Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çурхи культурăсене акассипе пирĕн регион Атăлçи федераллă округра тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Ульяновск облаçĕнче мĕнпур лаптăкăн 3 проценчĕ кăна акмасăр юлнă.
Вăрманпа ял хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕн министрĕ Александр Чепухин сăмахĕ-пе, çурхи культурăсене 548 пин те 543 гектар çинче акнă. Ку мĕнпур лаптăкăн 97,1 проценчĕ.
Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Кузоватово, Мелекесс, Чăнлă, Чартаклă, Майна районĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене палăртнинчен ытларах акнă. Чăнлă, Мелекесс, Карсун, Майна тата Вешкайма районĕсем пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.
Ульяновск облаçĕнче кăçал 11 пин те 911 гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă, вĕсенчен Чартаклă районĕнче – 1 пин те 985 гектар, Чăнлă районĕнче – 8 пин те 757, Ульяновск районĕнче – 1 пин те 168.
Хĕвелçаврăнăш акасси те вĕçленсе пырать, хальлĕхе 170 пин гектар акнă.
 
Çветтуя халалласа – палăк
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Сăр районĕнчи Микула тăвĕ çинче Николай Чудотворец Çветтуя палăк лартма сĕннĕ.
Ăна çак Çветтуйăн уявĕ тĕлне уçма палăртаççĕ. Палăкăн проектне конкурс мелĕпе суйласа илĕç. Архитектурăпа хула хывакан департаментăн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, модель 70 сантиметртан çӳллĕ пулмалла мар. Ăна пластилинран е гипсран ăсталамалла. Чи лайăх проектăн авторĕ департаментăн дипломне тивĕçет тата палăка хăй аллипе ăсталаса лартма ирĕк илет.
Проектсене çĕртме (июнь) уйăхĕн 20-мĕшчен çак адреспа йышăнĕç:
432017, Ульяновск хули, Спасская урамĕ, 5-мĕш çурт, 42-мĕш кабинет* тел: (8422) 27-11-83.
 
Сăваплă ĕçшĕн – ырă сăмах
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Спаспа Вознесени аслă соборне тунă çĕрте пулăшакансене тав тунă.
«Пирĕн региона Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл килсе кайни облаçри тĕне ĕненекен пур çыншăн та тĕп пулăмсенчен пĕри, – тенĕ Сергей Иванович. – Эпĕ ку сăваплă ĕçе йĕркелекенсене, тĕллеве çывхартма пулăшнă çынсене, Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск митрополитне Феофана тата ытти пачăшкăсене чĕререн тав тăватăп».
Вырăс Православи Чиркĕвĕ тăратнă çын, сăваплă Патриарх Кирилл «Русснефть» общество пуçлăхне Михаил Гуцериева чиркĕвĕн тĕп наградине – иккĕмĕш пусăмлă «Мухтав тата Чыс» орденне парса чысланă. 250 миллион тенкĕ уйăрса нефтьпе газ компанийĕ ырă тунă тĕп тытăмсенчен пĕри пулса тăнă.
Собор тунă çĕрте курăмлă пулăшу «Глобус» обществăн генеральнăй директорĕ Алексей Батраков, «Дворцовый ряд – МС» обществăн генеральнăй директорĕ Олег Лебеденко, «Гулливер» обществăн директорсен канашĕн председателĕ Игорь Любченков, «СП ВИС-МОС» обществăн директорсен канашĕн председателĕ Александр Майер, «ТарИмпЭкс», «Газпром межрегионгаз Ульяновск», «Завод Трехсосенский» обществăсем кӳнĕ.
 
: 769, Хаçат: 20 (1318), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: