Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Волонтерсем ватăсен çуртĕнче çырса илнисем)
 
Ватăсем ĕмĕрлĕх вăхăчĕн чиккинче мĕн пурнăçлайманшăн ӳкĕнеççĕ-ха...
«Пĕлетĕн-и, Анечка, эпĕ пĕртен-пĕр хĕрĕм валли шăллĕне е йăмăкне çуратса паманшăн питĕ ӳкĕнетĕп. Эпир коммуналлă çуртри пĕр пĕчĕк пӳлĕмре атте-аннепе пиллĕкĕн пурăнаттăмăр. Шухăшлаттăм: мĕн тума кирлĕ-ха тепĕр ача/ Ку та кĕтесри арча çинче çывăрать. Кравать лартма вырăн çук. Кайран упăшкана ĕçĕнчен пĕр пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Кайран – пысăкраххине. Анчах ача çуратас вăхăт иртсе кайрĕ».
«Халĕ шухăшлатăп: мĕншĕн пилĕк ача çуратмарăм-ха/ Мĕн кирли пурте пулнă вĕт-ха: аван, шанчăклă, ĕçчен упăшка* ĕç, ача пахчи, шкул, кружоксем... Пурне те вĕрентсе кăларса çын çине кăларнă пулăттăмăр. Эпир ыттисем пек пурăнма тăрăшнă: пурин те пĕр ача, пирĕн те çапла пултăр».
«Куратăн-и, упăшкам йытă çурипе вылять. Унра ашшĕ туйăмĕ нихçан та пĕтмест. Ун юратăвĕ вунă ачана та çитнĕ пулĕччĕ. Эпĕ пĕр пепке çеç çуратса патăм».
«Эпĕ кладовщицăра ĕçлерĕм. Яланах нерв тытăмĕ çинчеччĕ: сасартăк мĕн-тĕр çитменнине тупса палăртĕç, уншăн мана явап тыттарĕç. Кайран – суд, тĕрме... Халĕ шухăшлатăп: мĕншĕн ĕçленĕ-ха/ Упăшка аван ĕçлесе илетчĕ. Мĕншĕн тесен – пурте вăй хунă. Эпĕ те».
«Килти буфетра вуникĕ çын валли нимĕç фарфор сервизĕ тăрать. Пурнăçăмра унпа усă курман».
«Пĕр-пĕр авантарах япала туянассишĕн хыпса çунаттăмăр. Туяннă. Юлашки укçапа. Мĕн, вĕсем пурнăçа аванлатнă-и/ Кансĕрленĕ анчах. Тĕкĕр пек çуталса тăракан «стенка» тенине тем тума туяннă тата/ Ачасене: «ан тыт», «ан шăйăр» теме. Килте ахаль хăмасенчен маçтăрланă шкаппах пурăнма пулнă вĕт. Ачасем те кăмăлĕ туличчен вылянă, чупнă-сикнĕ, ӳкернĕ пулĕччĕç».
«Пĕр уйăх ĕç укçипе финн аттине туянтăм. Кайрăн пĕр уйăх çĕрулми çинче тытăнса тăтăмăр. Ăна та пулин асанне ялтан илсе килсе паратчĕ. Мĕншĕн/ Мĕн, çав атта тăхăннипе çынсем мана ытларах сума сунă-и/»
«Аннене курас килет. Ыталаса илĕттĕм те хытă-хытă чуптăвăттăм. Чун тăраниччен калаçăттăм. Вăл çут тĕнчерен уйрăлнăранпа çирĕм çул çитрĕ ĕнтĕ. Пĕлетĕп: пĕртен-пĕр хĕрĕм те эпĕ вилсен çапла тунсăхлĕ. Анчах халĕ ăна епле ăнлантарса памалла-ха/ Вăл ман пата сайра хутра çеç килсе каять».
«Сашенькăна çуратнă хыççăн икĕ уйăхран яслие вырнаçтартăм. Кайран – ача пахчи, кунĕпех пулмалли шкул... Çулла – пионер лагерĕ. Пĕррехинче ĕçрен киле таврăнтăм та – унта эпĕ пачах палламан, мана ăнланман хĕрача пурăннине туйса илтĕм...»
«Мĕншĕн техникумра вĕреннипе çеç çырлахнă-ха/ Аслă пĕлӳ илме те пултарнă вĕт-ха. Пурте калатчĕç: çитет вĕренме, ĕçле...»
«Эпĕ кĕнеке сахал вуланă. Килте çав тери пуян вулавăш! Унти кĕнекесенчен нумайăшне тытса та пăхман. Хуплашкисем илемлĕ пулнă. Унта мĕн çинчен çырнă – пĕлместĕп».
«Пĕлетĕр-и, пурнăçăмра тĕне ĕненекенсенчен хăраттăм. Уйрăмах ачамсене Турăпа çыхăнтарса хамран пистересрен шикленеттĕм. Ачамсене эпĕ шыва кĕртнĕ, анчах вĕсемпе Турă çинчен калаçман. Вăхăчĕ çапла пулнă. Юраман. Халĕ тин ăнланатăп: тĕнпе пурăнакансен пурнăçĕ – чи таси. Çылăхсăр пурнăç ман çумранах шуса иртнĕ. Эпĕ «суккăр» пулнă».
 
Пĕтĕмлетӳ:
1. Вĕсем сĕре сахал ача çуратнă.
2. Çемьешĕн аванах мар пулнине шута илмесĕр ытла нумай ĕçленĕ.
3. Иртнĕ пурнăçа тишкернĕ хыççăн хăйсем те тĕлĕнеççĕ: кăмăла кайман, кичем, йывăр, сахал тӳлевлĕ ĕçрен мĕншĕн уйрăлайман-ха/
3. Отпуск вăхăтĕнче те канма пĕлмен.
4. Çук-пур укçапа кил хуçалăхра куллен кирлĕ мар япала туяннă.
5. Вĕсем юлташĕсемпе, ачисемпе, ашшĕ-амăшпе хутшăнăва сахал кĕнĕ.
6. Пурнăç шăпи вĕсене ватăсен çуртне илсе çитернĕ.
 
: 640, Хаçат: 22 (1320), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: