Çакна халалласа облаçри СПИД профилактикин тата унпа кĕрешекен центрта пресс-конференци иртрĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Павел Де!гтярь уçрĕ.
-ВИЧ инфекцийĕн эпидемийĕ пирĕн облаçра 2000 çулта тытăннă. Унтанпа вăл самай сарăлчĕ. Юлашки кăтартупа регионти кашни 87-мĕш çын ВИЧ-инфекциллĕ. Кӳршĕ регионта, Самар облаçĕнчи Тольятти хулинче ав мĕнпур çыннăн 3 проценчĕ çак хăрушă инфекципе пурăнать. Пирĕн паянхи тĕллев – облаçри чир ертнĕ мĕнпур çынна тупса палăртасси, вĕсене пулăшасси тата чире малалла сарăлма чарасси, - терĕ министр.
Облаçри СПИД-центрăн тĕп тухтăрĕ Лилия Ибрагимова сăмахĕпе, 2000 çултанпа облаçра пурĕ 14231 çын ВИЧ-инфекци ертнĕ, вĕсенчен 150 ача. Хальхи вăхăтра 10235 çын пурăнать, çак тапхăрта 3984 çын чире пула çут тĕнчерен уйрăлнă, вĕсенчен 7 ача.
СПИД – ВИЧ-инфекцин юлашки, чи вăйлă тапхăрĕ. СПИД тапхăрне хальхи вăхăтра 2942 çын çитнĕ, вĕсенчен 10 ача.
Раççей Федерацийĕпе тата Атăлçи федераллă округпа вăтам кăтартăва илсенцццц Ульяновск облаçĕнче чирлекенсем 25-27 процент нумайрах. ВИЧ-инфекци сарăлнипе облаçра Димитровград, Ульяновск тата Çĕнĕ Ульяновск хулисем, Мелекесс, Майна, Чартаклă районĕсем малти вырăнсенче.
Чире ытларах ар хутшăнăвĕ тата наркотик янă чухне пĕр шприцпа усă курнă самантра ертеççĕ.
ВИЧ-инфекциллисенче н 50,1 проценчĕ 20-30 çулта, 23,8 проценчĕ – 30-40 çулта. Юлашки 2-3 çулта чире ытларах 30 çултан иртнĕ çынсем ар хутшăнăвĕ урлă (70 процент) ертеççĕ, Кăçалхи тăватă уйăхра чире 33 çын ертнĕ, вĕсенчен 8 çула çитмен хĕрача.
Облаçра ВИЧ-инфекципе пурăнакан çынран 61,2 проценчĕ – арçынсем, ыттисем – хĕрарăмсем.
Усал инфекципе чирлине пĕлсен çынсем хăйсем ăçта ĕçленине пытарма тăрăшаççĕ. Çавăнпа статистикăпа вĕсенчен 51,7 проценчĕ ниçта та ĕçлемест, 41,7 проценчĕ – ĕçлет. Ыттисем аслă, професси паракан тата вăтам шкулсенче вĕренекенсем.
Паяна облаçра ВИЧ-инфекциллĕ ашшĕ-амăшĕнчен 2466 ача çуралнă. Тĕрĕслев хыççăн вĕсенчен 1825-шĕ сывă, 150-шĕ чирлĕ пулни палăрнă. Пепкесенчен 423-шĕ хальхи вăхăтра учетра тăрать, 86-шĕ вилнĕ.
2014 çулта инфекцие пула 499 çын çут тĕнчерен уйрăлнă.
 
: 707, Хаçат: 19 (1317), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: