Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртмен 7-мĕшĕнче Чартаклă район çыннисем тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине упрас, чăвашлăха чĕртсе тăратас тĕллевпе Уçăркка ялне Акатуя пухăнчĕç. Ăна ял хуçалăхĕсем çураки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине халалласа ирттерчĕç.
 
Тĕп урамра иртенпех чăваш юрри илтĕнет, купăс кĕвви таврана янратать. Ялти Культура çурчĕ умĕнчи парк тĕлĕнче хуçисем районти ытти ялсенчен килсе çитнĕ, чăваш, вырăс, тутар, мордва тумĕсене тăхăннă хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илеççĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ чуччу çинче Çĕрпе Пĕлĕте сăнарлакан хĕрпе каччă ярăнаççĕ. Вĕсен ярăнăвĕ -- пире тăрантаракан Çĕр-аннемĕре йăхлантарнин палли. Уçăрккари хастар чăваш хĕрарăмĕ, 73 çулхи Нина Ерандаева кĕлĕ вулать.
-- Çӳлти Турă, çырлах пире! Çутă хĕвел, ăшă çумăр, лăпкă çил яр çĕр çине: вăйлă тыр-пул çитĕнтерме, вара çăкăр пĕçерме. Эй, Турă, пĕр пĕрчĕ-рен пин пĕрчĕ пар, -- терĕ вăл аллине пĕлĕтелле çĕклесе.
Ертӳçĕсем пурне те Вăйă картине тухма ыйтрĕç. Илемлĕ тумлă ансамбльсем, юрă-ташă ушкăнĕсем куракансене чăваш халăх юррипе килентерчĕç.
Акатуйăн хисеплĕ хăнисене – Чартаклă район администрацийĕн культурăпа халăх канăвне йĕркелекен пай пуçлăхне Эльмира Сатдинована, Уçăркка ял тăрăхĕн пуçлăхне Елена Дырована, районти депутатсен канашĕн депутатне, Уçăркка вăтам шкулĕн директорне Галина Родионована, УОЧНКАн Чартаклă районĕ-нчи уйрăмĕн председательне Ирина Мишинана, Уçăркка ялĕнчи Культура çурчĕн директорне Лидия Данилинана тата Ульяновскри Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш культури пайĕн ертӳçине Ираида Гаврилована – сцена çине тухма ыйтрĕç. Çĕрпе суха туйĕпе саламланă май паянхи уява ирттернĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнă чăвашсене, укçа-тенкĕпе пулăшнă усламçăсене, ял ĕçченĕсене, вырăнти хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне Вадим Мартынова Тав хучĕ-сем парса хавхалантарчĕç.
Çăкăр ӳстерекенсемшĕн чи хаклă парне музыка саламĕ пулчĕ. Хальхинче чăваш юррисемпе хавхалантаракансем хăйсен репертуарне чи илемлĕ юррисене кĕртнĕ. Октябрьскинчи, Петровскинчи, Чăваш Калмаюрти, Енганаевăри, Кивĕ Уренбашри, Малаевкăри, Чартаклăри, Уçăрккари Культура çурчĕсен артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсен хушшинче наци йăлине, юрри-ташшине вĕренекен ачасем пурри уява килнисене уйрăмах çунат хушрĕ. Чăваш тумне тăхăннă шăпăрлансем, çул çитмен ачасем ашшĕ-амăш чĕлхине вĕренни, тĕрĕсрех, вĕрентекенсем пурри – пахаран паха пулăм. Мелекесс районĕнчи Лесное поселокĕнчен те кӳршисене саламлама килнĕччĕ. Ульяновскран килнĕ Софья Афанасьева чартаклăсене чăваш эстрада юррисемпе килентерчĕ.
Уçăркка клубĕн солисчĕсем Надежда Спиридоновапа Наталья Творогова ытти хайлавсемпе пĕрлех пултаруллă ентешĕн Нина Ерандаеван юррисене те шăрантарчĕç. Нина Васильевна Акатуйра «Чăваш кил-çурчĕ» кĕтес хатĕ-рленĕччĕ. Кăмăл тăвакансем пурте чăваш хĕрарăмĕн ытарайми тĕррисене, кĕпи-саппунне тытса пăхма, тĕрлĕ сиплĕ курăксенчен, пылран хатĕрленĕ чейсене тутанма пултарчĕç.
Аслăрах çул-ӳсĕмрисем ытларах тĕп сцена çинчен куçĕсене илмерĕç пулсан ача-пăча вăйă лапамĕнчен кая пĕлмерĕ. Вĕсем наци вăййисене (кĕвентепе, витресемпе чупни, чӳлмек çĕмĕрни...) хастар хутшăнчĕç. Артист чунлисем – юрă-кĕвĕ лапамĕнче такмакçăсен тата ташăçăсен конкурсĕнче ăмăртрĕç.
 
: 689, Хаçат: 22 (1320), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: