Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш халăх йăли-йĕркинче Çимĕк вăййисем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Чăвашсен Аслă вĕрентӳçи И.Я. Яковлев «Манăн пурнăç» кĕнекинче кун пирки çапла çырнă йĕркесем пур: «Пĕррехинче çĕрле Чĕмпĕртен 50 çухрăмра вырнаçнă Киштек ялĕ çумĕпе иртсе пынă чухне эпĕ çил арманĕ хыçне пытанса 11 сехетрен тытăнса ирхине 3 сехетчен чăваш çамрăкĕсем сăвă каланине итлерĕм. Ун чухне эпĕ вăтăрсенче пулнă. Хĕрсемпе каччăсем икĕ ушкăна уйрăлса, алла-аллăн çавтăнса пысăк çĕкленӳпе юрларĕç. Юррисем те, ташшисем те калама çук хитре. Кунта эпĕ куççуль кăларсах хамăн ачалăха аса илтĕм».
Шел, ку чухнехи чăваш ялĕсенче Çимĕк вăййисем манăçа тухса пыраççĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем вĕсене сцена çинчен кăтарткалаççĕ-ха. Çапах та шанчăк çук мар. Чăнлă район администрацийĕпе культура пайĕ май пур таран ялсенче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисен йăли-йĕркине упраса хăварас тесе сахал мар вăй хураççĕ. Акă районта тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Çимĕк эрнинче «Вĕç-вĕç, чăваш юрри» фестиваль иртет. Кăçал вăл Аслă Нагаткинти Революци площадĕнче çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулчĕ. Унта районти мĕнпур ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Çав шутра кĕçĕн çулхи хĕрачасем те.
Çурхи уява тухнă яш-кĕрĕм ушкăнĕ улăхри хитре чечексене аса илтерчĕ. Малалла уяв Культура керменĕнче тăсăлчĕ. Ун тĕлне калама çук лайăх хатĕрленнĕ. Хăнасене çăкăр-тăварпа, килти сăрапа кĕтсе илчĕç. Пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрлакансем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç, куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç: Кивĕ Улхашри «Янра, юрă» халăх ансамблĕ, Пухтелĕнчи клуб çумĕнчи тата учительсен юрă ушкăнĕсем, Аслă Нагаткинти «Шанăç»халăх тата «Уйсас»фольклор ушкăнĕсем, Лянкинсен килти «Хĕвел», Микулин ялĕнчи ансамбльсем, Иван Сидоров, Катя Паклашкина юрăçăсем тата ыттисем.
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанăç» халăх ушкăнĕ «Эпĕ – чăваш» юрра шăрантарчĕ. Ăна В. Тарават хăй çырнă. Малашне çак юрра фестиваль гимнĕ туса репертуара кĕртме калаçса татăлчĕç. Юлашкинчен пултарулăх ушкăнĕсене ертсе пыракансене дипломсем парса наградăларĕç.
 
: 700, Хаçат: 22 (1320), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: