Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ шăматкун Çĕнĕ Ульяновск хулинчи чăвашсем тăваттăмĕш хут авалхи уява – Акатуя – паллă туса ирттерчĕç. Кунти ентешсем пĕрле пухăнса çураки вĕçленнĕ ятпа савăнчĕç, тыр-пул аван ӳссе çитĕнтĕр, кĕркунне пӳлмесем тулли пулччăр тесе кĕлтурĕç.
 
Çĕнĕ Ульяновскри Ленин лапамĕ-нче уяв картине тăрса юрларĕç, сцена çине Раççей, Çĕнĕ Ульяновск, «Пĕрлĕхлĕ Раççей», Акатуй ялавĕсене çĕклесе хăпарчĕç. Хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.
Йăла тăрăх, Акатуй ялавне чи хаклă хăнана параççĕ. Кун пек чыса Çĕнĕ Ульяновск хули пуçлăхĕ Геннадий Деникаев тивĕçрĕ. Вăлах салам сăмахĕ каласа уява уçрĕ.
- Халăхсен туслăхне çирĕплетес, кашни халăхăн культурипе йăли-йĕ-ркине аталантарас тесе пирĕн администраци тăрăшса ĕçлет. Акатуй пек халăх уявĕсене эпир яланах хапăл. Тав сире чăваш йăлине çапла тытса пынишĕн, - терĕ. Вырăнти чăвашсен автономи пуçлăхне З.М. Рейтера культура тытăмĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.
УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев çапла каларĕ:
- Эпир паян ял ĕçченĕсем çĕр ĕçне вĕçленине паллă тума пухăнтăмăр. Мухтав вĕсене. Анчах ĕçленипе кăна мар, савăнма та пĕлмелле. Паян сире уява килнишĕн тав, ĕçрен уйрăлайманнисене те Турă сывлăх патăр. Чăвашлăха упрасси халĕ пирĕн алăра. Çавăнпа пирĕн хамăра хисеплеме, юратма вĕренмелле. С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр кашни халăха аталантарма майсем туса парать. Ахальтен мар кăçал облаçри 16 районта Акатуй иртет. Эпир сыхланса юласси веçех хамăртан килет. Çĕнĕ Ульяновскри Культура керменĕнче вăй хуракан специалистсене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.
Саламсен ярăмне Пĕтĕм Раççейри «Халăх фрончĕ» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ Олег Мустаев тăсрĕ:
- Совет Союзĕ вăхăтĕнче 1989 çулта субъект шайĕнче пĕрремĕш Акатуй Ульяновск облаçĕнче иртрĕ. Ытти çĕрте чăвашсем «Ĕçпе юрă уявне» паллă тунă. Ку эпир И.Я. Яковлевăн халалне тĕпе хурса унăн ĕçне малалла тăснине пĕлтерет. Паянхи уява йĕркелекенсене, курма килнисене пурне те сывлăх, телей сунатăп, - терĕ вăл.
Уява юрă-ташăпа илем кӳрекенсем – Шупашкартан килсе çитнĕ «Уяв» халăх ансамблĕ, Çĕнĕ хулари арçынсен «Сăрнай» ушкăнĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтерпа унăн Аня хĕрĕ, Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Виçпӳртрен килнĕ Елена Муравьева пулчĕç.
Акатуйра ача-пăча вăйă выляса хавхаланчĕ. Вĕсем вĕрен туртса та, ал вăйне виçсе те, михĕпе чупса та ăмăртрĕç, чун-чĕререн савăнчĕç. Кăçал Раççейре Литература çулĕ, Чăваш Республикинче К.В.Иванов çулĕ пулнă май уява ертсе пыракан Г.М.Никитина курма килекенсемпе викторина йĕркелерĕ. Вăл «Нарспи» поэмăри тĕп сăнарсен ячĕсене ыйтрĕ, сыпăксене пăхмасăр калама сĕнчĕ. Спорт лапамĕнче Василий Артемьев кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту ирттерчĕ. Чи нумай йăтаканни те хăех пулчĕ. Арçынсем сахал пулнипе хĕрарăмсем те кире пуканне йăтса пăхрĕç: Лариса Зайцева, Галя Иванова, Катя Николаева. Кашниех пĕчĕк парнене тивĕçрĕ.
Курма килекенсем çумăра пăхмасăр «Уяв» артисчĕсемпе пĕрле чăваш ташшине çаптарчĕç.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет, Çĕнĕ Ульяновскри чăвашсем ирттерекен уявсем ытти вырăнтисенчен уйрăлса тăраççĕ. Хула администрацийĕ пулăшнипе вырăнти наципе культура автономийĕ вĕсене Шупашкартан паллăран та паллă ушкăнсене чĕнсе илет – ЧР патшалăх юрăпа ташă е фольклор ансамблĕ-сене. Апла пулин те уявсене çын сахал пухăнать. Ĕçлеме юратакан, анчах та канма пĕлмен чăвашсене малашне çавăн пек уявсене хутшăнма, хамăр культурăна хисеплеме, юратма сĕнес килет. Кăçалхи Акатуя инçе çула кĕскетсе çитнĕ «Уяв» халăх ансамбльне курса вĕсем шăрантаракан авалхи юрăсене итлени кăна мĕн пысăкăш савăнăç тата пуянлăх мар-и/
 
: 895, Хаçат: 22 (1320), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: