Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ефремовсем – Любовь Анатольевна тата Михаил Исаевич – Ульяновскри Çĕнĕ хулана 1983 çулта Пушкăртран килсе тĕпленеççĕ. Кунта çитсенех кил хуçи «Авиастар» завода вырнаçать, сварщик профессине алла илет. Вăл паян та çак ĕçре вăй хурать.
Çуралма вара вăл 1960 çулта Пишпӳлекре çуралнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн СПТУра тракториста вĕреннĕ, хурçă утпа ĕçленĕ. Салтака каяс умĕн водитель правине те илнĕ. Анчах çарта – Хабаровскра -- машинапа ĕçлеме тӳрĕ килмен ăна. Ачаранах техника патне туртăнакан, ăна самай чухлакан салтака командирсем тӳрех асăрхаççĕ те автовзводра механик тивĕçĕсене туса пыма шанаççĕ. Вара вăл Китай чиккине сыхлакан ЗИЛ-131 автомашинасем йĕркеллĕ çӳренĕшĕн яваплă çын пулса хĕсметне ирттерет.
Ульяновскра çемье хваттерлĕ пулать, ывăлпа хĕр çуралаççĕ. 10 çул "Авиастарта" ĕçленĕ хыççăн кил хуçи Мускаври стройкăсенче те вăй хурса пăхать. Пĕр сезон вара ылтăн кăларма та тӳрĕ килет.
-2000 çулхи март уйăхĕнче Иркутск облаçĕнчи Бадайбо хули çывăхне ылтăн кăларнă çĕре кайса пăхас терĕм. Кунта йĕри-тавра тайга, никам та çук. Эпир кăна – 50 çын. Вакунсенче пурăнаттăмăр. Эпир пысăк пусăмпа тухакан шывпа саптарса руда çăваттăмăрччĕ. Ăна вырăсла «водяная пушка» тетчĕç. Канмалли кунсем, уявсем çук унта, кашни талăкра 2 сменăпа 12-шер сехет ĕçлемелле. Талăка пилĕк хут çитереççĕ, çаплах кĕпе-йĕме çуса параççĕ, мунча хутса кĕртеççĕ. Çапла унта ноябрьччен пултăмăр. Хĕле унта никам та юлмасть, çуркуннеччен пурте каяççĕ,- каласа парать Михаил Исаевич.
Халĕ вăл «Сервисгаз» предприятире вăй хурать. Кунтах Ефремовсен ывăлĕ – Анатолий – производство пуçлăхĕ.
Ун пирки ашшĕ çапла шӳтлет:
-Ывăлăма хампа пĕрле илсе çӳресе сварщика вĕрентрĕм. Вăл вара манран иртсех кайрĕ, халĕ манăн пуçлăх пулса тăчĕ.
Кăçал Михаил Исаевич сиенлĕ производствăра нумай ĕçленине кура тивĕçлĕ канăва кайнă, çапах та кăштах малалла ĕçлем-ха, кайран куç курĕ тет. Пушă вăхăтра вара техникăпа, стройка ĕçĕпе аппаланма килĕштерет. Çулла мăшăрĕ-пе дачăна пурăнмах куçаççĕ, унта пахча çимĕç, улма-çырла ӳстереççĕ. Кăçал вара темиçе чăхă туянса янă, çавăнпа сĕтел çинче кашни кун – тин тунă çăмарта.
 
: 705, Хаçат: 21 (1319), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: