Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Сайманĕнчи пуçламăш шкулта «Юный натуралист» кружок ăнăçлă ĕçлет. Эпĕ ăна ертсе пыракан В.П. Матькова ертӳçĕ пирки каласа парасшăн.
Ачасем çак тĕлĕнмелле ăшă кăмăллă хĕрарăм патне юратсах çӳреççĕ. Вăл çут çанталăк çинчен хăй мĕн пĕлнине йăлтах ачасем патне çитерме тăрăшать. Кашни хутĕнчех мĕнле те пулин çĕннипе кăсăклантарать. Ачасем тĕрлĕ материалсенчен нумай япала ăсталаççĕ. Уйрăмах çут çанталăкран илнисемпе ĕçлеме кăмăллаççĕ.
Валентина Петровна пĕчĕкренех пултарулăх ушкăнĕнче палăрнă. 1970-80 çулсенче «Чебурашка» ушкăнра юрланă, ташланă. Хĕрсен ушкăнĕ пĕчĕк сценкăсем лартнă, юрăсене сюжетлă кăтартса панă. Ытларах чух костюмĕсемпе гримĕсене хăйсем шутласа кăларса ăсталанă. Вĕсем куракансене куççуль тухиччен култарма пултарнă. Мĕнле манăн-ха çакăн пек кулăшла артистсене?
Сызраньти педучилищĕне пĕтерсен вăл пуçламăш класс ачисене вĕрентме тытăнать. Халĕ те, уйрăм ачасене вĕрентнипе пĕрлех, ял пурнăçне хутшăнма вăхăт тупать. Ăна ялти фольклор ушкăнĕнче те, сценкăсенче те куратăн. Вăл аван ӳкерет, çавăнпа пуканесене тата декораци хатĕрлес ĕçре – пĕрремĕш пулăшаканĕ. Ку ĕç пирки. Пурнăçра вара вăл тĕслĕхлĕ арăм, икĕ ача амăшĕ. Унпа сăмах ваклама интереслĕ. Мĕнпур япалана чунне парса тăвать.
Çакна ашшĕпе амăшĕ пĕчĕкренех хăнăхтарнă. Валентина (хĕр чухнехи хушамачĕ – Михалкина) пысăк та туслă çемьере çурласа ӳснĕ. Пётр Васильевичпа Татьяна Николаевнан ултă ача пулнă. Вĕсем иртен пуçласа каçчен колхозра вăй хунă. Ашшĕ строительте ĕçленĕ, амăшĕ фермăра пăрусем пăхнă. Тăрăшуллăхне кура вĕсене хуçалăх администрацийĕ нумай хутчен Хисеп хучĕсемпе тата грамотăсемпе наградăланă, премисемпе хаклă парнесем парса чысланă.
Вĕсен ачисем мăшăрланса ялта тата кӳршĕ ялсенче тĕпленнĕ. Хĕрĕпе икĕ ывăлĕ — строитель, икĕ хĕрĕ – вĕрентӳçĕ, тепĕр хĕрĕ – çĕвĕçĕ.
Ачисемпе мăнукĕсем час-часах ашшĕ килне пуçтарăнаççĕ. Пӳрчĕ вара савăнăçпа тулать. Аслисем мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене хаваспах вăрçă хыççăнхи выçă çулсем çинчен каласа параççĕ. Пётр Васильевичăн ашшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă, Татьяна Николаевна пĕчĕклех ашшĕпе амăшĕсĕр тăрса юлнă, ăна амăшĕпе пĕр тăванĕ ӳстернĕ. Тен, çак нуша туптанă та ачасенче ĕçе юратас, çемьене хисеплес, йăла-йĕркене упрас йăлана.
 
 
: 876, Хаçат: 40 (1132), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: