Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ватăсем каласа панă тăрăх, ĕлĕк-авал тĕпленнĕ чăвашсем хушшинче Ылтăн урта çыннисенчен хура вилĕм чирĕ (чума) сарăлнă.
 
Çак хăрушă чирпе вилнĕ çынсене Сала (Чириково) вăрманĕ патнех кайса пытарнă, масар йĕри-тавра канав чавса çирĕп юман йывăçĕсене лартнă. Нумай çул иртсен – революци вăхăтĕнче (1918 çул) – çынсем икĕ ытамлă паттăр юмансене касса Чĕмпĕр хулине пăравуссен кăмакине хутма лашасемпе турттарнă.
Каярахпа масар вырăнĕ улшăннă. Пурăна киле вилесене çывăхарах пытарма тытăннă. Анат Тимĕрçенĕн пĕрремĕш масарĕ ял хĕрринче – Хурамал енче – пулнă. Ватăсенчен пĕри В.Ф. Элли каласа панă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çак масар вырăнĕнче Кивьял çыннисем лаша вити тунă пулнă. Пусă чавма тытăнсан вилнĕ çын шăммисем тухнипе урăх нимĕн тумасăрах витисене пăсса кайнă.
Ĕлĕкхи йăлапа ялта масарсене 40 çула уçнă, унтан урăх çĕре куçарнă. Анат Тимĕрçенти иккĕмĕш масар Анат Тимĕрçенпе Вăта Тимĕрçен хушшинчи пĕчĕк çырма хĕрринче – хĕвелтухăç енче – вырнаçнă. Масар лаптăкĕ икĕ пайран тăнă: хĕвеланăç енне Вăта Тимĕрçен çыннисене пытарнă, хĕвелтухăç енне – анаттимĕ-рçенсене. Вăта Тимĕрçенсен лаптăкĕ пысăкрах (ялĕ те пысăкрах пулнă). Икĕ ял масарне канав чавса уйăрнă, вăл халĕ те паллă. Ку тĕле масар çинче 1 тимĕр хĕрес кăна сыхланса юлнă. Ăна Анат Тимĕрçенти К.К.Имулин Аслă вăрçăран килсен ашшĕн вил тăпри çине лартнă. Хĕрес шăтăкне чавма саккăрти ывăлĕ Анатолий те пулăшнă. Хĕресне Тимĕрçен МТСĕнчи юсав мастерскойĕнче трактор плугĕн пайĕсенчен тунă. Халĕ çак масар вырăнĕнче çаран.
Тата 40 çул иртсен (1911 çулта) хальхи масара уçнă. Вăл ялтан инçех мар - çурçĕр енче вырнаçнă. Малтан унта 6 уйăхри пĕчĕк хĕрачана пытарнă, иккĕмĕшне – Мут Михали тенĕ çынна. Арçын пулнипе ăна масар пуçлăхĕ тесе йышăннă. Масар пуçласанах ун йĕри-тавра канав чавма ялти кашни çемьене уйăрса панă. Тата 40 çул иртсен (1951 çулта) урăх çĕре куçас вырăнне масара сарма йышăнаççĕ.
1960 çулта колхоз кунта йывăçран пĕчĕкçĕ хурал пӳртне лартнă. Хĕллехи сивĕ çанталăкра çынсене кĕрсе ăшăнма каланккă та тунă. Пӳртре турăшсем, шăтăк чавмалли хатĕрсем: пуртă, лумсемпе савăлсем, вилене йăтмалли наçилкка упраннă.
1967 çулта масар лаптăкне йывăç штакетниксемпе карса илеççĕ. Çак ĕçе ертсе пыраканĕ – И.П.Хованский. Масара ял халăхĕ тасатса, тирпейлесе тăнă. Хастарсем П.В.Киски, И.П.Хованский пулнă.
1993 çулта ял совет председателĕ Н.Л.Ваштахов масар тавра тимĕр карта тыттарать. Çав çулах хурал пӳртне кирпĕчрен каланккăпах туса лартаççĕ.
Масар лаптăкне ял çыннисен халĕ те тирпейлесе тăраççĕ. Ку ĕçсене ял администрацийĕ (пуçлăхĕ И.В. Мартынов) ертсе пырать.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 388, Хаçат: 20 (1318), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: