Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валентин Андреевич Яковлев-Урташ палăкĕ умĕнче Тăхăрьял тăрăхĕнчи пур ялсенчен те килсе çитнĕ çынсен уявĕ иртрĕ. Паллах, пуринчен ытларах – Раккасси халăхĕ.
 
Чăваш поэзийĕн праçникне поэт çуралнăранпа 90 çул çитнипе çыхăнтарнă. Ăна хатĕрлекенĕсем: Тăхăрьял тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан поэтсемпе прозаиксен литература пĕрлешĕвĕн членĕсем* Элшелĕнчи Тăхăрьял музейĕн директорĕ Е.И.Афанасьев* Элшел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.П.Сюрмин* Раккасси шкулĕн директорĕ В.А.Охотин тата вĕрентӳçĕсем.
Уява «Сувар» хаçат редакторĕ К.А.Малышев, Пăва районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертӳçи В.А.Ильин, Галина Кĕмĕл сăвăç, Пăвари Культура керменĕ çумĕнчи «Уяв» юрă ушкăнĕ, Ульяновск облаçĕн шалти ĕçĕсен управленийĕнче вăй хурса чапа тухнă Раккасси çынни П.И.Петров полковник килсе çитнĕ.
Палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн вырăнти поэтсем – Анатолий Малышев,Николай Дворов,Карина Петрова (Пӳркел шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет, сăвăсен кĕнекине кăларма пултарнă) – Валентин Урташ кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕç, сăввисене вуларĕç. Шупашкартан килсе çитнĕ Галина Кĕмĕл сăвăç та пуçтарăннисене сăввисене парнелерĕ. Ульяновскран ятарласа килнĕ Анатоли Ырьят сăвăç тата прозаик ентешĕсене саламласа сăввисене вуларĕ, Раккасси халăхне тата Элшелĕнчи Тăхăрьял музейне кĕнекисене парнелерĕ.
Уяв хăнисем те сăмах илсе пуçтарăннисене саламларĕç. Саламсем Хирти Кушкă (директорĕ Е.А.Бондарев), Пӳркел (вĕрентекенĕ М.П.Вериялов), Раккасси (вĕрентекенĕ, вăлах уяв ертӳçи Л.В.Тютина) шкулĕсенче вĕренекенсен тата «Уяв» ушкăн сăвви-юррипе улшăнса тăчĕç.
Тепĕр çĕнĕ пулăм: вырăнти çыравçăсем Тăхăрьял музейĕн директорĕ Евгений Афанасьев пуçарăвĕпе пĕр çул урлă Валентин Урташ ячĕллĕ литература премийĕпе чыслас йĕркене çирĕплетнĕ. Ăна поэт кун-çулĕ çинчен çырнă литература хайлавĕсемшĕн параççĕ. Уявра пĕрремĕш лауреатсене – Василий Цыфаркина (Сетнер ятлă ывăлĕпе килнĕ), Анатолий Малышева, Карина Петрована - ятарлă дипломсемпе тата 5-шер пин тенкĕпе чысларĕç.
Анатоли Ырьятпа Галина Кĕмĕл сăвăçсем Элшел ял тăрăхĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.
Чăваш литературинче пĕтĕм чунне, пултарулăхне парса вăй хунă, тăван халăхăмăра кăмăла çĕклентерекен, пурнăçа хĕрӳллĕн юратма чĕнекен илемлĕ произведенисем сахал мар парнеленĕ Валентин Урташа ентешĕсем çапла сума суни питĕ вырăнлă.
 
Тутарстан Республики,
Пăва районĕ, Раккасси ялĕ.
 
: 816, Хаçат: 23 (1321), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: