Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуркуннехи ĕçсем пĕтсенех чăваш хресченĕ ăшă та лăпкă çумăр кĕтет.
Апрель, май... Июнь уйăхĕн пĕрремĕш эрни иртет. Çумăр çук та çук. Хĕрсе кайнă тӳпере хура пĕлĕт таткине курасчĕ... Кĕрхи тырăсем хальлĕхе аптрамаççĕ-ха. Çурхисем вара, аран-аран шите яхăн ӳснĕскерсем, сарăха пуçланă, пуçĕсене пĕкнĕ. Кирлĕ чухлĕ ӳсмесĕрех пучах кăларам пекки тунă. Выльăх çӳрекен çаранри курăк та сарăхнă, хытнă. Çĕр типсе çуркаланнă. Вĕри çил вĕрет. Çĕрулми те шывсăр нушаланать, выльăх-чĕрлĕх, çынсем нушара.
Çут çанталăкри йĕркене хăй вырăнне лартас, тыр-пула, вăльăх-чĕрлĕхе ӳстерсе сыхласа хăварас, чир-чĕре чарас тесе халăх пуçтарăнса канаш тăвать. Тепĕр çĕрте ăна «Халăх сăри» тенĕ. Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем типĕ çул ятарласа Хăтчук ирттернĕ. Халăх укçипе çамрăк тиха е пăру туяннă, тутлă апат пĕçерсе çинĕ, сăра ĕçнĕ, хĕвелтухăç енне тăрса аслă Турăран çумăр ыйтнă. Çумăр чӳкне ирттермелли вырăн шыв çывăхĕнче пулнă. Маларах çăлсене, пусăсене тасатнă, типĕ çырмасемпе çарансене те тирпей кĕртнĕ. Чӳк вырăнĕнче Киремет йывăçĕ пулнă. Унăн ăшĕнче Турă пурăнать тенĕ. Йывăç умне парне пăтти, пуснă выльăхăн пуçне, урисене, тирне хунă, сăра тăкнă. Апат çисе кĕлтунă хыççăн халăх тумтирпех кăкăр таран шыва кĕрсе тăнă. Пĕр-пĕрне шыв сапса йĕпетнĕ. Чӳке хутшăнман çамрăксем вара ял урамĕсем тăрăх витресемпе çӳресе чӳке пыман çынсене шывпа сапса йĕпетнĕ, вылянă, кулнă. Тарма юраман. Тарма хăтланакансене хăвса çитсе тата вирлĕрех сапнă. Пӳрте кĕрсе хăтăласшăн пулнисене шала кĕрсе те пулин йĕпетнĕ. Пирĕн ялта шывпа выляса пĕрисен кăмакине юрăхсăра кăларнăччĕ. Халăхпа килĕштереймен тата этеплĕх тĕлĕшĕнчен пăсăкрах арçынпа хĕрарăма вара мăшкăлĕ ытларах тивнĕ. Шывпа сапнă çеç мар, вараласах пĕтернĕ. Усал такмак каланă, вĕсен йĕри-тавра тăрăхласа ташланă.
Кивĕ Улхашри православи тĕнне ĕненекенсем пуçтарăнса Çакăлвар енче вырнаçнă Анна çăлĕ патне турăшсемпе тата хоругвисемпе пухăнатчĕç. Çумăр ыйтса кĕлĕ вулатчĕç, çăла йĕркене кĕртетчĕç. Чӳк пулман ку, çапах та пĕлтерĕшĕпе çавăн евĕрлĕрех. Тепĕр чух Улхашăн чăн авалхи Лаприкас çăлĕ патĕнче çумăр ыйтнă. Çăлран шыв ăсса пĕр-пĕрне пуç тăрăх янă, йĕпетнĕ, шавланă, кулнă... Шухланнăшăн пĕр-пĕрне никам та çилленмен. Тĕлĕнмелле, чылай чухне çакăн хыççăн çумăр çунă. Çынсем вара: «Пирĕн кĕлле Турă илтрĕ, çумăр пачĕ»,- тенĕ.
Çăва (масар) çине кайса вилнĕ çынсен тăпри çине те шыв сапнă. «Вилнисен кăмăлне тупас. Вĕсем çумăра чарса тăраççĕ пулĕ»,- тенĕ.
Тепĕр йăла. Çумăр вăрах пулмасан, шăрăха пула нуша çитсен, выçлăх пулас хăрушлăх тухса тăрсан халăх лавсем çине пичĕкесем лартнă та шыв туйĕ ирттерме аякри яла кайнă. Çĕрле çав ялтан шыв вăрласа килнĕ. Ялти çитмен пурнăçпа пурăнакан пĕр тăлăх качча çав вăрланă шыва "качча илтернĕ". Халăх ăна тăрантарнă, килсе вĕлересрен сыхланă. Илпек Микулайĕ «Хура çăкăр» романра çак йăлана «Йĕпеннĕ çул» сыпăкра аван сăнарласа кăтартать. Çĕр тухăç пама пăрахсан «Çĕр вăрлани» йăла та пулнă. (Ашмарин, 1937). Ун чухне те чухăн качча вăрланă çĕре "качча илтернĕ". Унăн чăнтан авланма юраман вара. Ку сюжетпа çыравçăсем часах усă кураççĕ. Типĕ çул шывла вылясси авалхи чӳк йăлинчен сыхланса юлни куçкĕретех.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 365, Хаçат: 22 (1320), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: