Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинти Культура çурчĕн ертӳçин «лавне» паян Иван Сидоров туртса пырать. Ку ĕçре вăл нумаях мар-ха. Хăй каланă тăрăх, хăнăхса çеç пырать. Хăçан-тăр пуçлăх пулас пирки вăл ĕмĕтленмен те. Иван Николаевич – пултаруллă юрăç.
Чăнлă район пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов пĕр концертра вăл юрланипе киленнĕ хыççăн ăна çапла каланă: «Эсĕ профессионал. Пирĕн РДК ертӳçи часах каять, ун вырăнне сана сĕнесшĕн». Çакăн пек чыс туни унăн кăмăлне çĕкленĕ, анчах пултарайăп-и-ха эпĕ ку лава туртма текен ыйту тӳрех килĕшме чарса тăнă. Пуçлăх хистет тĕк – килĕшмеллех. Паян Иван Сидоров ертӳçĕ те, Культура çурчĕ çумĕнчи вырăс ушкăнĕн солисчĕ те.
Иван Николаевич çак районти Ирçелĕнче çуралнă. Пĕлтĕр 50 çулхи юбилейне паллă тунă.
Юрлас ăсталăх Сидоровсен ăруран ăрăва куçса пырать. Ашшĕн виçĕ тетĕшĕ те купăсçă пулнă, йăмăкĕ халĕ те кичемлĕх пуссан купăсне туртса кăларать. Пĕр тетĕшĕн ывăлĕсем те купăспа туслă.
-Мана та атте купăс туянса панăччĕ ача чухне. Темшĕн гитарăна ытларах кăмăлларăм. Гитарăпа юрлама халĕ те юрататăп. Кунта килсен пĕр çул хора юрлама çӳрерĕм. Тĕрлĕ уявсенче мана бард юррисене, романссене гитарăпа юрлама ыйтаççĕ. Купăса вара халĕ çĕнĕрен алла илетĕп,- каласа парать Иван Николаевич.
Аслă Нагаткина пурăнма киличчен вăл спорта парăннă çын пулнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн каччă Волгоградри физкультура институчĕн Хусанти филиалĕнчи педагогика факультетне вĕренме кĕрет. Тăватă çул вĕренсен Ульяновскри «Авиастар» спорт шкулне биатлон тренерне ĕçлеме вырнаçать. Ăна часах çара илсе каяççĕ. Таврăнсан вăл хăйĕн юратăвне тупать. Авланать.
-Çĕнĕ хулари спорт шкулĕнче юратсах ĕçлерĕм, анчах хула пурнăçĕ кăмăла каймастчĕ. Тăватă çул общежитире пурăнтăм. Ку тĕле манăн çемье те, ача та пурччĕ ĕнтĕ. Уйрăм пурăннипе ăшра лăпкă марччĕ. Общежити мĕн иккенне пĕлекенсем мана ăнланаççĕ пулĕ, унта çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен мĕнле кăна çын пурăнмасть... Шăв-шав, ĕçкĕ-çикĕ. Канлĕх çукчĕ ĕнтĕ. Эпĕ ялти лăпкă пурнăçа хăнăхнă, çĕр çинче чаваланма юрататăп. Çитменнине, Çĕнĕ хулара хваттер илесси пулмарĕ. Çапла Аслă Нагаткина куçса килтĕмĕр,- каласа парать Иван Николаевич.
Вăтам шкулта вăл физкультура предметне вĕрентме пуçлать. Çурт туса лартать. 12 çул ачасен сывлăхне çирĕплетес ĕçре хăйĕн ăсталăхне, мĕнпур вăйне парать. Ун хыççăн тата 9 çул районти технологи техникумĕнче вĕрентет. Педагог стажĕпе пенсие тухать.
Спорт унăн пурнăçĕнче ĕмĕрĕпех сулмаклă вырăн йышăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех районти ăмăртусенче йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш вырăна тăватă çул хушши вĕçертмен. Урине ыраттарнипе пĕр çул хутшăнайман. Çулталăкран каллех пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çуллахи многоборьепе спорт маçтăрĕн кандидачĕ ятне тивĕçнĕ.
Спорта вăл халĕ те пăрахмасть. Анчах ача чухне чĕркуççине ыраттарни хăйĕн çинчен аса илтерме пуçласан вăл томографи иртет. Ăна операци тăваççĕ.
Паян унăн пурнăçĕ – çемье, ĕç.
Иван Николаевич районти клубсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаваспах каласа пачĕ.
-Эпир районти культура уйрăмне пăхăнса тăратпăр. Районти клубсем Аслă Нагаткинти Культура çуртне пăхăнаççĕ. Унччен вĕсем ял тăрăхĕсен шутне кĕретчĕç. Районта пурĕ 25-26 клуб. Ытларахăшĕ шкул çумĕнче тăрать. Вăта Тимĕрçенте çĕнĕ клуб çĕкленсе ларчĕ. Ирçелĕ-нче ишĕлес пек ларать, Анат Тимĕрçенте пачах çук. Чи лайăх ĕçлекеннисенчен – Чăвашкассинчи тата Чăнлă поселокĕнчи Культура çурчĕсене палăртса хăварас килет»,- терĕ вăл.
Районти пултарулăх ушкăнĕсем пирки сăмах хускатсан Кивĕ тата Çĕнĕ Улхашсенчи, Аслă Нагаткинти, Микулинти юрă ушкăнĕсене мухтаса хăварчĕ.
Паллах, çамрăксен ыйтăвне те хускатмасăр хăвармарăмăр эпир.
-Ялсем пĕтсе пынипе пĕрлех купăс калама пĕлекенсем те чакса пыраççĕ. Ирçелĕнчех акă 560 килччĕ. Халĕ икĕ килĕ урлă пурăнман çурт ларать. Шкулта та 60-70 ача çеç тăрса юлнă. Çамрăксем мĕншĕн ялтан каяççĕ/ Мĕншĕн тесен вĕсене паянхи ял пурнăçĕн тытăмĕ тивĕçтермест. Этеме чи малтан пурăнмалли кĕтес тата ĕç вырăнĕ кирлĕ,- калаçрĕ вăл пăшăрханса.
Иван Николаевич хăйне телейлисен шутне кĕртет.
-Юратнă мăшăр, ӳссе çитĕннĕ пĕр ывăл... Андрей юриста вĕренсе тухрĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Ĕçрен киле ывăнса таврăнсан выльăх-чĕрлĕхе пăхса кĕретĕп те—эпĕ телейлĕ,- тет вăл йăл кулса.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 600, Хаçат: 21 (1319), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: