Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иван Уба 1902 çулта Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул ыраш тухăçлă çитĕннипе тырçи ирттерме тĕреклĕ çынсем кирлĕ пулнă. И.Убана çавăнпа хăварнă. Вăл вăрçа 1942 çулта каять.
 
Иван Уба миномет туппине авăрласа тăракан салтак тивĕçне пурнăçланă. Унăн питĕ яваплă ĕç пулнă – мĕнле йывăр пулсан та, ывăнсан та ку вырăнтан пăрахса кайма юраман.
1945 çулхи акан (апрель) 16-мĕшĕнче Одер юхан шывĕн хĕвеланăç çыранĕнче тăшман оборонине çапса аркатнă чухне 106-мĕш миномет полкĕн 2-мĕш батарея салтакĕ Иван Уба хăюллăн çапăçать, миномет туппине авăрласа ĕлкĕрсе тăрать. Фашистсен вăйлă артиллерипе миномет вут-çулăмне пăхмасăр çухатусемсĕр çапăçать, чăтăмлăхпа палăрать. Çав кун çеç хăйĕн миномечĕпе персе тăшманăн икĕ пулемет точкине, туппине лектерсе салатать, 15 нимĕç салтакне вилмелле амантать.
1945 çулхи акан 28-мĕшĕнче Берлин хулинче миномет туппипе пенĕ хушăра тăшман пульли Иван Убана вăйлах амантать. Анчах та унăн туппи пеме пăрахмасть-ха, паттăр совет салтакне ылмаштаракан тупăнсан çеç вăйсăрланнăскер минометĕнчен пăрăнать. Берлина илнĕ чух нимĕç хапсăнчăкĕсемпе пынă хаяр çапăçусенче чăтăмлăх тата хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн командовани ентешĕмĕре Хĕрлĕ Çăлтăр орденне пама йышăнать...
Пысăк наградине вара Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 70 çул иртсен тин чăваш паттăрĕн хĕрне Ольга Ивановна Чавгана (Убана) çак кунсенче Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов савăнăçлă та чыслă лару-тăрура парчĕ.
Хуçи патне вăхăтра çитеймен патшалăх наградине Иван Федорович тăванĕсем Мускава архива çыру ярса шыраттарнă. 1945 çулхи çăвăн (майăн) 23-мĕшĕнче илме тивĕçлĕ пулнă орден мĕнле-тĕр майпа çухалнă, ăна паттăр кăкăрĕ çине çакса ĕлкĕреймен. Вăл çичĕ теçетке çул иртсен тин тупăннă.
Паттăра халĕ те ялта мухтаса, савăнса аса илеççĕ.
Иван Уба паттăр, çӳллĕ арçын пулнă. Ялта ун пек вăйлă çын урăх пулман тесен те юрать. Чышкăпа вăйлă çăпăçнă, ăна çитекен тупăнман. Икĕ михĕ тырра икĕ аллипе тытса хул хушшине хурса йăтса пынă.
Тагай ялне çуран кайса çӳренĕ: 40 çухрăм – унта, каялла – 40. Ку вăл нимĕн те мар маншăн тесе калатчĕ тет Иван Федорович.
Пĕррехинче урампа иртсе пынă чух 200 килограмм таякан шыв пичкине йăтса илсе çуна çине лартнă. Çынсем унта шыв тултарса хунă пулнă иккен. Вăл манăн вăхăт çук тесе шыв тултарнă пичкене çуна çине лартать те каять, ун вырăнне пушшине лартса хăварать.
12 çул тултарсан пĕр хушă тарçăра ĕçленĕ.
Вăрçăра тыткăна çаклансан вĕсене, 200-300 çынна яхăн, витене хупса хураççĕ. Çĕрле çĕре чавса тухса тараççĕ, ун чухне те ăна амантаççĕ.
Ирхине çемьесем тăриччен çурлапа 1-ер ятак (10 хăлаç) тырă вырса кĕнĕ.
Лаша тăвалла туртса хăпарайман лава лашана тăварса хăй туртса хăпартнă. «Эпĕ те аран туртса хăпартрăм та – лаша ăçтан туртса хăпарттăр/» – тенĕ вăл.
1961 çулта ăнсăртран чирлесе Кивĕ Улхаш паттăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Чĕри питĕ паттăр пулнă теççĕ. Вăрçăра миномета пĕччен йăтса çӳренĕ.
 
: 614, Хаçат: 23 (1321), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: