Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анатолий Федорович Ермилов-Юман – нумай енлĕ, чăн-чăн талантлă поэт, журналист, общество ĕçченĕ.
Анатолий Федорович хaйĕн произведенийĕсене чăвашла та, вырăсла та нумай пичетлет.
Нумаях пулмасть унăн "Пире, чăвашсене, мĕн çитмест/" ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна вăл халал поэми тенĕ. Питĕ ансат чĕлхепе çырнă, йĕркисем кĕске, çăмăллăн вуланаççĕ.
Тăван чăваш халăх шăпи шухăша ярать ăна. "Халăхăмăр Çĕр çинче ан пĕттĕр тесен мĕн тумалла-ши/ Веçех хамăртан килет, – тет вăл. – Чăвашсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен, И.Я.Яковлев Халалне пурнăçа кĕртсе çӳлте тытса пырсан".
Халалра чăваша ӳпкелесе çырнине те вулама пулать. Чăвашсен хушшинче çынна хавхалантарса çĕклес вырăнне ура хурас йăла пур тенĕ унта. Чăвашсен паллă çыравçисем хушшинче çапла шар курнисем чылай пулнă. Анатолий Юман та вĕсен шутĕнче.
Пĕр вăхăтра ăна Айхи тусĕ тесе айăпланă. Ун пек чăвашсем пирĕн хушăра халĕ те тĕл пулаççĕ çав. Çавăнпа та Анатолий Фĕдорович хăйĕн кĕнекинче чăвашсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшса пыма сĕнет.
Ульяновск облаçĕнче вăл чи сумлă çыравçăсенчен пĕри. Ăна яланах облаçра, районта тата ытти çĕрте иртекен мероприятисене, уявсене йыхравлаççĕ. Кăçал Литература çулталăкĕ. Çак ятпа пирĕн облаçра тĕрлĕ кĕнеке-журнал пичетлесе кăларчĕç. Вĕсенче А.Юманăн ячĕ те пур.
Анатолий Федорович пултарулăхĕ халăх пурнăçĕпе, унăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. Вăл облаçри чăваш халăхĕ пурăнакан ялсенче пулать, шкул ачисемпе, учительсемпе, ял халăхĕпе курса калаçать, çамрăк авторсен сăвви-калавне тишкерсе хак парать.
Кĕнекен пиллĕкмĕш сыпăкĕнче вăл Алешкин Саплăк ялĕн Культура керменĕнче Василий Журавлевăн кĕнекин хăтлавне ирттерни çинчен те çырса кăтартнă.
Поэмăри чуна тивекен тепĕр сыпăк – чăваш драматургĕн Анатолий Чебановăн ятне чăваш литературин антологине кĕртменни. Ку чăнах та тĕлĕнмелле япала. Мĕнле пулса тухнă-ши çакă/ Мантарса хăварнă пулсан ăнланма пулать-ха, пĕлсе тăрса кĕртменни вара – виçесĕр тĕрĕсмарлăх.
Паян Юман Чĕмпĕр тăрăхĕнчи литература аталанăвĕн Шурсухалĕ. Чăвашсен чăн халăх поэчĕ тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Вăл тăван чĕлхе ăсти, хĕрӳ чĕреллĕ патриот, Петĕр Хусанкай калашле, "Атăл хĕрринчи ватă юман йĕкелĕ", Ухсай Яккăвĕ калашле, “Константин Иванов йышĕнчи поэт, Иванов вăрманĕнчи патвар юман".
Çак кĕнекере поэт пурнăç çине çĕнĕлле пăхма вĕрентет. Поэма пĕр-пĕрне ӳпкелешсе çырни мар, пĕр-пĕринпе йĕркеллĕ те тӳрĕ кăмăллă пулма вĕрентет.
 
: 634, Хаçат: 22 (1320), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: