Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтел – пысăк чăваш ялĕ. Хальхи вăхăтра унта 408 çурт. Анчах вĕсенчен 298-шĕнче кăна çынсем пурăнаççĕ, 130-шĕ çулла килсе каймалли дача вырăнĕнче.
Ялта 871 çын, вĕсенчен ĕçлекенни 445, пенси çулĕсенчи 213 тата 18 çула çитмен 152 çамрăк. Вăтам шкулта 61 ача пĕлӳ илет. Пухтелĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă икĕ ветеран, вăрçă ветеранĕсен 16 тăлăх арăмĕ пурăнать. Ватă çынсене ултă социаллă ĕçчен пăхать.
Ял çыннине ĕçпе тивĕçтересси кунта ытти çĕрти пекех çивĕч тăрать: ялта 240 çын кăна ĕç тупнă. Ульяновска е Аслă Нагаткина 157 çын, вахта мелĕпе 22 çын ĕçлеме çӳрет.
Ял çынни ытларах килти хуçалăхра ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ӳстерсе пурăнать.
Ял пурнăçĕ пирки администраци пуçлăхĕ Людмила Леонидовна Пидиксеева каласа пачĕ.
- Ялсем пĕтсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кăçалччен Пухтелĕнче пĕр социаллă объект та хупăнманни савăнтарать: шкул, фельдшерпа акушер пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, вулавăш, клуб малтанхи пекех ĕçлеççĕ.
Яла тытса тăмалли бюджет хамăр çĕршĕн тата пурлăхшăн тӳлекен налуксенчен пуçтарăнать. Çав укçапа хĕлле урамсене юртан тасатса тăтăмăр, урамсене çутатмалли лампочкăсене улăштартăмăр, çак ĕçсене пурнăçлакансене ĕç укçи тӳлерĕмĕр.
Клуб пирки ĕçлет тесе каларăмăр-ха та, тĕрĕссипе, пирĕн клуб çурчĕ кĕç-вĕç йăтăнса анас пек. Унта кĕме юрамасть. Çавăнпа та клуб заведующийĕ валли администраци çуртĕнче пӳлĕм тупса патăмăр. Дискотекăсемпе мероприятисене те çакăнтах ирттеретпĕр. Уйрăм пӳлĕм пур. Анчах, хамăр шухăшпа, эпир клуб çуртне сутса ярасшăн та пухăннă укçапа кивĕ шкулăн спорт залне юсаса унта клуб йĕркелесшĕн. Çакна тума документсем хатĕрлемелле. Клуб çурчĕ çук пулин те ялта культура мероприятийĕсем иртеççĕ. Çăварни, Çĕнтерӳ кунĕ, Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун, Ваттисен кунĕ, Ял кунĕ, Аннесен кунĕ, Аттесен кунĕ, Çĕнĕ çул уявĕсене çулсерен йĕркелетпĕр. Вĕсене ирттерме культура çурчĕ çумĕнчи вокал ансамблĕн юрăçисем пулăшаççĕ, уявсене илемлетеççĕ.
Спорт пирки те манмастпăр. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕнче А.Г. Медкова халалланă мини футбол, Совет Союзĕн Геройне П.В. Лаптева халалланă футбол турнирĕсене йĕркелетпĕр, Çĕнтерӳ кунне асăнса чупса, хĕлле йĕлтĕрпе чупса ăмăртасси ялта йăлана кĕнĕ. Малашне физкультура учительне Г.А. Паймушкина халалласа йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвне йĕркелеме сĕнекенсем пулчĕç. Г.А. Паймушкин нумай ачана сывă пурнăç йĕрки çулĕ çине тăратнă, спорта, ытларах йĕлтĕрпе чупассине, явăçтарнă, – каласа пачĕ ял администраци пуçлăхĕ.
Чăваш ялĕсен тепĕр уйрăмлăхĕ пирки каласа хăварас килет. Пирĕн облаçри чăваш çемйисем усрав ачасем илессипе ытти халăхсенчен самай малта пыраççĕ пулĕ. Паллах, хальлĕхе кун пек статистика çук. Анчах хăш чăваш ялне каятăн, унта 2-3-шер усрав ача илнĕ çемьесем пурах. Авалтан чăваш тăлăхсене айккине яман, хăй килне пурăнма илнĕ. Ахăртнех, çак ырă йăла хамăр сисмесĕрех ăруран ăрăва куçса пырать. Пухтелĕнче 8 çемье пурĕ 15 ачана усрава илнĕ: С.И. Хамбиковсен çемйи 3, З.П. Хамбиковсен 2, Н.Н. тата О.Г. Мускинсен 2, А.А. тата И.А. Сультеевсен çемйи – 2, Ю.Н. тата Т.Ю. Мультюковсен 3 усрав ача ӳстереççĕ. Пĕрер ача Н.И. тата В.В. Михеевсем, Г.И. Нагорновсем, А.В. тата Т.Г. Калягинсем илнĕ. Вăл ачасенчен 7-шĕ шкула çӳрет, 8-шĕ шкулчченхи çул ӳсĕмĕнче.
Чăвашсен тепĕр ырă йăлине – пĕр-пĕр пысăк ĕçе нимепе, пĕрле пухăнса пурнăçлассине те тытса пыраççĕ пухтелсем. Çакăн пек мелпе вĕсем ялта пысăк чиркӳ çĕклесе лартнă. Унта пĕтĕм ял хутшăннă.
Администраци çамрăк çемьесем ялта юлччăр тесе хăтлă пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли мелсем шырать. Пухтелĕнче икĕ нумай ачаллă тата икĕ ача ӳстерекен пĕччен амăшĕ кун пек черетре тăрать.
Ял халăхĕ майĕпен чакса пырать. 2014 çулта çут тĕнчерен 10 çын уйрăлнă, çуралнисем вара 4 кăна. Çаплах килти хуçалăхра тытакан ĕнесен шучĕ те чакса пырать: 298 çуртра 280 шултра мăйракаллă выльăх тытаççĕ, вĕсенчен 131 ĕне.
Тепĕр йывăр ыйту – ялпа ун таврашне тасалăхра тытасси, кирлĕ мар япаласемпе çӳп-çап таврашне ялтан тиесе кăларасси. Паянхи саманара пластикпа полиэтиленран тунă хутаçсемпе савăтсем – тавралăха варалаканнисем. Вĕсене çунтарма та юрамасть, сывлăша наркăмăшлантараççĕ* çĕре пăрахсан та 100-200 çулсăр çĕрмеççĕ. Апла пулин те ял çыннисем вĕсене çул хĕррисене е вăрмана кайса пăрахаççĕ, тавралăха варалаççĕ. Ял администрацийĕ çакăнпа кĕрешет.
-Ăпăр-тăпăра тиесе тухма машина та ял тăрăх янă, анчах çынсем унчченхи йăлине пăрахмаççĕ. Ял таврашĕнче виçĕ масар. Вĕсене тирпейлесе тасатас ыйту та çивĕч тăрать. Тирпейлĕхе вĕренмелле-ха пирĕн. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнине халалласа ентешсене 70 ырă ĕç тума сĕнетĕп. Уяв кунне вара митинга тухса ветерансемпе вăрçă ачисене саламларăмăр, вăрçă хирĕнче юлнисене асăнса çурта çутрăмăр,- тет Людмила Леонидовна.
 
: 810, Хаçат: 21 (1319), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: