Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.В. Путин нацисем хушшинчи хутшăнусен тата вырăс чĕлхи канашĕсемпе пĕрле лару ирттернĕ.
 
В.В.Путин хăйĕн сăмахĕнче Раççейри пур халăхăн чĕлхине те сыхласа хăвармаллине, вĕсене упрамаллине палăртнă. «Раççей Конституцийĕ кашни халăха хăйĕн чĕлхине сыхласа хăварма шантарать. Кун пек шанăçа тĕнчери урăх пĕр çĕршывра та паман», - тенĕ Президент.
«Ыратакан вырăнсем» хăрушлăха ан куçчăр тесен тĕрлĕ халăхлă тата нумай чĕлхеллĕ регионсенче çынсене тăван чĕлхепе калаçма тата пĕлӳ илме май памалла. «Конституци тăрăх ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ мĕнле чĕлхепе пĕлӳ илмеллине хăйсем суйлаççĕ. Шкул администрацийĕсемпе регионсенчи влаçсен çынсем çак правăпа усă курма пултарччăр тесе пур майсем те туса памалла», - тенĕ Владимир Владимирович.
Çаплах Раççей Президенчĕ Раççей халăхĕсен чĕлхисене аталантарас тесен электрон тата пичетлĕ массăллă информаци хатĕрĕсене пулăшмаллине, халăхсен чĕлхисемпе литература пичетлесе кăлармаллине, ку ĕçре уйрăмах шкулсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине аса илтернĕ. Хальхи вăхăтра Раççей шкулĕсенче 89 чĕлхене вĕренӳ ĕçне кĕртнĕ. (Раççейре 193 национальность пурăнать.) Вĕсенчен 30 чĕлхи шкулта ытти предметсене вĕрентме май паракан чĕлхе шутланать, 59 чĕлхене предмет евĕрлĕ вĕренеççĕ. В.В. Путин чĕлхесене пур меслетсемпе те вĕренмеллине палăртнă. «Ыйтăва ăслăлăхпа çыхăнтарса тĕрĕс çулпа илсе пымалла, ку енĕпе тарăн тишкерӳллĕ тата тĕпчевсем пулмалла. Çакăн пек туни пĕлĕвĕн пахалăхне ӳстерме, халăх чĕлхисене хисеплеме, тĕнчере пирĕн культурăна аталантарма май парĕ. Раççей ăслăлăх фончĕ гуманитари ăслăлăхĕсем валли уйăрнă грантсене панă çĕрте халăхсен чĕлхисемпе çыхăннисем малти вырăнта пулмалла» - тенĕ вăл.
Президент сăмахĕпе, Раççей çĕршывĕпе унта пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕ çамрăксем вырăс чĕлхине мĕнле пĕлнипе те тачă çыхăннă. Вырăс чĕлхипе çĕршывра пурăнакан мĕнпур çынсен 96 проценчĕ калаçать. «Шăпах вырăс чĕлхи культурăпа пĕрле Раççее нумай нациллĕ цивилизацие пĕрлештернĕ», - тенĕ.
Ларура Раççейре вырăс чĕлхипе унăн грамматикине начар пĕлекен çынсен шучĕ ӳснине, çакна мĕнле майпа улăштармаллине те тимлĕх уйăрнă.
 
: 686, Хаçат: 21 (1319), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: