Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акатуй уявĕсен ярăмĕ районтан района, ялтан яла куçса пырать. Çĕртмен 12-мĕшĕнче ака-суха уявне Ульяновскри Винновка ращинче паллă турĕç. Акатуй Раççей кунĕпе пĕр кун килчĕ.
 
Уяв раща умĕнчи сцена çинче тытăнчĕ. Ăна Чукун çул район администраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Борисов уçрĕ. Ульяновскри пултарулăх центрĕсенчи ача-пăча ташă тата юрă ушкăнĕсем, ветерансен ансамблĕ халăха янăравлă юрă-кĕвĕпе илĕртрĕ.
Ращана кĕрекенсене «Канаш» хаçат ĕçченĕ-сем тарават кĕтсе илчĕç. Кашни ентеше хаçат тата кĕнеке парнелерĕç. Çитес çурçуллăхра та «Канашпа» пулма кăмăл тăвакансене – çырăнтарчĕç. Унсăр пуçне вулама юратакансем вырăнти авторсем тата Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă кĕнеке-журнала туянчĕç.
ТĔп сцена
Палăртнă вăхăтра ращан тĕп сцени çинче тĕп уяв пуçланчĕ. Ăна облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, çак уява укçа-тенкĕпе тивĕçтерекенĕ Анатолий Еленкин уçрĕ.
-Хисеплĕ ентешсем, çурхи ĕçсем вĕçленчĕç, халĕ канма вăхăт. Эпир сирĕн валли паян мĕнпур майсем туса пама тăрăшрăмăр. Канăр, савăнăр,- терĕ вăл çĕкленӳллĕ кăмăлне пытармасăр.
Сергей Борисов Винновка ращинче Акатуй çулсерен аванрах та чаплăрах иртнине палăртрĕ. Облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕн Анатолий Еленкинăн пулăшаканĕ Елена Панова, Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центр ертӳçи Нурия Туркова, УОЧНКАн çак районти «Килĕшӳ» уйрăмĕн ертӳçи Владислав Буяндуков, тутарсен наципе культура автономин Чукун çул районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи Рамиль Абитов чăваш халăхне уяв ячĕпе саламласа тулăх пурнăç, телейлĕ кун-çул сунчĕç.
Чăвашсен ырă йăлипе вырăнти шурсухал Александр Пешне кĕлĕ вуларĕ. «Эй, таса Турă! Эпир акнă пĕрче йышăнсам, ун çумне тата пин пĕрчĕ хушсам»,- ыйтрĕ вăл аллисене çӳлелле çĕклесе.
Çак тĕле шăпах Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова, унăн пĕрремĕш çумĕ Петр Столяров тата УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев килсе çитрĕç. Вĕсем Ленин лапамĕнче Раççей кунĕпе çыхăннă уява уçнă хыççăн чăвашсене Акатуйпа саламлама килнĕ.
-Раççей пирĕн пĕрре. Паянхи лăпкă мар саманара пирĕн уйрăмах пĕрле тăрас пулать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă политика – тĕрĕс политика. Вăл яланах миршĕн, халăхсен хушшинчи туслăхшăн. Пирĕн облаçра 120 ытла наци халăхĕ килĕштерсе пурăнать. Паян акă чăвашсен пĕрлĕхлĕ пысăк уявĕ – Акатуй. Кирек мĕнле обществăра та ертсе пыракан пур. Сирĕн вăл – Владимир Сваев. Пуçлăхсем хушшинче ун пек дипломат сайра тĕл пулать. Вăл ертсе пынипе чăвашсем сулмаклă утăмсем тăваççĕ. Паянхи уяв та çакна çирĕплетсе парать,-терĕ Марина Беспалова уява пухăннисене чĕререн саламласа.
Петр Столяров ентешĕсене тăван чĕлхепе саламларĕ.
-Чăвашран ĕçчен те тăрăшуллăрах халăх çĕр çинче урăх çук та пулĕ. Хаклă ентешсем, аван ĕçлерĕр, халĕ чунтан канăр,-терĕ вăл кĕске саламĕнче.
Саламсен ярăмне УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев тăсрĕ.
-Чăваш халăхĕ миçе ĕмĕр православи тĕнĕпе пурăнать. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев та хăйĕн Халалĕнче çапла чĕнсе каланă: «Верьте в Россию, и она вам будет матерью!» – терĕ вăл.
Унтан Владимир Ильич халăха «Канаш» хаçата çырăнма, культура мероприятисене ытларах тухса çӳреме чĕнсе каларĕ. Чукун çул районĕнчи хастарсене Тав хучĕсем парса чысларĕ.
«Народный фронт «За Россию» организацийĕн регионти уйрăмĕн сопредседателĕ Олег Мустаев салам сăмахĕнче çапла каларĕ:
-Тавах Чĕмпĕр çĕрĕ çинче Акатуй ирттерес йăлана пуçарса яракансене – И.С.Кирюшкинпа В.Г.Егорова тата çак йăла-йĕркене паян малалла тытса пыракан ертӳçĕмĕре – В.И.Сваева. Эпир ĕçчен халăх. Ĕçлекен чăваш пуян пултăр!
Уяв программине Çĕнĕ хулари «Эревет» халăх юрă ушкăнĕ (ертӳçи С.Толстов), «Илем» ансамбль (ертӳçи А.Чурбанов), Аслă Нагаткинти Лянкинсен «Хĕвел» çемье ансамблĕ, Шупашкартан килнĕ «Хĕлхем» эстрада ушкăнĕ тата облаçри «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс çĕнтерӳçисем – Екатерина Карамзина, Алена Кузьмина тата Анастасия Ахмерова – тăсрĕç.
«Кала, хут купăс!» лапам
Ку лапама купăсçăсем тата такмак каласа ташлама юратакансем пуçтарăнчĕç. Çичĕ купăсçă хăйсен музыка инструменчĕсене пултарнă таран капăрлатса килнĕ. Шел, вĕсен хушшинче çамрăксем пулмарĕç, самай çулланнă çынсем çеç кăсăкланаççĕ курăнать купăспа. Н. Фроловпа С. Теби чĕмпĕрсене ташлаттарма Чăнлă районĕнчен (Телешовкăран тата Анат Тимĕрçентен) ятарласа килнĕ. Кашни купăсçă пӳрнисем ывăниччен каласа ташлаттарчĕ. Такмакçăсем те ăмăртса сăвă каларĕç, тăракансене ташă картине чĕнчĕç. Конкурса хутшăнакансене парнесем парса хавхалантарчĕç.
Спорт лапамĔ
Кунта чăваш паттăрĕсем хăйсен вăйĕсене кăтартрĕç. Кĕрешекенсем виçĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕç. 65 кило таякансен хушшинче Влад Иванов çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Никита Тимашов, виççĕмĕшне Михаил Сулейманов çĕнсе илчĕ.
75 кило таякансенчен чи вăйлисем-- пĕртăван Алексей тата Сергей Чугуновсем, виççĕмĕшĕ – Евгений Сандркин.
75 килоран йывăртараххисем хушшинче Евгений Михайлов (1-мĕш вырăн), Александр Кшановский (2-мĕш) тата Даниил Сорокин (3-мĕш)палăрчĕç.
Кире пуканĕ йăтма кăмăллакансем те сахал марччĕ.
Чĕмпĕрсене Акатуй пĕрлештерчĕ темелле. Кунта тахçан курман юлташсене тĕл пулса чунран калаçрĕç, илемлĕ концерт курса, ăмăртупа киленсе, купăс кĕввипе ташласа савăнчĕç. Çĕртмен 20-мĕшĕнче облаçăн тĕрлĕ кĕтесĕ-сенче пурăнакан чăвашсем Çĕнтерӳ паркĕнче иртекен пысăк Акатуя пуçтарăнĕç.
 
: 677, Хаçат: 23 (1321), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: