Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулара пурăнакансемшĕн Виктор Коваленко ячĕ çĕнĕ мар. Вăл «Руслан» Культура керменĕн пуçлăхĕнче 29 çул вăй хунă.
 
Коваленкăсен çемйи кунта «Руслан» самолетсем туса кăларакан завод тата унпа пĕрлех çĕнĕ район çĕкленнĕ çулсенче –1982 çулта – килсе тĕпленнĕ. Культура керменĕн никĕсне тума тытăннă кăна пулнă-ха ун чух. Ăна унччен «УАПК клубĕ» тенĕ. Виктор Андреевич çак çурта çĕкленĕ çĕре кӳлĕнет, туса пĕтерсен УАПК пуçлăхĕсемпе ăна йышăнать, директор тилхепине те Коваленкăнах шанса параççĕ. Кермен 1984 çулта «Руслан» ятпа (пĕрремĕш самолет ячĕ) уçăлать.
Тытăнаççĕ вара çĕнĕ керменĕн çуначĕ айĕче УАПКна ĕçлеме килсе тĕпленнĕ чăваш, тутар, мордва, вырăс тата ытти халăхсен юрă-ташă ушкăнĕсем, ача-пăча ансамблĕсем чăмăртанма... Вăл шутра чăвашсен «Эревет» ушкăнĕ те.
1986 çулта «Эреветĕн» пулас ертӳçи Николай Косырев чăваш ансамбльне йĕркелес тĕллевпе «Руслан» керменне пырса кĕрет. Виктор Андреевич Николай Федоровича ăшшăн йышăнать, унăн çунатлă ĕмĕтне те ырлать. Репетицисем ирттерме хаваспах пӳлĕм уйăрать. Çапла облаçри чăваш пултарулăх ушкăнĕсен пĕрремĕш чĕкеçĕ – «Эревет» ушкăн – çуралать. «Халăх ансамблĕ» ятне илес (ушкăн ăна кашни пилĕк çулта çирĕплетсе пынă), Николай Косырева Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне парас ĕçре те унăн тӳпи пысăк.
«Эреветĕн» хреснашшĕ çеç пулман Виктор Андреевич. 1992 çулта Çĕнĕ хулари «Чей çурчĕ» çумĕнче «Палнай» фольклор ушкăнĕ йĕркеленет. Икĕ çул та иртмест – çак çурт тепĕр хуçа аллине куçать. «Палнай» вара урамра тăрса юлать. Артистсем пулăшу ыйтса Виктор Коваленко патне пыраççĕ. Вĕсене пуçлăх «пӳлĕм çук» тесе кăларса ямасть, эреветсен пӳлĕмĕнче уйрăм графикпа репетицисем ирттерме ирĕк парать. Ку кăна-и/ Палнайсем ертӳçĕсĕр тăрса юлсан Виктор Андреевич алла баян тытса вĕсемпе ĕçлеме пуçлать. Йывăр вăхăтра пулăшнăшăн артистсем ăна паян та тав тăваççĕ.
Виктор Коваленко сцена çинчен чăвашсен ушкăнĕсене тав сăмахĕ каланине сахал мар курнă. Кашнинчех вăл мĕн те пулин чăвашла каласа савăнтаратчĕ.
Мĕншĕн паян çак ырă чунлă çын пирки иртнĕ вăхăтпа калатăп-ха/ Виктор Андреевич халĕ унта ĕçлемест. Тивĕçлĕ канăва кайсан тата 6 çул вăй хунă хыççăн (2011 çулта) ĕçрен хăтарма ыйтса вăл хăй ирĕкĕпе заявлени çырать. «Çитет, çамрăксене çул парас»,- тет вăл сăпайлăн.
Нумаях ларма памаççĕ ăна килте. Икĕ çул каялла Çĕнĕ хулари чăваш арĕсем юрă ушкăнĕ чăмăртасан ăна ертӳçĕ пулма ыйтаççĕ. Хаваспах килĕшет вăл арçынсен «Сăрнай» ушкăнне ертсе пыма. Пӳрнесем баян калама манман вĕт-ха... Ушкăн эрнере икĕ хут Çĕнĕ хулари культура центрĕнче (64-мĕш шкул) пуçтарăнать. Чăвашсен тата вырăссен анлă сарăлнă юррисене ертӳçĕ 3-4 сасăпа юрлама вĕрентет. Кĕске вăхăтрах репертуар йĕркелет. Ку хушăра «Сăрнай» облаçри ял-хулана çеç мар, Чăваш тата Тутар Республикисене концертпа тухма ĕлкĕрет. Халăх вĕсен килĕшӳллĕ янăракан юррисене сывламасăр тенĕ пек итлесе ларать – кун пеккине курманнипе ĕнтĕ.
Миçе çул ĕнтĕ мана çак ыйту канăç памасть: чăваш юнĕ чупмасть-и-ха çак ăста ертӳçĕре/ Ма тесен вăл чăвашла калаçнине ăнланать, хăш чух чăваш сăмахĕсене меллĕ çыхăнтарса каланине те илткеленĕ... Концертăн репертуарне те чăвашла çырса парать. Хăйпе тĕплĕнрех паллашсан тин вăл хутăш çемьере çуралнине пĕлтĕм. Амăшĕ – чăваш, ашшĕ – украин çынни. 1945 çулта Ăремпур облаçĕнчи Абдулино ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Чăвашсем хушшинче ӳснĕ. Пушкăрт Республикинчи Пишпӳлекри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Пушкăрт патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче вĕреннĕ.
Анчах унăн юнĕнче тапса тăракан пултарулăх туртăмĕ вăйлăрах пулнă çав. Малалла аталанас тĕллевпе Виктор Ĕпхӳри (Уфа) ӳнер училищине вĕренме кĕнĕ. Çакăнта туптанă та вăл малашлăх никĕсне. Аслă пĕлӳ Ĕпхӳри патшалăх ӳнер институтĕнче илнĕ. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне çак хулари «Юбилейный» Культура керменĕнче халăх культурин ĕçне кӳлĕннĕ.
1982 çулта Коваленкăсен çемйи Çĕнĕ хулана килсе тымар ярать. Каларăмăр ĕнтĕ, хăйне шанса панă ĕçне вăл вăтăр çула яхăн тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Виктор Андреевичăн ĕçне район тата хула администрацийĕсем асăрхаман мар, паллах. Унăн сăнӳкерчĕкне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă, РФ культура министерстви «Культурăри ӳсĕмсемшĕн» хисеп паллипе наградăланă.
Çĕртмен (июнь) уйăхĕн 11-мĕшĕнче Виктор Андреевич 70 çул тултарать. Хисеплĕ ентешĕмĕре юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, пултарулăх ĕçĕнче ӳсĕмсем сунатпăр, чăваш культурине аталантарас ĕçре сулмаклă ĕçсем тунăшăн чĕререн тав тăватпăр.
 
Çĕнĕ хула.
 
: 737, Хаçат: 22 (1320), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: