Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сергей Морозов чĕннипе Ульяновск облаçне Мускавпа пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл килсе çитрĕ.
 
Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче чĕрĕлсе тăнă Иисус Христос çӳл тӳпене çĕкленнĕ кун уявĕнче Вырăс Православи Чиркĕвĕ тăратнă çынни, Сăваплă Патриарх Кирилл Спаспа Вознесени аслă соборне сăваплатнă, уяв кĕллине тунă, Ульяновскăн тин çутатнă чиркĕвĕнче тĕн литургине ирттернĕ.
Спаспа Вознесени аслă соборĕнче кĕлĕ тума ирхине 8 сехетре пуçланă. Унта виçĕ пин ытла çын хутшăннă. Тĕн литургине ирттернĕ хыççăн Сăваплă Патриарх Кирилл Турра ĕненекенсене ырă ĕçсем тума чĕнсе каланă. «Тин çеç çĕкленĕ е тĕпрен юсаса çĕнетнĕ чиркӳсене сăваплăтнă чухне яланах пĕр-пĕр Турă çурчĕ çак вăхăтра пурăнакан ăрăвăн шанăç палăкĕ пулса тăрасси пирки шутлатăп», – çирĕплетнĕ Патриарх.
Чиркĕве сăваплатнă Çын Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра собора çĕкленĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнăшăн тав сăмахĕ каланă. «Строительство ĕçĕсем пынă хушăра Сергей Иванович хавхалантараканĕ, нумай вăйсене ĕçлеттерекен тĕп мотор пулнине пĕлетĕп. Паян эпир хамăр умра çĕнелнĕ чаплă собора куратпăр», – тенĕ вăл. Мускавпа пĕтĕм Раççей Патриархĕн Кирилăн хушăвĕпе регион пуçлăхне Вырăс Православи Чиркĕвĕн Преподобнăй Сергий Радонежскийĕн иккĕмĕш пусăмлă орденне панă.
– Ку чиркӳ 20 çул хушши чул çумне чул хушăнса çĕкленчĕ. Собор регионшăн тĕн аталанăвĕн пысăкран пысăк центрĕ пуласса ĕненетĕп, – палăртнă Сергей Морозов.
Çăвăн 21-мĕшĕнче Вырăс Православи Чиркĕвĕ тăратнă çын Ульяновскри Воскресенипе Герман чиркĕвĕнче каçхи кĕлĕ ирттернĕ. Унсăр пуçне вăл Аслă вăрçă çулĕсенче пуçне хунă паттăрсене асăнса кĕлĕ тунă, ĕмĕрлĕх вут-çулăм умне чечек çыххи хунă, çаплах Сергий Патриарха асăнса лартнă стелăна сăваплатнă.
 
: 781, Хаçат: 20 (1318), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: