Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев Ульяновск облаçĕнчи Димитровград хулинче пулса кайнă. Атом реакторĕсен наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçĕпе паллашнă, экономика модернизацийĕн комиссийĕпе лару ирттернĕ.
Президент “Ульяновск-Восточный ” аэропорта вĕçсе килнĕ. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр кĕтсе илнĕ. Унтан вĕсем вертолётпа Димитровграда вĕçнĕ. Унта Президент атом реакторĕсен наукăпа тĕпчев институчĕпе паллашнă.
"Росатом" пуçлăхĕ Сергей Кириенко Президента Димитровградри атом реакторĕсен наукăпа тĕпчев институчĕ çумĕнче ядерлă инноваци центрĕ тума тытăннине каласа панă. Кунта тĕнчери сăнавпа тĕпчев центрĕ тăвас шухăшне пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, Димитровградри НИИАР 1956 çултанпа ядерлă хăрушсăрлăх, реакторсен ĕçлевĕн ыйтăвĕсене сăнать, радионуклид источникĕсемпе радиофармпрепаратсе м кăларать. Институт çаплах ĕçлĕхрен тухнă ядерлă топливăпа каяшсене сиенсĕрлетет.
Дмитрий Медведев хими технологийĕн уйрăмне кĕрсе курнă. Кунта Свердлов облаçĕнчи Белоярскра тума тытăннă АЭСĕн БН-800 реакторĕ валли топливо кăлараççĕ.
Дмитрий Медведев НИИАРта ĕçлекенсен ĕç укçипе кăсăкланнă. Специалистсем илекен 18 пин тенкĕ сахал пулнине çирĕплетнĕ. Сергей Кириенко икĕ çул хушшинче ĕç укçине пин доллара çитерме шантарнă.
Димитровградра РФ Президенчĕ экономика модернизацийĕпе техника аталанăвĕн комиссин ларăвне ирттернĕ. Унта министрсемпе корпорацисен пуçлăхĕсем хутшăннă. Вĕсем хушшинче Сергей Иванов премьер министр, РФ финанс министрĕ Алексей Кудрин, экономика аталанăвĕн министрĕ Эльвира Набиуллина, вĕрентӳпе наука министрĕ Андрей Фурсенко, “Российская корпорация нанотехнологий” компанин тĕп директорĕ Анатолий Чубайс, Мускав мэрĕ Сергей Собянин.
Лару пуçлансанах Дмитрий Медведев институт ĕçне курнă хыççăн кăмăллă юлнине пĕлтернĕ.
МИФИ ядерлă университетăн ректорĕ Михаил Стриханов доклад тунă. Вăл инновациллĕ ядерлă технологийĕпе çыхăннă специалистсене мĕнле хатĕрлени пирки каласа панă. Димитровградра хăйсен филиалне уçнине пĕлтернĕ. Ларура çаплах Санкт-Петербургри ИТМО университечĕн ректорĕ Владимир Васильев, “Энвижн групп” компанин директорсен канашĕн председателĕ Дмитрий Тараба, “Северный” биофармкластер президенчĕ Олег Корзинов калаçнă.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Димитровградри ядерлă кластер валли специалистсене хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. “Ядерлă инноваци центрĕнче ĕçлекен кадрсене ача садĕнчен, шкултанах хатĕрлеме пуçлатпăр”,- тенĕ. Кĕпĕрнаттăр НИИАРта ĕçлекенсем валли Сколковăри пек иннохула тума, служебнăй хваттерсемпе тивĕçтерме, Димитровградри колонисене урăх çĕре куçарма, Президент кĕперне, Ульяновск – Димитровград - Самара çула федераллă харпăрлăха илме сĕннĕ.
Комисси çĕршыври тата регионри социаллă-экономика лару-тăрăвне сӳтсе явнă.
Ларура РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев финанс министрне Алексей Кудрина ĕçрен хăтарнă.
Пĕлсе тăма: РФ Президенчĕ çумĕнчи экономика модернизацийĕн комиссийĕ 2009 çулхи çу уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – экономикăна модернизацилес тата техника енчен аталантарассипе патшалăх политикине йышăнасси, федераллă, ĕç тăвакан власть органĕсен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, усламçăсен ĕçне тĕрĕслесе тăрасси. Комиссин ларăвĕ уйăхра пĕрре иртет. Пĕрремĕш ларăвĕ “Лаборатория Касперского” компанире пулнă. Унта энергетикăри, ядерлă космос сывлăх сыхлавĕ, информаци технологийĕсенчи модернизаци проекчĕсене палăртнă.
Димитровградри лару умĕн Дмитрий Медведев комисси членĕсен йышне улăштарнă. Унтан “Правое дело” экс-лидерне Михаил Прохоров усламçа, президент советникĕ пулнă Леонид Реймана, Николай Фёдоров сенатора кăларнă. Вĕсем вырăнне комисси йышне “ФСК ЕЭС” компанин президентне Олег Бударгина, “Сколково” аталану фончĕн президентне Виктор Вексельберга, “Лаборатория Касперского” компанин директорĕсен канашĕн председательне Наталья Касперскаяна, “Российские космические системы” компанин тĕп конструкторне Юрий Урличича кĕртнĕ.
Лару пĕтсен Дмитрий Медведевпа Сергей Морозов тĕл пулса калаçнă. Президент: “Унччен пĕр пысăк пуçлăх та килсе курман хулара пултăм. Курни савăнтарчĕ. Çакă ĕнтĕ вăл модернизаци”, - тенĕ.
Кĕпĕрнаттăр кадрсене хатĕрлес ĕç мĕнле пынине каласа панă. Çĕнĕ çултан вĕренӳ отличникĕсем хăйне евĕр ĕç укçи, область бюджетĕнчен 400-шер тенкĕ илме тытăнĕç. Вĕсен кĕпĕрнаттăр стипендине (2000 – 20 000 тенкĕ) илме те май пулĕ. ЕГЭре 225 балран ытларах пухнисене Ульяновска вĕренме килсен (мĕнпур Раççей студенчĕсем) стипенди çумне пилĕк пин хушса тӳлĕç.
Ульяновск облаçĕнче çамрăксем валли хваттерсем арендăламалли программа та Президента килĕшнĕ. Çак программăпа çамрăксем 10-15 çул хушшинче хваттершĕн тӳлесе татĕç.
Сергей Морозов правительство ларăвне хутшăннă “Сколково” фонд президенчĕпе Виктор Вексельбергпа пĕрле ĕçлемелли пирки килĕшӳ тунă. Килĕшӳ тăрăх область экономикине модернизацилеме, Димитровградри ядерлă кластера аталантарма региона фонд пулăшĕ.
 
: 1138, Хаçат: 40 (1132), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: