Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
А.Ф. Дунаев Аслă Нагаткинти технологипе сервис техникумĕнче (маларах вăл СПТУ пулнă) 28 çул вăй хурать ĕнтĕ. 52 çулта кăна пулин те вăл икĕ çул каялла стажпа тивĕçлĕ канăва тухнă. Çаплах Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ ятне илнĕ.
Ĕçĕ вара ун çăмăл мар – производство вĕрентĕвĕн маçтăрĕ. Урăхла каласан автомобиль водителĕсене çул çинче пĕрремĕш утăмсем тума, çӳреме, юсама вĕрентет вăл, практика ирттерет.
-Эпир кунта В тата С категориллĕ шоферсене хатĕрлетпĕр. Машинăпа ху çӳресси – пĕр япала, çӳреме вĕренекенсем çумĕнче хăраса ларса пырасси – пачах урăхла. Çӳç вирелле тăрать хăш чухне – тем хăтланакансем те пур. Çамка çине шултра тар пĕрчисене кăлараççĕ. Кювета та сиктернĕ мана, юпа çумне те пырса çаптарнă... Мыскарасем кăтарткаланă. Ахальтен çӳç кăвакарма тытăнман ĕнтĕ, - тет Анатолий Федорович шӳтлерех хăй ĕçĕ пирки.
Нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ вăл, çамрăклах колхоз ĕçне хăнăхнă, техника çумне çыпăçнă. Салтакра Оренбург облаçĕнче автомашинăпа çӳренĕ, хăйне пур енчен те лайăх кăтартнăшăн çакăнта «Отличник Советской армии» кăкăр паллине тивĕçнĕ. Каярах ăна шăпах çакă Раççей шайĕнчи ĕç ветеранĕн ятне илме пулăшнă – вăл патшалăх награди шутланать.
Салтакран тăван ялне – Çĕнĕ Йĕлмелне таврăнсан А.Ф.Дунаев Тутарстанри Кивĕ Çĕпрелĕ-нче кислород баллонĕсен операторĕнче (ку специальноçа вĕренме ăна хăй вăхăтĕнче ятарласа Одессăна яраççĕ) тăватă çул ĕçлет. 1987 çулта вара вĕсем мăшăрĕпе Аслă Нагаткина куçса килеççĕ. Иккĕшĕ те 24-мĕш номерлĕ СПТУна ĕçе кĕреççĕ.
Техникăпа çӳреме, ăна юсама вĕрентнисĕр пуçне Анатолий Федоровичăн тепĕр тивĕçĕ – вĕренекенсем хушшинче пултаруллăраххисене тупса палăртасси, вĕсене тĕрлĕ конкурссене хутшăнма хатĕрлесси. Вăл хатĕрленĕ çамрăксем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ. Сăмахран, 2007 çулта ун водителĕ конкурсра мала тухнă. 2013 çулта вара Саранскра иртнĕ сухалакансен конкурсĕнче вăл хатĕрленĕ çамрăк тракторист 2-мĕш вырăн йышăннă. Уншăн вĕрентекенĕ Мордови Республикин ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ. А.Дунаев хăй те конкурссенчен пăрăнса тăмасть, ун ĕçĕ çапларах – çынсене вĕрентес тесен хăвăн ăсталăхна ялан ӳстермелле. 2011 çулта вăл «Мастер – золотые руки» конкурсра çĕнтернĕ. Ун сăнӳ-керчĕкĕ Хисеп хăми çинче 4-5 çул çакăнса тăнă. Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерствин Тав çырăвĕ те пур унăн.
Анатолий Федорович – тĕслĕхлĕ çемье пуçĕ. Мăшăрĕ Вера Николаевна техникума килнĕ-ренпех бухгалтерта ĕçлет – ертсе пыракан специалист. Вĕсем икĕ ывăл çуратса тивĕçлипе çын çине кăларнă. Асли – Андрей ачаранпах кĕрешӳ турнирĕсене хутшăнса çĕнтеретчĕ. Вăл кĕрешнине эпир пĕрре мар курнă. Профессине те спортпа çыхăннинех илнĕ, пединститутра физкультура факультетне пĕтернĕ. Суд приставĕнче ĕçлет пулин те юратнă ĕçне пăрахмасть, ачасене кĕрешме вĕрентет. Хăй ку енĕпе спорт маçтăрĕн кандидачĕ. Алексей вара Мускавра пурăнать, полици ĕçченĕ, лейтенант.
Дунаевсем ваттисене хисеплени те мухтава тивĕçлĕ. Амăшĕ вилнĕ хыççăн вĕсем пĕччен юлнă ашшĕне – Аслă вăрçăн 2-мĕш ушкăнри инвалидне – ялтан илсе килеççĕ. 89 çулхи Федор Кириллович 10 çула яхăн ĕнтĕ кĕçĕн ывăлĕпе кинĕ килĕнче лăпкă та канлĕ пурнăçпа пурăнать. Ун пысăк çуртра хăйĕн уйрăм пӳлĕмĕ. Мĕн кирлĕ – веçех пур. Чăвашсен авалхи йăлипе вăл кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле кун кунлать.
Çимĕк умĕн вара Дунаевсем Çĕнĕ Йĕлмелĕ-нчи масара илем кӳчĕç, ял халăхне тĕлĕнтерчĕç: амăшĕн вилтăпри çине 10 метр çӳллĕш часавай лартса хучĕç. Ун пекки ку масар çинче никамăн та çук-ха. Ку ĕçре те Анатолий Федорович хăйĕн пысăк тӳпине хывнă.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 727, Хаçат: 22 (1320), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: