Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Вун ачаран эп – кĕçĕнни.
Вун кайăкран эп – чи çĕнни.
Кăлкан пек çӳçĕмĕм пуçра.
Çыртма йĕм хывăнман кутран...
Пурăннă – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Аннеçĕм – суккăрлăх чури –
Пĕртен-пĕр шанчăклăх чунри.
Аттеçĕм ĕннĕ вăрçăра,
Чĕри ун, калăн, хурçăран...
Пурăннă – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Вĕреннĕ... Пиçнĕ... Çитĕннĕ...
Çĕршыв хӳттипе витĕннĕ.
Атте-анне пилленĕ мул –
Тумхахлă та телейлĕ çул...
Пурăннă – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Суйласа илнĕ ĕçĕмре
Телейлĕ пулнă. Ман чĕре
Нимле чире те пăхăнмасть –
Ахальтен пурнăçĕ ăнмасть...
Пурăннă – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Ах! Çăмăл мар ыр ят илтме,
Çăтмахăн чиккине çитме!
Хапхине çеç ман уçмалла:
Анчах... Каллех тар тăкмалла.
Пурнатăп – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Тата мĕн кирлĕ/ Пурте пур:
Ыр ят, çемье... Тĕп пултăр мур!
Юлташăмсем – хамран аван,
Ыр çын тăк – маншăн вăл тăван!..
Пурнатăп – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
Çунатлă Урхамахăмпа,
Сапăр тăван халăхăмпа
Пĕрле пулсан – тивлетлĕ эп,
Хĕвеллĕ, çутă Кун кĕтеп!..
Пурнатăп – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
 
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
...Çĕн чун парса эс йăнăшман –
Пулмарăм саншăн эп тăшман!
Çырлахрăм пӳрнипе йăлтах,
Тавах, тĕнче, сана, тавах!..
Пурнатăп – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
 
Пурнасчĕ – çĕрпе пĕлĕт хушшинче...
Тавах, мана кун панă çут тĕнче!
 
 
2015 çул, çу, 20.
 
: 428, Хаçат: 21 (1319), Категори: Поэзи хумe cинче

Комментарисем:

Blondie (2016-06-30 11:22:17):
C’/est normalĔ c’/est tout nouveau comme blog et j’/aimerais vraiment avoir plus de temps pour l&m0#17/ali2enter‮/Sinon merci pour tes compliments et n’/importe qui est le mieux placéĔ ne serait ce que parce que j’/oublie beaucoup de chose et que j’/ai la “/tête dans le guidon”/ĕ Mais les commentaires c’/est déjà pas malĕN’/hésite pas a critiquer tout ce que tu veuxĕ Je suis open !

RobertweAdS (2017-06-11 09:37:30):
cialis online cheap tadalafil<Ӳa> purchase cialis
п»їbuy cialis online
cialis online<Ӳa> cialis cost


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: