Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри кĕнеке издательствинче «Ульяновская словесность: начало XXI века» антологи пичетленсе тухнă.
Унта хальхи вăхăтри Чĕмпĕр тăрăхĕнчи 159 авторăн произведенийĕ кĕнĕ.
Антологие Раççейри Литература çулталăкĕ-пе çыхăнтарса облаçри кĕнеке кăлармалли программăпа килĕшсе кăларнă. Чăваш авторĕсенчен унта В.Н.Игнатьева-Тарав атăн, А.Ф.Ермилов-Юманăн, А.С.Чебановăн, П.И.Ишутовăн, А.А.Мердеевăн, Н.Н.Ларионовăн ĕçĕсем кĕнĕ.
Издание хальхи вăхăтри литературăн энциклопедийĕ теме пулать, мĕншĕн тесен авторсен произведенийĕсемпе пĕрлех вĕсен сăн ӳкерчĕкĕпе биографине лартнă.
Издательство антологи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе вулавăш ĕçченĕсемшĕн, художествăлла литературăна юратакансемшĕн чи кирлĕ, куллен усă курмалли кĕнеке пуласса шанать.
 
: 643, Хаçат: 21 (1319), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: