Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Кăлаткă ялĕнчи Акатуя, шкул хыçĕнчи лапама, йăлана кĕнĕ тăрăх чăвашсем те, тутарсем те хастар пухăнчĕç. Сарă ту облаçĕпе чикĕленекен тутар районĕнчи икĕ ялта – Çирĕклĕпе Чăваш Кăлаткăра – пирĕн йăхташăмăрсем тĕпленсе пурăнаççĕ. Кунта чăвашĕсем тутарла, тутарĕсем чăвашла шакăлтатса чипер калаçаççĕ, пĕр-пĕрин йăлине, уявĕсене, çыннисене хисеплеççĕ.
 
Уява Кăлаткăпуç район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильдар Аблязов уçрĕ. Вăл паянхи уява ирттерме администраци 24 пин тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕ Эдуард Ганеев тата хăйĕнчен хушса 10 пин тенкĕ панине каласа хăварчĕ. УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев та пушă алăпа килмен, районти обществăлла ĕçе илсе пыракансене Тав хучĕсем, парнесем пачĕ. «Малалла та чăвашлăха аталантарас ĕçре пĕрлех ӳсĕмсем тăвасчĕ-ха. Сирĕн валли паян Шупашкартан хаклăран хаклă парне илсе килтĕмĕр – «Асамат» ансамбльпе чăваш халăх артистки Людмила Семенова хăйсен чи юратнă юррисене юрласа савăнтарĕç», – терĕ Владимир Ильич.
Чăваш Кăлаткă ял администрацийĕн пуçлăхĕ Галина Ильгачева çулсерен ирттерекен конкурссене пĕтĕмлетрĕ, çĕнтерӳçĕсене дипломсем, хаклă парнесем парса чысларĕ. «Чи аван харпăр хуçалăх» номинацире пĕрремĕш вырăна Валерий Чекушкин кил-йышĕ тивĕçнĕ, иккĕмĕшне – Любовь Сыбатрова. «Ял шанăçĕ – ĕçчен çын» номинацире Константин Ивановпа Виталий Васильев мала тухнă. «Чи хăтлă çурт» ăмăртура – Татьяна Панфилова çĕнтернĕ, «Чи хитре пахча» хуçи – Любовь Федотова. «Чи лайăх кил карти» номинацире Владимир Иванов картишĕ кăмăлне кайнă. «Ылтăн алăллă ăста» номинацире Антонина Васильева çĕнтернĕ, «Çулталăк вĕрентекенĕ» – Марина Николаева, «Ялăн обществăлла пурнăçĕн хастарĕ» – Рахиля Кадермятова, «Вĕренӳ отличникĕсем» – Андрей Наумовпа Альбина Невмятуллина, «Тĕслĕхлĕ çамрăк çемье» – Юлия тата Фархад Хайровсем. Уйрăмах ырă сăмаха нумай ачаллă амăшĕсем – Ольга Безрученко, Альфия Шарипова тата тава, мухтава тивĕçлĕ хĕрарăмсем – Галина Васильева, Ольга Ахмадова, Фаниса Каримова тивĕçрĕç. Хăнасене тимлĕхсĕр хăвармарĕç уявра. Çирĕклĕ ялĕнчен килнĕ хастарçа Валентина Ермалаевана та асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç. Чи шанчăклă пулăшакансене – ялти фельдшерпа акушер пункчĕн, шкул, ача сачĕн, çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсене – тав сăмахĕ каларĕç.
Вырăнти «Бахтеевский» ял хуçалăхĕ-пе производство кооперативĕн ятĕнчен ертӳçĕн çумĕ Анатолий Коновалов сăмах каларĕ. Анатолий Николаевич çуракинче палăрнă ĕçченсене, механизаторсене, водительсене сумлă парнесем пачĕ.
Ача-пăчапа яш-керĕм спорт ăмăртăвĕсене, наци вăййисене хастар хутшăнчĕç. «Канаш» хаçат редакцийĕ те инçетри чăвашсем патне пушă алăпа кайман – хаçат, журнал, чăваш кĕнекисене парнелерĕ, облаçри пĕртен-пĕр чăваш кăларăмĕн çырăнтарăвне йĕркелерĕ.
Акатуй концерчĕ вăрăма кайрĕ пулин те халăх хĕвел хĕртнине пăхмасăр вĕçне çитичченех тăчĕ. Ялти ырă йăласене упракансене, вырăнти пултаруллă артистсене – «Çуркунне» ансамбль юрăçисене – тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ача садĕнче йĕркеленĕ «Шăнкăрав» ташă ушкăнĕн ачисене ытарма çук. Чăваш, вырăс, тутар ташшисене ташласа савăнтарчĕç маттурскерсем. Шкул ачисем сăвă каларĕç, юрăсем юрларĕç. Чăваш артисчĕсем сцена çине тухсан вара ватти те, вĕтти те ташă картине тухса ташларĕ.
 
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 748, Хаçат: 23 (1321), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: