Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ çуллахи отпуска кайсан унăн ĕçĕсене çамрăк пике Светлана Дубанова пунăçласа тăрать. Кăçалхи çу вăхăтĕнче те вăл пире йывăрлăхра хăвармарĕ. Пĕр уйăх хушши хаçата калăплас ĕçре пирĕнпе тăрăшрĕ. Хаçат ĕçĕ уншăн çĕнĕлĕх мар. Вăл тăватă çул Ульяновск районĕн «Родина Ильича» хаçатĕнче операторта ĕçлет. Унта та, кунта та ĕлкĕрет çаврăнăçуллă ĕçтешĕмĕр. Хăй вара чăвашсен хаçачĕ ăна çывăхрах пулнине пытармасть. Вăл тăван чĕлхепе тухать-çке!
 
Сăпайлă ентешĕмĕрпе тĕплĕнрех паллашар. Ульяновска вăл Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнчен килнĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыçсăн куçăмлă майпа Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнчи наци уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
Çак манăçми çулсене акă мĕнлерех аса илет вăл:
- Чĕлхемĕре юратма пире Е.С. Нагорнова тата О.Г. Узикова педагогсем вĕрентрĕç. Пĕр вăхăт пирĕнпе А.А. Степанова ĕçлерĕ. Студентсене тĕрлĕ конкурссене, мероприятисене явăçтаратчĕç, дискотекăсене çӳреттĕмĕр. Лайăх вăхăтсемччĕ. Вĕреннĕ чух нумай вулаттăм. Уйрăмах романсем кăмăла каятчĕç.
-Эсĕ мĕншĕн педагогика уйрăмне суйласа илтĕн?- тесе ыйтсан вăл шкул ачи пек маччаналла пăхса илчĕ те çапла каласа пачĕ:
-Ача чухне эпир тантăшсемпе пуçтарăнса шкулла выляттăмăр. Эпĕ яланах учитель ролĕнчеччĕ. Килĕшетчĕ мана умра ларакан тантăшсене вĕрентме. Эпĕ вĕсене хут листине хуçлатса тетрадь пек туса валеçсе параттăм. Унта вĕсем заданисене пурнăçлатчĕç. Кайран отметка лартаттăм. Ун чух питĕ вĕрентекен пулас килнĕ ахăр...
Диплом илсен шăпама хаçат ĕçĕпе çыхăнтартăм. Халĕ пуçĕпех «кĕрсе ӳкрĕм» темелле. Хам хальлĕхе хаçатра пичетленмен. Çырас шухăшăм пур. Шкулта вĕреннĕ чух район хаçатне çыркалаттăм. Чăваш чĕлхипе тăтăшах олимпиадăсене хутшăнаттăм. 11-мĕш класра вĕреннĕ чух республика шайĕнчи олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ.
Светлана хаçат ĕçĕнче вăй хунипе пĕрлех «Краткая чувашская региональная энциклопедия» (авторĕ Дмитрий Кузьмин) кĕнекен иккĕмĕш томне хатĕрлес ĕçре пысăк пулăшу парать. Компьютера лайăх пĕлнипе вăл материалсенче йăнăшсене тӳрлетме, страница çине вырнаçтарса лартма пулăшать.
Калаçура унăн ĕмĕт-шухăшне пĕлтĕм. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче унăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр тытăннă: вĕсем юратнă каччипе (Максим милицире ĕçлет) çырăннă.
Çак лăпкă та ăшă кăмăллă хĕрпе ĕçлеме те, калаçма та питĕ интереслĕ. Калаçуран эпĕ вăл ялта пурăнма кăмăллани çинчен, мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ӳстерме ĕмĕтленни çинчен пĕлтĕм. Мĕнех, ĕмĕт пулсан шанăç пурах.
 
: 1117, Хаçат: 40 (1132), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: