Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Совет Союзĕн Геройне И.В. Ильгачева халалланă Чăваш чĕлхи кунĕ-нче Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнчи вăрçă тата тыл ветеранĕсене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медалĕпе наградăларĕç. Çак пысăк хисепе тивĕçнисенчен пĕри Анна Васильевна Хурасева пулчĕ.
 
Чăваш хĕрарăмĕ 1930 çулхи кăрлач уйăхĕнче çак ялтах çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул вăл вунпĕр çулхи хĕрача пулнă.
-Ун чухне эпир ачалăхпа киленсе пурăннă. Вăрçă тапраннă кун та юлташ хĕрачасемпе урамра выляса çӳреттĕмĕр. Усал хыпара илтсен тӳ-рех киле чупрăмăр. Аттене салтака илсе кайнине манаймастăп. Пире Кăлаткăпуçнех илсе кайрĕç. Анне пыраймарĕ, вăл йĕрсе выртсах юлчĕ. Аттене машинапа ăсатса ятăмăр. Килте асаттепе асанне, аннен виçĕ ачи юлтăмăр. Темĕн те ĕçлеме тивнĕ вăл вăхăтра. Аннене пур енчен те пулăшнă. Вăл питĕ ĕçченччĕ. Пире пĕрре те выçă лартмарĕ. Хĕл кунĕсенче шкула каймасăр та ларман, вĕреннĕ. Тетрачĕсем сахал пулин те шкулта сивĕпе ĕнтĕркесе ларнине астумастăп. Учителĕ те чăваш, питĕ ырăччĕ. Çулла колхоз хирĕнче аннесемпе тан ĕçленĕ. Пăрçа çăлма кайсан (пăрçана çавапа çулман, алăпа тăпăлтарнă) пĕрле апат илеттĕмĕр. Паклашкăсене шыв тултараттăмăр. Киле килнĕ чухне çавăнта пăрçа тултарса килеттĕмĕр. Ыйтмасăр илнĕ ĕнтĕ, тĕрĕссипе, вăрланă. Ан вăрлаччăр тесе бригадир юриех хире тухса ĕçлекенсен кĕсйисене тĕрĕслетчĕ. Ман çапла, хăранипе пулмалла, бригадир умне паклашкă тухса ӳкрĕ те çурăлса кайрĕ. Чĕтретĕп. Нимĕн те тумарĕ, ячĕ. Çакăншăн тĕрмене те хупма пултарнă вĕт. Аннене окоп чавма илсе каятчĕç. Интереслĕ хăтланнă, пирĕн ялсене кӳршĕ ял çумĕнче окоп чавтаратчĕç, вĕсене – пирĕн ялта. Аннен чĕчĕ ачи пур пулсан та окоп чавма -хăвалатчĕç. Пĕчĕкскере 70 урлă каçнă асанне тата эпир пăхаттăмăр. Пурĕпĕр вăл чирлесе вилчĕ. Атте вăрçăран çыру çырсах тăратчĕ. Вăл артиллерире пулнă пулмалла. Лашапа тупăсем патне снарядсем турттаратăп тетчĕ. Вăл аманса пĕр хутчен килте пулса килчĕ. Вăрçă пĕтсен ултă çултан тин таврăнчĕ, - аса илет Анна Васильевна.
Вăрçă пĕтнĕ куна та вăл манман. Çав кун юлташ хĕрĕ патне выртма кайнă пулнă. Лешĕн амăшĕ килте пулман. Хĕр тантăшсем çурхи каç çĕрĕпе юрă юрласа, сăвă каласа ларнă. Вăрçă часрах пĕттĕр тесе кĕлтунă.
-Те пирĕн сăмаха илтрĕ Турă. Ирпе вăрантăмăр та: «Мир!» - тесе кăшкăраççĕ. Пит хавхалантăмăр, - тăсатпăр калаçăва.
Çичĕ класс пĕтерсен Анна Васильевна колхозра учетчик пулса ĕçлеме тытăнать. Кайран счетоводăн пулăшаканĕнче, колхоз правленийĕнче кассирта ĕçлет.
«Аван иртрĕ пурăнăç хĕрĕн ашшĕ килĕнче», – тет Константин Иванов «Нарспи» поэмăра. Анна Васильевна хăйĕн пурнăçĕ пирки те çавнах калать.
- Ман çӳрекен каччă пурччĕ, Хусана вĕренме кайнăччĕ. Мана ялта пăсса качча кайнă терĕç. Унччен калаçса курман çынпа пĕрлешрĕм, хамах кайса лартăм вĕт.
Тутăра туртса илчĕç – çавна тавăрма тесе кайрăм та юлтăм. Анне илме килсен киле таврăнмарăм. Çапла Петр Хурасев арăмĕ пулса тăтăм. Атте пире пиллемерĕ, туя никама та ямарĕ. Мĕнле пулсан та аван пурăнтăмăр, упăшка хытă юрататчĕ. Ĕçлеттерместчĕ те. Кил таврашĕнчи ĕçсемпе кăна аппаланаттăм. Пилĕк çулсăр ача çуратаймарăм. Кайран вара виçĕ ача çут тĕнчене килчĕ. Халĕ ватлăх кунĕсене икĕ ачапа ирттеретĕп: икĕ инвалидпа. Аслă хĕр вĕренсе тухса ĕçлесен, 23 çула çитсен, пуçпа чирлерĕ, Карамзин ячĕллĕ пульницара темиçе хутчен те выртса тухрĕ. Халь ун пурнăçĕнче кил те пульница кăна. Ывăлăм авлансан, ача-пăчаллă пулсан ĕçке ерчĕ. Ман патра пурăнать. Ăçта яран/ Кунĕн-çĕрĕн ĕçет. Çавăнпа эп ăна инвалид тетĕп. Тепĕр хĕр Ульяновскра пурăнать. Мухтав Турра, аванах. Мăшăр çĕре кĕчĕ ĕнтĕ. Ачасемшĕн кулянса пуç та ĕçлеми пулчĕ. Кăмăллă мар эп хамăн паянхи пурнăçăмпа. Турра шанни кăна пурнăçа тăсать. Никам та ан куртăр ман пурнăçа, - тет куççульне шăлса А.В. Хурасева.
 
: 426, Хаçат: 20 (1318), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: