Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе – К.В.Иванов çулĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм чăваш тĕнчи вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ, чăваш генийĕ çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăвать.
 
Чăваш генийĔ Çурални
Константин Васильевич Иванов Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1890 çулхи çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче (кивĕ стильпе 15-мĕшĕнче) çуралнă. Пĕр эрнерен ăна шыва кĕртнĕ.
Ун ашшĕ – Василий Николаевич ĕçчен те пуян çын пулнă, ялта ăна Ваçинкка тенĕ. Вăл ачисене вĕрентме тăрăшнă. Çичĕ çултах çăпата тума вĕреннĕ Кĕçтене саккăр тултарсан ялти пуçламăш шкула янă. Виçĕ çултан Пелепейри хула училищине вырнаçтарнă, унта пурне те тенĕ пек вырăсла вĕрентнĕ. Çавăнпа чăваш ачине унта кăмăла кайман, ун чăвашла вĕренесси килнĕ.
 
СлакпуÇĔнчен – ЧĔмпĔре
1903 çулта вара К.Иванов Чĕмпĕр чăваш шкулне килсе вырнаçать. Ун малашнехи пурнăçĕ, пултарулăхĕ пĕтĕмпех И.Я.Яковлев уçнă шкулпа çыхăнать. Ку шкул ун чухне Раççей империйĕнчи чăвашсем валли семинари йĕркипе ĕçлекен пĕртен-пĕр вĕренӳ çурчĕ пулнă. Ăна халăхра Чĕмпĕрти «чăваш лицейĕ», «пирвайхи чăваш университечĕ» тенĕ. Вĕренекенсем ăна йĕркелесе ертсе пыракан И.Я.Яковлева «асатте» тенĕ. Пушкăрт чăвашĕ унта малтан шкул ачи пулнă, кайран хăй те вĕрентӳçе тухнă. Çакăнта вăл хура халăха патша пусмăрĕнчен, кивĕ йăласенчен хăтăлма чĕнсе калакан тĕрĕслĕхпе ирĕклĕх йыхравçи пулса тăрать.
К.В.Иванов халăхсен асне, ĕмĕрсен историне «Нарспи» поэма çырса кĕрсе юлчĕ, чăваш литературин никĕслевçи тата поэзийĕн классикĕ пулса тăчĕ. Ку поэмăна ултă çын вырăсла куçарнă: А.Петтоки, В.Паймен, П.Хусанкай, Б.Иринин, А.Жаров, Н.Кобзев. Каярах ăна тĕрлĕ çыравçă тĕнчери çирĕме яхăн чĕлхене куçарнă. Çав шутра акăлчанла, итальянла, нимĕçле, пăлхарла, венгрла, азербайджанла, туркăлла, украинла, якутла, тутарла...
«Нарспи» – чăннипех чăваш чунне çывăх хайлав, ун темиçе йĕркине те пулин кашни чăваш пăхмасăр калама пĕлет. Чăваш ачин хайлавĕ чĕлхе чиккисене сирме пултарчĕ, ытти çĕршывсен анлăшне тухрĕ. Тĕпчевçĕсем ку поэмăна чăваш халăх пурнăçĕн энциклопедийĕ теççĕ. Унта автор авалхи чăваш ялĕн пурнăçне, йăли-йĕркине пĕтĕмпех çырса кăтартнă. Чĕлхи мĕнле çăмăл та килĕшӳллĕ тата!
«Хамăр чĕлхе кунта юхăм шыв пек юхса пырать, чăваш сăмахĕ епле тикĕс, çăмăллăн шакăлтатса, хăлхана ачашланă пек туйăнать! Çавăнпа эпир «Нарспие» чарăнаймасăр вулатпăр»,- савăнса пĕлтернĕ 1918 çултах К.Иванов юлташĕ К.Репин.
Поэмăри Нарспипе Сетнер шăпи, вĕсен вĕри те таса туйăмĕсем хальхи çамрăксемшĕн те ют мар. Пĕр-пĕринчен вăйпа уйăрнă хĕрпе каччă çын чысне, тивĕçне, телейне нĕрсĕррĕн таптакан пусмăр тĕнчине, хăйсене пĕр-пĕринчен вăйпа уйăрма тăрăшакан ашшĕ-амăшне, çӳлти вăйсене хирĕç тăраççĕ. Петĕр Хусанкай: «Нарспипе Сетнер – чăваш Ромеоипе Джульетти»,- тесе ахаль каламан ĕнтĕ.
К.В.Ивановăн таланчĕ калама çук анлă пулнă. Вăл, 17-18 çултах «Нарспи» çырса тĕнчене тĕлĕнтернĕскер, çаплах çыру ĕçĕнчи тĕрлĕ ăста – эпик, лирик, кулăшçă, драматург, куçаруçă пулнă, ялсем тăрăх çӳресе халăх сăмахлăхне пуçтарнă. Çаплах вăл хăй аллипе пичетлемелли машинка, йывăçран шкап, арча, сунтăх ăсталанă. Фотографи ĕçне аван чухланă, шкулта фотокружок йĕркеленĕ. Ăна чăвашсен пĕрремĕш фотографĕ теме пулать. Питĕ лайăх художник пулнă. Кăранташпа, кăмрăкпа картинăсем тума юратнă. А.С.Пушкин, М.Ю.Лермонтов, Н.А.Некрасов, Л.Н.Толстой, И.С.Тургенев, И.А. Гончаров портречĕсене ӳкернĕ. И.Глинкăн «Иван Сусанин» оперине чăваш шкулĕн сцени çинче лартас умĕн ун валли декораци тунă. Музыкăна юратнă, сĕрме купăс калама пĕлнĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, 13-ри Иванов Чĕмпĕр чăваш шкулне 1903 çулта хатĕрленӳ класне вĕренме кĕрет. 1905 çулта ăна пĕрремĕш класа куçараççĕ. Шăпах çак вăхăтра вăл, хăнăхмалла тенĕ пек, çыркалама пуçлать, кĕлĕ-чӳк сăмахлăхĕпе, йăх историйĕпе кăсăкланать. Пурăнма вара вăл Николай Васильевич Шупуççыннипе пĕрле чиркӳ çуртĕнчи (халĕ эпир ăна чăваш чиркĕвĕ тетпĕр) библиотекăра пурăннă. Ун пирки Шупуççынни «Константин Иванова аса илеççĕ» кĕнекере (Шупашкар, 1990) çырса кăтартать. Юман Мĕтри вара аялти этажри библиотека çумĕнчи пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмре «пĕчĕкçĕ, чĕчĕрен тин уйрăлнă ачасем» пурăнма пуçлаççĕ тесе çырать. «Алманчăран Никифоров кунта килсе кĕни мана тĕлĕнтермест, а Константин Васильевич тĕнче хĕрринчен килсе çитни мана ăнтан ярать. Эпĕ ӳснĕ саманара ачасене кăна мар, ватăсене те Ĕпхӳ кĕпĕрни тĕнче хĕрри пек туйăннă», - тет вăл.
1905-1907 çулсенчи пĕрремĕш вырăс пăлхавăрĕн (революци) ирĕклĕ çилĕсем Чĕмпĕр чăваш шкулне те варкăшса çитеççĕ. Вĕренекенсем хушшинче вĕри чĕреллисем, сăмаха ирĕклĕн калама пултаракансем тупăнаççĕ. Вăрттăн кружоксем уçаççĕ. 1907 çулхи кăрлачпа нарăс уйăхĕсенче чăваш ачисем хăйсенчен чăваш пулнишĕн мăшкăлласа кулакан, хăйсене ним сăлтавсăр хĕстерекен Кочуров хушаматлă вырăс чĕлхипе вĕрентекене хирĕç тăма хăюлăх çитереççĕ, ăна ĕçрен кăларма ыйтса хут çырса параççĕ. Паллах, влаçрисене ку килĕшмен. Ирĕклĕ шухăшлă ачасенчен вĕсем хăранă. Çавăнпа 1907 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хусанти вĕренӳ округ попечителĕ хушнипе 1-мĕш класа салатса ачисене шкултан кăларса яраççĕ. Унта пурĕ 37 ача пулнă, вĕсем хушшинче К. Иванов та пур... Вара вăл тăван килне таврăнать.
Çапла вĕçленет ун пурнăçĕн Чĕмпĕрти пĕрремĕш тапхăрĕ. Кунта хăшĕсем: «Мĕншĕн Яковлев хăй ачисене хӳтĕлемен/» – теме пултарĕç. Патша самани вырăс мар халăхсене юратсах кайманни паллă ĕнтĕ, халăх пуласлăхĕшĕн тăрăшакан Яковлева та, ун шкулне те ырламан пысăк пуçлăхсем. Çавăнпа ăна чăрмантарма, хĕсĕрлеме тĕрлĕ сăлтав шыранă. Иван Яковлевич çак самантра ачасем майлă пулсан ун шкулне вуçех хупса хума пултарнă, çавăнпа та хӳтте кĕреймен.
 
«Нарспи» ЧĔмпĔрте Çуралнă
Шкулти пăлхав шăв-шавĕ кăштах иртсе кайсан çак çулах çурла уйăхĕнче И.Я.Яковлев Константин Иванова Чĕмпĕре каялла чĕнсе илет. Хальхинче – ĕçлеме. Ун пултарулăхне курнă вĕт вăл. Çапла вара Кĕçтен куçару комиссийĕнче вăй хума пуçлать. Кĕнеке складĕнче, канцелярире ĕçлет. Иван Яковлевич шкул валли ферма тума шутласан (вăл шкултан 12 çухрăмра пулнă) Ивановпа унти çуртсене мĕнле тăвасси пирки калаçать, план тутарттарать. Анчах куçару ĕçĕ – тĕпре, Кĕçтен М.Лермонтов, А.Майков, Н.Огарев, А.Кольцов, Н.Некрасов, К.Бальмонт сăввисене чăвашла куçарать. Çак вăхăталла – 1907-1908 çулсенче – «Нарспи» поэма çуралать. Вăл 1908 çулхи кĕркунне Яковлев тăрăшнипе кăларнă «Халапсем» кĕнекере пичетленсе тухать. Унта авторне кăтартман, мĕншĕн тесен ун пек тусан кĕнеке тухаймастчĕ. Пĕр тĕлте кăна «Собирал К.Иванов» тесе палăртнă. Ку кĕнекене Иван Яковлевичăн 40 çулне паллă тунă каçра пурне те валеçсе параççĕ. Кĕçтен И.Я.Яковлева «Букварь» кăларма та пулăшнă, ун валли ӳкерчĕксем тунă.
Чĕмпĕре иккĕмĕш хут килсен Кĕçтен малтан çӳлти зданири канцеляри çумĕнче пурăнать, каярах – чиркĕве хирĕç ларакан çуртра (ăна 1912 çулта туса пĕтернĕ, унта столяр мастерскойĕ пулнă) иккĕмĕш хутри хĕвелтухăç енчи кĕтесри пӳлĕмре, юлашки çул – Федор Павлов унтан тухса кайсан – çав пӳлĕм çумĕнче.
Эпĕ çак кунсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексне кайса килтĕм, Иванов ăçта пурăннине курас терĕм. Чиркӳ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче (хĕвеланăç енче) халĕ виçĕ пӳлĕм: пысăкки, вăтамми, пĕчĕкки. Паллах, улăштарнă ĕнтĕ ăна халиччен. Иванов вăхăтĕнче мĕнлерех пулнине пĕлме çук. Аялти пӳлĕмсем те урăхла вырнăçнă ĕнтĕ. Мастерской пулнă çурта та улăштарнă. Иванов малтан пурăннă пӳлĕм халь пысăк: вăрăмăшĕ 7 метр ытла, сарлакăшĕ – 4 ытла. Унта культура училищин фортепиано тата ют чĕлхесен класĕ вырнаçнă. Кӳршĕри пӳлĕм вара малтанхи пекех пĕчĕк: сарлакăшĕ 3 метра яхăн, вăрăмăшĕ 4 метр ытла.
К.В.Иванов Чĕмпĕрти классика гимназийĕ-нче1909 çулхи ака уйăхĕнче икĕ класлă шкулсенче вĕрентме экстерн мелĕпе экзамен парать. Анчах тӳрех вĕрентӳ ĕçне кӳлĕнеймест. Çавăнпа пĕр вăхăт Слакпуçне таврăнса хресчен ĕçĕпе аппаланать, унтан Сызрань уесĕнче çĕр виçевçи пулать. Чĕмпĕре тепре килсен куçару ĕçĕпе аппаланать. Çав хушăра Библин Кивĕ Халалне куçарас тата редакцилес ĕçе тимлет. 1911 çулхи авăн уйăхĕнче çеç Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи хĕрсен икĕ класлă училищинче тĕрĕс çыру (чистописани), черчени, ӳкерӳ урокĕсене вĕрентме ирĕк илет. Ачасем ăна ăшшăн йышăнаççĕ – ун чухне вăл чаплă поэт пулнă ĕнтĕ.
1908 çулта Яковлев хăйĕн чеелĕхĕпе усă курса «Нарспие» пичетлеме май тупнă пулсан каярах самана тата хаярланать. 1912 çул тĕлне сывлама та май пулман. Ун чух Раççейри халăхсен культурине сĕмсĕр реакционер тата тĕшмĕшлĕх эсрелĕ – çутĕç министрĕ Кассо хăйĕн усал мĕлкипе хупăрласа тăнă. Ку тапхăрта вырăс мар чĕлхесемпе кĕнеке пичетлесси çинчен шутлама та пултарайман. К.В.Иванов кăмăлĕ капланса килет: çырнин усси çук, пичетлеме май çук тесе пăшăрханать вăл.
-Ку усал саманара текех чăвашла ним те пичетленсе тухас çук,- тет вăл юлташĕсене пусăрăнчăк кăмăлпа. Çак сăлтава пула вара малалла картинăсем ӳкерес ĕçпе ытларах аппаланать, Питĕрти Художество академине вĕренме кĕме ĕмĕтленет.
Пĕрле вĕреннĕ, пурăннă çынсем аса илнĕ тăрăх, Кĕçтене революционер тесе калама çук. Вăл нумай вулакан, пĕлекен, тĕрĕсмарлăхпа килĕшмен, малашнехи пурнăç пирки тарăн шухăшлакан «прогрессивлă интеллигент» пулнă. Ун чухне чиркӳ çыннисем патша тытăмне çине тăрса сыхланă, жандармери тумалли хăш-пĕр ĕçе те пурнăçласа пынă. Сăмахран, К.В.Иванова Чĕмпĕрти соборта Л.Н.Толстоя чиркӳрен уйăрас йăла-йĕркене курма тивнĕ. Унта пухăннă çынсем вырăссен паллă çыравçине ылханса çуртисене çĕрелле тытса сӳнтернĕ, ылхану сăмахĕсем каланă – ку ăна вилĕм суннине пĕлтернĕ. Кĕçтен ун чухне шăпах Лев Николаевичăн хайлавĕсене чăвашла куçарнă пулнă.
-Пупсем халăха темĕнле ылханса хăратсан та вăл кĕçех патша тытăмĕпе тĕн танатинчен хăтăлĕ, хăй телейне тупĕ,- тенĕ вăл чиркӳрен килнĕ хыççăн.
Тен, çавăнпа та пулĕ – Иванов чиркĕве çӳремен.
Пăва уесĕнчи шкулсен инспекторĕ Касаткин пĕрмаях чăваш учителĕсене «сепаратистсем» тесе айăпланă, çуйхашнă. К.В.Иванов çак самантра учительсене: «Ун пек çынсенчен ан хăрăр, хăюллă пулăр, чăвашсене те пуçа çĕклеме вĕрентĕр»,- тесе хавхалантарнă. Вăл чăваш шкулĕсенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентесшĕн çирĕп тăнă.
 
Тăван яла – ĔмĔрлĔхех
1913 çулхи кĕркунне К.Иванов ӳпке туберкулезĕпе чирлесе ӳкет (сăмах май ун ашшĕ те 1918 çулта çак чирпе çĕре кĕнĕ). Пĕр çулталăк вăл хăрушă чирпе кĕрешет. Пульницасем тăрăх вĕçĕмсĕр çӳренĕ пулсан та ун сывлăхĕ хавшасах пырать. Çапах та вăл 1914 çулхи кĕркунне Пенза облаçĕнчи Тархан ялне Лермонтов вилтăпри çине кайса килме вăй тупать. Аптранă енне амăшĕ ăна юмăç патне те илсе çитерет, анчах усси пулмасть. Амăшĕ – Евдокия Васильевна – кайран юмăç юлашки хура пустарчĕ, анчах сыватаймарĕ тесе ӳпкелешет. 1914 çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара Константин Слакпуçне пуçĕпех таврăнать, ăна тăван ялне леçме Квинтилиан шăллĕ килет. Иванова чăваш шкулĕнчен ăсатма пĕтĕм халăх тухать, пурте хурлăхлă: чаплă поэта тата курса пулĕ-ши/
К.В.Ивановăн вĕренекенĕ пулнă А.И.Енилина ку саманта çапла аса илет: «Куçĕсем шывланнă Ф.П.Павлов поэта вăрахчен ыталаса тăрать. Иван Яковлевич паян тата ытларах ватăлнă тейĕн. Вăл ав, туйи çине таяннăскер, Константин Васильевича ăс вĕрентсе пулас – темле сăмахсем калать.
Пăртакран лашасем тапранаççĕ.
Вăрахчен пăхса тăратпăр эпир хамăр вĕрентекенĕмĕре. Константин Васильевич çаплах çаврăна-çаврăна пăхать, аллине сулать. Эпир куçсене шăла-шăла хирĕç сĕлтетпĕр. Каялла таврăннине курса пулĕ-ши сана, аслă вĕрентекенĕмĕр/..»
Кĕçтен хăйне мĕнле йывăр пулсан та пурпĕр чĕрĕлессе шаннă, пĕр-пĕр пушкăрт ялне кайса кăмăс ĕçсе сываласси çинчен ĕмĕтленнĕ. Хĕллехи вăрăм каçсене тӳссе ирттерсен ăшă килеслĕн, чĕрĕлĕхлĕ çуркунне çитессĕн туйăннă ăна. Вăл аллине ĕç тытма та хăтланса пăхать, куçарма пуçланă Моисейăн «Пилĕккĕнекелĕхĕн» алçырăвĕ те умрах выртать... Чăнах та, çуркуннехи пирвайхи ăшă пайăркисене кĕтсе илет вăл. Анчах хăрушă чир ăна пуçĕпех ярса илнĕ ĕнтĕ. Тăван кил-çуртĕнче нушапа хĕл каçнă хыççăн К.В. Иванов пуш уйăхĕн 14 мĕшĕнче ирхине ĕмĕрлĕ-хех куçне хупать. Ун чухне вăл 25 çул та тултарман пулнă-ха. Чăваш халăхĕшĕн, литературишĕн ку калама çук пысăк çухату пулать.
 
«Нарспи» поэма пĔлтерĔшĔ
К.В.Иванов – чăваш поэзийĕн классикĕ, чăваш илемлĕ культурине чи çӳллĕ пултару шайне çĕклекенсенчен пĕри, сăвăç-демократ. «Нарспи» поэма вара – ун пултарулăхĕн тӳпи. Çак хайлавра поэт «Яковлев йăвинчи» çамрăксен Чĕрĕлĕхĕшĕн ăнтăлакан шухăш-кăмăлне уçса пама пултарни19-мĕш ĕмĕр вĕçĕпе 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш наци туйăмне, наци ăнланулăхне, ăс-тăнне çĕклеме пулăшнă. Ивановăн хайлавĕсенче нацин ирĕке тухнă пултару туйăмĕ калама çук вăйлă палăрнă. Вăл чăваш чĕлхи ĕмĕр-ĕмĕр пурăнассине, чечекленсе, хăватланса пырассине пĕлтерекен паллă.
Ивановăн литературăри витĕмĕ çинчен чи малтан 1917 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра Т.Туринке çырать. «К.Иванов тăван чĕлхе илемне А.Пушкин пек кăтартса хăварчĕ»,- тесе хаклать вăл ун пултарулăхне. Иванова халăхра «Чăваш Пушкинĕ» тенĕ.
Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ вара поэт çинчен çапла калать: «Иванов пĕтĕм пурнăçне, çиçсе тăракан тивлетлĕ Талантне пĕтĕмпех чăваш халăхне панă. Вăл чăваш литературине ... классика тӳпине çĕкленĕ, унăн сăпки умĕнче хăватлă юрăсем юрланă, хăйĕн ывăçĕ çинчен çитес ĕмĕрсене, малашлăха «Нарспи» поэмине вĕçтернĕ». («Константин Иванов» кĕнеке, Шупашкар, 1990).
К.В.Иванов, А.С.Пушкин пекех, хăйĕн пултарулăхне халăх юррисемпе юмахĕсене тарăн тĕпченинчен пуçлать. Çакă ăна чăваш халăх историйĕнче чи малтан халăх юмахне сăвва хурса тĕрĕлеме пулăшать – вăл вара литература юмахĕ пулса тăрать.
Кĕçтен çамрăк пулин те халăх сăмахлăхĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшне питĕ аван ăнланнă, ялсем тăрăх çӳресе сăмах ăстисенчен чăваш халапĕсене, йăлисене çырса илнĕ. Юлташĕсемпе пĕрле Тăхăрьяла та çитсе курнă вăл.
-Халăх юррисене, йăлисене, уявĕсене пĕтĕмпех хут çине çырса илес пулать, унсăрăн вĕсем çухалса пĕтме пултараççĕ. Халăхăн историне пĕлес тесен нимĕнрен малтан çав материалсене пĕлмелле,- тенĕ вăл.
Çавăнпа чăваш шкулĕнчен ялĕсене каникула каякан ачасене вăл çапла каласа янă: «Пĕлместĕр-ха эсир, ачасем, халăхăн юрри-сăвви, юмахĕ мĕн тĕрлĕ хаклине. Вĕсем тăрăх ăслă çынсем çырма вĕренеççĕ. Раштава кайсан эсир хăвăр йăмăкăрсенчен, пиччĕрсенчен, аçăр-аннĕрсенчен, асаннĕр-асаттĕрсенч ен, ларма хĕрсенчен юрăсем, такмаксем, халап-юмахсем çырса илĕр. Çакă вăл пысăк ĕç пулĕ».
Хăй ачаллах çак çул çине тăни ăна чаплă поэма çырма пулăшни пирки ним чухлĕ те иккĕ-ленмелле мар. Ăна халăх сăмахлăхĕ чĕрĕлĕхлĕ сĕткен парса тăнă, тĕнче литературин тӳпине çĕкленме пулăшнă.
«Пуринчен малтан «Нарспире» палăрнă Ивановăн генийĕ чăваш культура шăпине, Яковлев пекех -- анчах хăйне майлă, хăй вăхăтĕнче -- пĕтĕм малашлăхшăн татса панă теме пултаратпăр эпир. Ку пире йăлтах тĕлĕнтерсе ярать. Виçĕ пин йĕрке сăвăра ĕлĕкхи чăваш пурнăçĕн пĕтĕм энциклопедийĕ курăнать»,- тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай.
Геннадий Волков академик: «К.В.Иванов ячĕ – чăваш историйĕнче вăхăт та, ĕмĕр те тĕксĕмлетеймен ят. Кĕçтенттин ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех çуталса тăрĕ, ăна пурте таса чунпа аслă вĕрентекен вырăнне хурса хаклĕç. «Нарспи» вăл – чăваш поэзи çĕршывĕн çăлкуçĕ, унăн симне тутанса пăхакан вăй илет, çĕнĕрен çамрăкланать»,- тесе çырса хăварнă.
М.П.Петров (Тинехпи) вара çапла пĕтĕмлетӳ тăвать: «Чăваш ăрăвĕ Çĕр çинчен çухалмасăр çав «Нарспи» те пĕтес çук!»
Иванов тата унăн «Нарспи» поэми нумай поэта тата çыравçа хавхалантарнă. Чăваш тата ытти халăхсен сăвăçисем, çыравçисем вĕсен шăпи çинчен кулянса чылай хайлав çырнă. Эпĕ кунта Ивановăн тата ун поэмин пĕлтерĕшне питĕ тĕрĕс хаклакан йĕркесене илсе кăтартасшăн. Геннадий Айхин «Константин Иванов» сăвви (1962 çул) çак куплетпа тытăнать:
Эс пирĕнтен те çамрăкрах,
чăваш поэзин чаплă ашшĕ.
Эс – иртнĕ кун. Çав вăхăтрах –
эс халăх кăмăлĕн малашĕ.
Чĕмпĕр Ен поэчĕ Анатолий Юман та çырнă ун пирки, вăл «К.В.Иванова» сăввине (1964) çапла вĕçленĕ:
Тутар та, вырăс та, пăлхар та –
Паян сана тĕнче пĕлет.
Ĕмрӳ пулайрĕ вăрăм мар та –
Яту сан вилĕмсĕр, поэт!
 
: 780, Хаçат: 20 (1318), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: