Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-Атте-анне каланă тăрăх, эпĕ Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче Çимĕкре çуралнă. Хут çине 1920 çулхи çĕртмен (июнь) уйăхĕн 15-мĕшĕнче тесе çырса хунă. Пирĕн çичĕ ача пулнă, эпĕ-кĕçĕнни, – пуçларĕ калаçăвне Ольга Андреевна Ванюшкина (Шорникова).
 
Вăл Пухтелĕнче тăватă класс пĕтернĕ. Ашшĕ Андрей Илларионович ялти чиркӳ старости пулнă. Амăшĕ – Анастасия Константиновна чиркӳ хорĕнче юрланă. Ольга Андреевна ялта чи асли.
Ольга 10 çулта чухне вĕсене кулак тесе килĕнчен кăларса яраççĕ. Вара çемье Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче хурал çуртĕнче пурăнма тытăнать. Паснапуçĕнче те пурăнма тивнĕ вĕсене. Тăванĕсем тата юлташĕсем вĕсене шеллесе пурăнма кĕртнĕ.
-Çемьене вăйлă тустарчĕç вара. Нимсĕр тăрса юлтăмăр вĕт... Пирĕн япаласене камсем илсе тăхăнса çӳренине халĕ те астăватăп-ха,- тет шывланнă куçне сăтăрса Ольга аппа.
1940 çул çитеспе вĕсене çурт лартма ирĕк параççĕ. Чиркĕве хирĕç çĕр уйăраççĕ. 18-19 çулхи Ольга амăшĕпе тăмран кирпĕчĕ çапать, унран пĕчĕк пӳрт купаласа лартаççĕ.
1940 çулта хĕр Кивĕ Улхаш йĕкĕтне Иван Ванюшкина качча каять. Çав çулах унăн ашшĕ çĕре кĕрет.
-Эпир упăшкапа ултă ача çуратса çитĕ-нтертĕмĕр. Паян пиллĕкĕшĕ чиперех пурăнать. Хам кĕçех 95 çул тултаратăп. Упăшка 1977 çулта çĕре кĕчĕ.
Эпĕ колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Вăл вăхăтра «Правда» колхоз председателĕнче Александр Романовччĕ. Вăл çирĕп те тӳрĕ кăмăллă çынччĕ. Ĕçленĕшĕн ĕç кунĕ лартса пыратчĕç. Тыр-пула алăпа выраттăмăр, кĕлтисене хĕлле çапаттăмăр. Вырнă чух киле кайма вăхăт та пулман, хиртех пĕçерсе çиеттĕмĕр,- аса илет ентеш.
Лайăх ĕçленĕшĕн ăна Тав хучĕсемпе грамотăсем, тутăр тата çитсă таврашĕ парнелесе чыс тунă.
-Пурне те йывăр пулнă вăл вăхăтра. Чăтнă, тӳснĕ эпир. Телее, халĕ манăн мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксен шучĕ 31 çитрĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн мăнукăн ачисем иккĕн,- йăл кулать Ольга аппа.
Тĕлĕнтĕм эпĕ çак хĕрарăмран. Вăл 88 çула çитиччен чиркӳ хорĕнче юрланă. Паян 95 çулпа пырать пулин те «Канаш» хаçата çырăнса илсе юратсах вулать! Акă камран тĕслĕх илмелле пирĕн пурсăмăрăн та.
 
: 700, Хаçат: 21 (1319), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: