Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс район чăвашĕсем çураки вĕçленнине чысласа ирттерекен ĕмĕрхи уява облаçра чи малтан пуçларĕç. Çăвăн 23-мĕшĕнче Тури Мелекесс ялĕнче Акатуй иртрĕ.
Икĕ кӳршĕллĕ район (Çĕнĕ Малăклапа Мелекесс) çыннисем хресченĕн тĕп ĕç хатĕрне – сухапуçне тата çĕр ĕçченĕсене чысларĕç, вăйă картине тăрса юрă юрларĕç. Акатуй «Асран кайми аки-сухи» чăваш гимнĕпе пуçланчĕ. Петр Улюкинпа Георгий Борисов сцена умне сухапуç килсе хучĕç.
– Пирĕн район акана чи малтан вĕçлерĕ. Хамăр палăртнă пек 65 пин гектар çине тĕрлĕ культурăсене акса хăвартăмăр,- пуçларĕ салам сăмахне вăхăтлăха Мелекесс районĕн администраци пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Сергей Тойгильдин. – Йăхтăшăмсене çураки вĕçленнĕ ятпа саламлатăп, ăнăçу, сывлăх, тулăх кĕреке сунатăп. Эсир паянхи савăнăçлă уява тивĕçлĕ!
Çĕнĕ Малăкла район администраци пуçлăхĕ Ильяс Мухутдинов кӳршисене чи юратнă уявпа саламлама килнĕ. Ильяс Някитдинович хăй ертсе пыракан тăрăхра пурăнакансенчен кашни пиллĕкмĕшĕ чăваш иккенне пĕлтерчĕ. Паллă чăвашсен, вăрçăпа ĕç паттăрĕсен, орденсен тулли кавалерĕсен, вĕренӳпе культура ĕçченĕ-сен ячĕсене асăнса хăварчĕ, чăвашсенчен тĕслĕх илмеллине пĕлтерчĕ.
Çаплах Мелекесс район пуçлăхĕ Сергей Тимошенко, районти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн секретарĕ Александр Кочемазов, УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов, пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» обществăлла юхăмăн Ульяновск облаçĕнчи сопредседателĕ Олег Мустаев, Димитровград Хули Думин депутачĕ Николай Иванов, Çĕнĕ Майна хула тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Сутягин, Тури Мелекесри Михаил архангел чиркĕвĕн настоятелĕ Христофор атте, УОЧНКАн районти уйрăмĕн ертӳçи Валентина Киргизова, Димитровградри хисеплĕ чăваш Владимир Чигаков саламларĕç. Вĕсенчен пĕри те пушă алăпа килмен -- вырăнти хастар чăвашсене Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем, парнесем пачĕç. «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов Акатуй çыннисене хаклă парнесем парса савăнтарчĕ: вăл Ульяновскран чăвашла хаçат-журнал, кĕнекесен пуххисене илсе килнĕ. Кунта ачасем валли те кучченеç çителĕклех. Владимир Сваев мелекессемпе çĕнĕмалăкласене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Олег Мустаев икĕ район пуçлăхне çичĕ чĕлхепе тухнă «Нарспи» поэмăна парнелерĕ.
Районти ял-хула тăрăхĕсем «Чăваш кил-çуртне» илемлетнĕччĕ. Хастарçăсем наци тумне тăхăннă, чăваш апат-çимĕçне пĕçерсе, кăпăклă сăра вĕретсе килнĕ. Сăмавар лартнă, сĕтел хатĕрленĕ. Çĕнĕ Майна, Тиинск, Лебяжье, Новоселки ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ тарават хуçасем хаваспах хăнасене сăйларĕç.
Уяв ертӳçи Ирина Иванюкова «Салампи» конкурс пуçланасси пирки пĕлтерсе халăх умне сакăр чăваш хĕрарăмне ертсе тухрĕ. Сцена çинче тум, чăваш апатне пĕçерме пĕлес, юрă-ташă, сăвă-такмак калас тĕлĕшпе пултаракансен хĕрӳ ăмăртăвĕ тытăнчĕ. Эврелĕнче пурăнакан «Телей» ушкăн солисткине (вăл виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ) Александра Волкована никам та кăçал çăвăн (май) 9-мĕшĕнче 70 çул тултарнă тееймест. Пĕвĕ-сийĕпе те, юрри-калаçăвĕпе те вăл вăтăртисенчен ирттерет. Ун çинче – илемлĕ те пуян чăваш çи-пуçĕ. Сасси янăравлă, алли – ылтăн. Оксана Ильмухина (иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ) Çĕнĕ Малăклара пурăнать, «Пилеш» юрă ушкăнне çӳрет. Унăн виçĕ ача тата виçĕ мăнук. Кукамăш кĕпине тирпейлĕн упраса пурăнать Оксана Федоровна. «Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн» юрă парнелерĕ вăл куракансене. Валентина Ванюкова (пĕрремĕш вырăна тухрĕ) Упамсарта (Çĕнĕ Малăкла районĕ) пурăнать, 25 çул ачасене шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсене, «Канаш» хаçата вулама юратать. Вăл шӳтлĕ калава ĕненмелле «вуланă» хушăра пурте хырăмĕсене тытса кулчĕç. Çири шурă пиртен çĕленĕ авалхи чăваш кĕпине – пăянамăшне хăйĕн пăянамăшĕ, пăянамăшĕ хăйĕн кинне, Валентина Петровнана, парса хăварнă -- çамрăксем тытсах пăхрĕç. Конкурса хутшăннă хĕрарăмсенчен кашниех парнене тивĕçрĕ: Тӳтелтен (Филипповка) килнĕ Татьяна Якушова та, Упамсар ялĕнчи Ольга Янкова та, Тури Мелекесс арăмĕ Валентина Нюкеева та, Димитровградри Светлана Ларионовапа Тамара Кошкина та.
Кире пуканне 30 хут йăтса пĕрремĕш вырăна Денис Хветте (Тури Мелекесс) тухрĕ. Димитровградран килнĕ Николай Карюкин (20 хут) – иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ, Сергей Соловьев – виççĕмĕш.
Вырăнти ачасене тĕнпе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ăс паракан «Радуга» центра паян 15-19 ача çӳрет. Вĕсем юрлама, калаçма вĕренеççĕ, ăмăртусенче çĕнтереççĕ. Хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ачасем Акатуйăн тĕп сцени çинче кăтартрĕç. Ăста юрларĕç-ташларĕç вĕсем, спорт вăййисене те хавхалансах хутшăнчĕç.
Тури Мелекесс çыннисем чăваш юррисене илтесшĕн, ташшипе киленесшĕн килнĕ. Вĕсен кăмăлне Димитровградри «Савăнăç» халăх юрă ушкăнĕ (пултарулăх ертӳçи – Ирина Иванюкова), Эврел çăлтăрĕсем – «Телей» фольклор ушкăнĕ (Петр Улюкин), Çĕнĕ Малăкларан килнĕ «Пилеш» юрă ушкăнĕ (Ирина Иванюкова), Упамсарти «Илемпи» ушкăн (Ольга Янкова), Çĕнĕ Майна Культура çуртĕнчи ветерансен хорĕ, Çĕнĕ Майнăри ача-пăча ӳнер шкулĕнчен килнĕ «Зоренька» ташă ансамблĕ (Наталья Гаврилова) çĕклерĕ. Мелекессене Ульяновскран килнĕ «Эревет» халăх юрă ушкăнĕ те (Станислав Толстов) савăнтарчĕ.
 
: 763, Хаçат: 20 (1318), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: