Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вырсарникун Языково поселокĕнче 47-мĕш хут пĕтĕм Раççей шайĕнче Пушкин уявĕ иртрĕ. Унта облаçри ял-хуларан, Пенза облаçĕнчи, Чăваш Республикинчи хуласенчен тата Атăлçи тăрăхĕнчи ытти çĕртен килнĕ хăнасем пурччĕ – пурĕ виçĕ пин ытла çын.
 
Александр Пушкинпа ун юлташĕн Николай Языковăн поэзине юратса пухăннă хăнасене С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр саламларĕ, ку вырăна Раççей культурин хаклă вырăнĕсенчен пĕри, поэзи вырăнĕ терĕ, вырăнти влаçсене çак уява кашни çул аванран аван йĕркеленĕшĕн тав турĕ.
-Кунта Раççей поэзийĕн пуласлăхĕ пуçтарăннă, пирĕн вĕсен пултарулăхне аталантарма çул уçса памалла,- терĕ Сергей Иванович.
Хăнасем валли кунта анлă программа хатĕрленĕ: театр сценкисем, вĕрсе каламалли инструментсен ансамблĕн номерĕсем, пултарулăх йышĕсен концерчĕ. Çаплах поэтсем хăйсен сăввисене вуларĕç. Çакăнтах Карсунти ача-пăча ӳнер шкулĕнче вĕренекенсем тунă ӳкерчĕксене, алă ăстисем хатĕрленĕ тĕрлĕ япаласене вырнаçтарнă.
Ку уявра 10-мĕш хут ĕнтĕ çамрăк литераторсен «Мы рождены для вдохновения» конкурсĕ иртрĕ, çакăнта ун çĕнтерӳçисене палăртса наградăсем пачĕç. Ку конкурса Мускав, Тюмень, Калининград, Иваново, Магнитогорск, Кохма, Улатăр хулисен тата Краснодар крайĕн ачисем хутшăннă – пурĕ 123 вĕренекен.
Каярахпа Сергей Морозов кунта Наци тата тĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет ларăвне ирттерчĕ. Унта вырăс чĕлхи пĕлтерĕшне пăхса тухрĕç, ăна аталантармалли çулсем шырарĕç, сĕнӳсем пачĕç. Ларура кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи, УОЧНКА председателĕ В.Сваев, вĕренӳ тата наука министрĕ Е.Уба, искусство тата культура политикин министрĕ Т.Ившина, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕн пĕрремĕш çумĕ В.Малышев, А.Балакишиева, Л.Жуковская-Латышев а депутатсем, Карсун район администраци пуçлăхĕ В.Чубаров тата ыттисем сăмах каларĕç. Вĕсем пурте çак шухăш патне пырса тухрĕç: вырăс чĕлхи Раççее тулашри тата шалти тăшмансенчен хӳтĕлет, патшалăха пĕрлештерет, пĕр чăмăрта тытса тăрать, çавăнпа та ăна куллен çине тăрсах аталантармалла, обществăра ун пĕлтерĕшне ӳстермелле. Кун пирки Раççей Президенчĕ В.Путин та нумаях пулмасть çирĕ-плетсе каланăччĕ.
 
Карсун районĕ.
 
: 742, Хаçат: 22 (1320), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: